Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнчере
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакансем Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чӗрчуна асӑрханӑ.

Вӑрман урамӗнче ҫуртсен умӗнчи йывӑҫ ҫинче ҫӳлевӗҫ ларнӑ. Ҫынсем ӑна курсан видео, сӑн ӳкернӗ. Кайран, вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳлевӗҫ йывӑҫ ҫинчен анса тарнӑ.

Сӑмах май, республикӑра хальхи вӑхӑтра 22 ҫӳлевӗҫ шутланать.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 2 ҫын вилнӗ.

Ку хӑрушӑ авари ӗнер 10:50 сехетре пулнӑ. ВАЗ-2104 ҫул хӗрринчен тухса ҫаврӑнма тӑнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ.

Ҫӑмӑл машина, водителӗ, 1950 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, тата унӑн 1954 ҫулта ҫуралнӑ йӑмӑкӗ вырӑнтах вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14357
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла Куславккари ҫӑлав станцийӗн ҫӑлавҫисем Куславкка хулин пляжӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнине асӑрханӑ. Унта вара пулӑҫ пулнӑ.

Кимӗ ҫыранран 100 метр шаларах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Смена пуҫлӑхӗ Леонид Алексеев тата Андрей Абрамычев ун патне катерпа ишсе пынӑ. Вӗсем шыва чӑмнӑ пулӑҫа катер ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме те ҫыран хӗррине илсе килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр округӗнче 37 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Ку инкек паян ҫӗрле Киря поселокӗнче Пушкин урмӗнче пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем 126 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ пушара сӳнтерсен 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 803 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫын вара аманнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9173
 

Ҫутҫанталӑк
privet-rostov.ru сайтри сӑн
privet-rostov.ru сайтри сӑн

Ку эрнере мӗнле ҫантлӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне пуҫламӑшӗ хӗвеллӗ пулӗ. Эрне варринче вара пӗлӗтленӗ, анчах ҫавӑн пекех ӑшӑ пулӗ, сивӗтмӗ.

Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн пата тропика сывлӑшӗ ҫитӗ, термометр 27-32 градус таран кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫленичченех тӑрӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Ирина Беккершӑн косметологи чун килӗнӗҫӗ кӑна пулнӑ, халӗ вара — юратнӑ ӗҫҫ. Соцконтракт пулӑшнипе вӑл косметологи пӳлӗмӗ уҫма пултарнӑ.

Ҫамрӑк хӗрарӑм патшалӑх пулӑшӑвне «Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче тивӗҫнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл малалла аталанмаллине ӑнланнӑ та патшалӑхран пулӑшу илсе хӑйӗн ӗҫне аталантарма шутланӑ. Халӗ косметологи пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑнать, вӗсене илемлӗрех курӑнма пулӑшать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14322
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Мальвина Петрова Суздальте 84 ҫухрӑм чупса ҫӗнтернӗ.

Дистанцие вӑл 9 сехет те 41 минут та 51 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Палӑртмалла: ҫулсерен иртекен Golden Ring Ultra Trail 100 (GRUT) трейлинг фестивале 8 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Мальвина финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.

Ку дистанци GRUTри йывӑр трассӑсенчен пӗри шутланать, унта опытлӑ трейланнерсем хутшӑнаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри студентсем Кубӑри фермерсене пулӑшма кайнӑ. Ҫак йышра – И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Арина Ивановӑпа Дмитрий Павлов. Вӗсем Европӑри ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗн бригадин йышне кӗнӗ.

Палӑртмалла: Кубӑна Раҫҫейри, Францири, Испанири, Бельгири, Австрири, Италири, Швейцарири тата Португалири 48 ҫамрӑк кайнӑ. Вӗсем унта истори тата культура палӑкӗсемпе, илемлӗ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Ҫав, вӑхӑтрах вырӑнти фермерсене пахча ҫимӗҫ пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш хулин ҫуралнӑ кунне уявлама Раҫҫейри паллӑ артист килӗ. Вӑл – Станислав Садальский.

Унӑн ачалӑхӗ Канаш хулинче иртнӗ.

«Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канашра пулатӑпах», - ҫапла ҫырнӑ Станислав Садальский халӑх тетелӗнчи страницинче.

Палӑртса хӑварар: Канаш хули йӗркеленнӗренпе кӑҫал 100 ҫул ҫитет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14310
 

Вӗренӳ

Чӑваш Республикин Верену институчӗ ҫӗнӗ вакансисем пуррине пӗлтернӗ.

Унта вӗренӳ предмечӗсене вӗрентмелли меслетлӗх кафедра доценчӗсем ставкисем 5 таран: пуҫламӑш классен енӗпе; математика, физика енӗпе; ӳнер енӗпе; история, экономика, право, обществознани, персонала ертсе пырас енӗпе; физкультура, хӑрушсӑррлӑх никӗсӗ тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес енӗпӗ. Коррекци тата инклюзи вӗрентӗвӗ ҫур ставка пур.

Унсӑр пуҫнӗ воспитани технологийӗсен кафедрине доцентпа аслӑ преподаватель кирлӗ. Регион аталанӑвӗн центрне ӑслӑлӑх ӗҫченне 0,75 ставкӑпа ӗҫе илесшӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, [54], 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, ... 4002
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 08

1873
152
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
66
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...