Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикинчи вӗрентекен ҫӗршыври конкурса хутшӑнса чи маттур 20 педагог йышне кӗме пултарнӑ.

Сӑмах – Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими предмечӗсене вӗрентекен Алевтина Алексеева пирки. Вӑл «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2025» конкурса хутшӑнать. Ҫамрӑк педагог

Санкт-Петербургра иртнӗ тапхӑрта хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса финала лекнӗ.

Вӗрентекен республика чысне малалла хӳтӗлӗ. Финал Мускав облаҫӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пирӗн алӑ ӑстисем Махачкалара иртекен «Уҫӑ Дагестан» Пӗтӗм Раҫҫейри туризм форумне хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫав хушӑрах унта халӑх промыслисен «Йӑла-йӗрке управҫисем» халӑхсен хушшинчи фестиваль иртет. Унпа килӗшӳллӗн Раҫҫейри, Беларуҫри тата Кӑркӑсстанри ӑстасен хӑйсен отраслӗн пуласлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ, Кавказ регионӗсенчи майсемпе паллашаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15544
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олег Николаев инаугураци кунӗнче Федераци Канашне республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫран сенатора палӑртнӑ. Хальхинче те вӑл Николай Федоров пулӗ. Ку унӑн – виҫҫӗмӗш срок.

Николай Васильевич 1993-2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин президенчӗ пулнӑ, 2012-2015 ҫулсенче – РФ ял хуҫалӑх министрӗ. 2015 ҫултанпа – Федераци Канашӗн пайташӗ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫавӑн пек ятлӑ спектакль хатӗрлеме тытӑннӑ.

«Сире каламалли кӑмӑллӑ хыпар тата та пур пирӗн: театрта тепӗр ҫӗнӗ спектакль пиҫсе пырать!» — хыпарланӑ культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи страницинче.

Камит авторӗ — Флорид Буляков иккен.

Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камитне лартма хатӗрлесе ҫитернӗ эскизсемпе театрӑн художество канашне Алексей Ложкин режиссёр тата Валентин Федоров художник паллаштарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Атӑла тасатмалли федераци программипе усӑ курса Ҫӗнӗ хулара тасатмалли сооружение халӗ те хута яманни пирки федераци шайӗнче каллех ыйту хускатнӑ.

Атӑла тата Байкала тасатмалли программӑсене вырӑнсенче епле пурнӑҫланине РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Жанна Рябцева тӗрӗслет.

Чӑваш Ене 400 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ иккен, анчах ӗҫе пурнӑҫламан. Жанна Рябцева укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ryabseva_zhanna/2018
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикине кайма хатӗрленеҫҫӗ. Унта вӗсем курма мар, фестивале тухса кайӗҫ.

Б. Басангов ячӗллӗ Калмӑк наци драма театрӗнче «Манджиев ФЕСТ» регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен пырӗ.

Чӑваш театрӗ сцена ҫине юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Аманнӑ шӑпа» спектакльпе тухӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине Украина беспилотникӗсем Ҫӗрпӳ округӗнчи Кӑнар поселокӗнчи нефть уҫлакан станцие тапӑннӑ

Ҫапла пӗлтернӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, беспилотниксем станцие пысӑках мар сиен кӳнӗ, унӑн ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

Телее, никам та шар курман, поселок ҫыннисемшӗн хӑрушлӑх ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 19 тата 21-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Владимир Соллогубӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ах, кама-ши савмалла?» водевиле кӑтартӗҫ. Ӑна Василий Иванов режиссёр лартнӑ.

«Укҫaллӑ ҫaмрӑк каччӑн юнӗ вӗрет, ӑcӗ вылять. Черчен чӗреллӗcкер, юбка курсанах ирӗлсе каяканскер, вӑл умлӑн-хыҫлӑн виҫӗ хӗре юратса пӑрахать. Пӗрне качча илме шантарать, теприне…

Лешсенчен иккӗшне унӑн укҫи кӑна илӗртет. Сисмест ҫaкна айван каччӑ. Пикесен илемӗпе суккӑрланнӑ ывӑлӗн куҫне ашшӗ yҫaть», — тесе хыпарлана театрӑн пресс-служби.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пресс-секретарьне Григорий Буйлова авӑнӑн 25-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларни пирки сайтра паян кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян пресс-секретарь вырӑнне урӑх ҫынна шанса панӑ.

Ку пукана Наталья Камаева йышӑннӑ. 2023 ҫулхи кӑрлачран вӑл Элтеперӗн пулӑшуҫи пулнӑ, унӑн халӑх тетелӗнчи страницисене тытса пынӑ. Элтепер администрацине киличчен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче пресс-секретарьте ӗҫленӗ. 2022 ҫулхи раштавра вӑл «PRофи-21» професси конкурсӗнче «Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ.

Палӑртмалла: Олег Николаев паян Элтепер должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑн правительствӑна отставкӑна янӑ.

 

Экономика
fool.com сӑнӳкерчӗкӗ
fool.com сӑнӳкерчӗкӗ

Китай автомашинӑсем валли натрипе ионлӑ аккумулятора пуҫласа сертификациленӗ. Кун пек аккумулятор 15 минутра 80 процент таран тулса ҫитет иккен. Ӑна шухӑшласа кӑлараканни — CATL.

Электромобильсем валли ҫӗнӗ йышши аккумуляторсене 2026 ҫулта йышлӑ туса кӑларма тытӑнасшӑн.

Натриллӗ ун пек аналог литий аккумултортан 10 хут йӳнӗрех-мӗн. 25 ҫула пырать, 30 градус сивӗре те ӗҫлет, 40 градус сивӗре те зарядкӑна лартма пулать тесе пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/216161
 

Страницӑсем: 1 ... 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, [38], 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, ... 4032
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 18

1917
108
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...