Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Непутёвые заметки с Дмитрием Крыловым» телекӑларӑмра хальхинче Чӑваш Енпе паллаштарнӑ. Каларкама ӳкерекенсем Етӗрне, Канаш тӑрӑхӗсенче, Сӗнтӗвӑрринче, «Ясна» этнокомплексра тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ.

Кӑларӑма тимлӗ итленисем хӑш-пӗр факт йӑнӑшӗсене асӑрханӑ-ха. Ҫак йӗркесен авторӗ, сӑмах май каласан, туй хыҫҫӑн тӑватӑ кунта ҫӗнӗ мӑшӑр валли чӑвашсем нимелле пӳрт лартса параҫҫӗ тенине илте юлчӗӗ. Хальхи вӑхӑтра ниме, шел пулин те, манӑҫа тухса пырать.

Апла-и, капла-и, федераци телеканалӗпе республикӑмӑр тата чӑваш йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартни паха.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николаев Фёдорова республика Элтеперӗ Олег Николаев сенатор должноҫне шантарнӑ.

Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем тӗлпулнӑ. Николай Фёдоров сенатор пулнӑ май туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне регионӑн 2030 ҫулчченхи аталанӑвӗн комплекслӑ программине сӳтсе явнӑ.

Олег Николаев республика ертӳҫине суйлансан Николай Фёдоровах Чӑваш Енен ӗҫ тӑвакан влаҫӗн сенаторен должноҫӗнче хӑварма шантарнӑ.

Маларах ку должноҫе республикӑн культура министрне Светлана Каликовӑна шанса парӗҫ текен сӑмах тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
kaz.zakon.kz сайтри сӑн
kaz.zakon.kz сайтри сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Улатӑр округӗнче ҫын путса вилнӗ.

27 ҫулти арҫын Стемас сали ҫывӑхӗнчи пӗвере шыва кӗнӗ чухне шыв тӗпне анса кайнӑ. Палӑртмалла: унта шыва кӗмелли вырӑн пулман.

Аса илтерер: ҫав кунах Шупашкарта икӗ арҫын Атӑлта путса вилнӗ. Иккӗшӗ те - ют ҫӗршывран килнӗскерсем, Суданра ҫуралнӑскерсем. Вӗсем Мускав ҫыран хӗрринче юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Вӗсен виллисене водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14055
 

Хулара
mel.fm сайтри сӑн
mel.fm сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма суда панӑ. Йалтах — укҫана пула. Хӗрарӑм унӑн 1,78 миллион тенкине вӑрланӑ иккен.

Арҫын ҫак укҫана ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑшӑн илнӗ. Арӑм пулнӑскер вара унӑн хваттерне килнӗ те нухрата йӑлтах йӑтса тухса кайнӑ, хӑйӗн банк счечӗ ҫине хунӑ. Арҫын полицие заявлени ҫырма кайсан хӗрарӑм 290 пин тенке тавӑрса панӑ.

Кун хыҫҫӑн арҫын ӑна суда панӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн арҫынна 1,489 млн тенке тавӑрса памалла. Унсӑр пуҫне 93,5 пин тенкӗ процент тӳлемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14054
 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Шупашкарта «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль старт илнӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн, 19-мӗшӗччен пырӗ.

Ҫак тапхӑрта сӑра вӗретекен 26 предприяти хӑйсен продукцийӗпе паллаштарӗҫ: Мускав, Чӗмпӗр, Самар, Пенза, Томск облаҫӗсенчен, Тутарстанран, Мари Элтен, Чӑваш Енрен, Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчен.

Вырӑнти 30 кафе-ресторан тата фермер хуҫалӑхӗсем сӗтел ҫине блюдӑсем тата ҫыртмӑшсем лартӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
kaz.zakon.kz сайтри сӑн
kaz.zakon.kz сайтри сӑн

Паян Шупашкарта Мускав ҫыран хӗрринче икӗ каччӑ Атӑлта путса вилнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те – ют ҫӗршывран килнӗскерсем.

Ҫакӑ паллӑ: каччӑсем ятарласа хатӗрленӗ вырӑнта мар, юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Вӗсене водолазсем чылай вӑхӑт шыранӑ та виллисене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/pg21ru
 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

«Уҫӑ хула» порталта сасӑлав вӗҫленнӗ. Апла кам тивӗҫӗ-ха кӑҫал «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята?

Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн директорӗ Михаил Резников чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн респондентсен 59 проценчӗ сасӑланӑ. Пӗтӗмпе 5 пин ҫын унта хутшӑннӑ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене пӑхса тухма парӗҫ. Вӗсем татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Раҫҫей туризм мисӗ» илем конкурсне пирӗн ентеш те, Шупашкарти пике, хутшӑнӗ.

Конкурс Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 20-25-мӗшӗсенче иртӗ.

Пирӗн республика чысне Влада Комарова хӳтӗлӗ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. Хальхинче конкурсра хӗр Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ 29 чиперккепе тупӑшӗ.

Палӑртса хӑварар: финал Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14018
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Аслисем ҫывӑрнӑ чухне ачасем шӑрпӑкпа выляса пушар кӑларнӑ. Ҫулӑмран вӗсен тӑванӗ тухайман.

Ку инкек ӗнер каҫхине Йӗпреҫ округӗнчи Ленино ялӗнче пулнӑ. Аслисем ҫывӑрнӑ чухне 6-ри арҫын ачапа пӗчӗк хӗрача крыльца ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ, япаласене чӗртсе, янӑ. Ҫулӑм алӑк умӗнче хӑвӑрт сарӑлнӑ.

Амӑшӗ ҫак 2 ачана тата вӗсен пиччӗшне чӳречерен урама кӑларнӑ, кайран ашшӗ тухнӑ. Пӳртре 56-ри тӑванӗ юлнӑ. Шел те, вӑл ҫунса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Культура
vk.com/mincult21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/mincult21 сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Дмитрий Петрова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

Дмитрий Анатольевич 1979 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫа алла илнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтрах, 2003 ҫулта, театр турппине илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, [47], 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, ... 3984
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 14

1893
132
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
124
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
102
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
101
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
39
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
29
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...