|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Эх, ҫав эрех! Пӗр ҫынна та ырӑ тумасть ҫав вӑл. Пӗрех этем алли ун енне туртӑнать. Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын килӗнче тӑванӗпе (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи вырӑсла хыпарта «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) хирӗҫсе кайнӑ. Хӑй ӳсӗр пулнӑ. Сӑмахпа ҫӗнтереймессӗн туйӑннӑ пуль-ши — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те унпа пӗр хутчен чикнӗ. Шар курни куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. 51 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тӳре-шара Китайра туса кӑларнӑ 9 машина туянасшӑн. Аукцион ирттересси пирки калакан документра Haval F7 е ҫавӑн пек урӑх автомобиль туянасси пирки сӑмах пырать. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 28,7 млн тенкӗ. Машинӑна патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тӑрӑшакансене транспорта тивӗҫтерме уйӑракан ятарлӑ субсиди укҫипе илӗҫ. Пӗр машинӑншӑн 3,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Анчах унтан ытла мар. Автомобиль хура тӗслӗ пулмалла, Вӑл 2025 ҫулта кӑларни пулмалла. Аукциона авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Сӑмах май каласан, хамар ҫӗршыври АвтоВАЗ предприяти 4 кунлӑ ӗҫ эрни ҫине куҫассине маларах хыпарланӑччӗ. Предприяти ҫӑмӑл мар лару-тӑрура-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски районӗнчи пӗр ялта ӳсӗр хӗрарӑм пӗлӗшне ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 36-ри хӗрарӑм пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ херарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫына унпа кӑкӑр тӗлӗнчен темиҫе хутчен чикнӗ. Суранланса пӗтнӗ инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, следстви пынӑ вӑхӑтра хупса хунӑ. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫуллахи пек ӑшӑ, анчах кӑштахран сивӗтӗ, йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ыран та паянхи пекех ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ, кӑнтӑр енчи районсенче вара – 30 градус таранах. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкун вара пӗлӗтленӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла 10-15 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун термометр 8 градус кӑна ӑшӑ кӑтартӗ. Эрнекунран ҫанталӑк пушшех те пӑсӑлӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Хушӑран вара йӗпе юр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Эрнекун ҫӗрле ҫӗр шуралма пултарать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк вӑрахлӑха сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑнтӑрла та 4-9 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен 0 патнелле ҫывхарӗ. Ҫил те вӑйланӗ. Ҫавна май тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Видеорегистраторти видерон илнӗ сӑн Красноармейски округӗнче ҫӗрле 40-ри хӗрарӑм ҫул варрипе утнӑ чухне машина айне пулнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Ку инкек авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 23:30 сехетре «Кетра» савут патӗнче пулнӑ. «Киа» машинӑпа пынӑ 23-ри водитель ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен, ун ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм Красноармейски салинче пурӑннӑ. Ҫакӑ паллӑ: вӑл ҫӗрле кӳршӗ ялтан хӗр тусӗ патӗнчен таврӑннӑ. Инкек умӗн кӑшт маларах иртсе кайнӑ машина регистраторӗнчен ҫакӑ паллӑ: водитель тӗлӗнмелле майпа хӗрарӑм ҫине пырса кӗмен, ӑна ҫул ҫинчен ҫавӑтса тухас тесе чарӑннӑ. Анчах... кая юлнӑ. Ӑна хыҫра пынӑ машина ҫапса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Паха тӗрӗ» сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Хусанта «Стиль жизни – Культурный код» (чӑв. Пурнӑҫ стилӗ — культура кочӗ) халӑх пултарулӑхӗн этно-Fashion фестивалӗ иртнӗ. Унта халӑх пултарулӑхӗн тата декораципе прикладной ӳнер ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 30 ытла дизайнерсем пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра Тутарстанран, Мусквавран, Екатеринбургран, Липецкран, Красноярскран, Якутскран, Удмурт Республикинчен, Самараран тата Кировран. Унсӑр пуҫне Кӑркӑстанран, Турцинчен, Малайзирен, Китайран, Казахстанран, Узбекистанран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() culture.ru сайтри сӑн Авӑнӑн 19-20-мӗшӗсенче республикӑра пулнӑ икӗ пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Эрнекун Шупашкарта Добролюбов урамӗнче уйрӑм ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен ҫын виллине тупнӑ. Вӑл кам пулнине тӳрех палӑртайман. Шӑматкун Улатӑрта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Ҫулӑма парӑнтарсан 75 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, унӑн чӗри васкавлӑ медпулӑшура тапма чарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Улатӑрта пурӑнакан Анатолий вӑрмана кӑмпана кайнӑ та тӑрук хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Киле аран чӑтса ҫитнӗ вӑл, вара тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем унӑн инфаркт пулнине палӑртнӑ. Кашни сехет хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа санавиаци вертолетне чӗнсе илнӗ. Икӗ сехет те иртмен – пациента Шупашкара Республикӑри кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем стенировани тунӑ. Тепӗр кунах Анатолий хӑйне лайӑх туйма пуҫланӑ. Халӗ вӑл реабилитаци витӗр тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Хавхалану» клуб ҫуллахи кану хыҫҫӑн каллех поэзие юратакансене пуҫтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Унта иртсе кайнӑ уйӑхра ҫуралнӑ сӑвӑҫсене чыслаҫҫӗ. Хальхинче вара пурнӑҫран уйрӑлса кайнисене те асӑннӑ, вӗсен сӑввисене вуланӑ. Авӑн уйӑхӗнче Валем Ахун, Трубина Мархви, Александр Артемьев, Мӗтри Кипек, Стихван Шавли, Фёдор Павлов тата ытти сӑмах ӑсти ҫуралнӑ. Ҫав шутра Петӗр Яккусен те. «Хавхалану» клубӑн черетлӗ ларӑвне юпа уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кӗҫнерникунӗнче ирттерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Тӑван Ен» хаҫатӑн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тренкассинчи РФ Геройӗ Д.Семенов ячӗллӗ вӑтам шкулта агротехнологи класӗ уҫӑлнӑ. Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аграри класӗ чечек ӗрчетес енӗпе ӗҫлеме пуҫлӗ. Аграри класне Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ пулӑшнипе уҫнӑ. Ку класра шкул ачисем ӳсен-тӑран тата чечек ӳстерес ӗҫре ҫӗнӗ йышши меслетсене тӗпчеме пуҫлӗҫ, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса тӗрлӗ сӑнав туса ирттерӗҫ. Агрокласа шкул ачисене ял хуҫалӑх производствин, биотехнологин никӗсне вӗрентес, ӑнлантарас тӗллевпе уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
