Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республика кунӗнче Етӗрнере Чӑваш хӑмлин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта ӑсталӑх лаҫҫисем, лекцисемпе семинарсем ирттерме хальхи вӑхӑтри конференц-зал уҫнӑ. Музея сӑра вӗретекен ӑстасене, хӑмлаҫӑсене, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене йыхрвлама палӑртаҫҫӗ. Музейра пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ, отрасле пулӑшас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Унта сувенир продукцийӗ те пур. Учреждение уҫма вырӑнти хыснаран 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Сергей Павловӑн «Тертпе термен» кӗнекине хӑтланӑ. Кӗнеке презентацине ҫыравҫӑ тата журналист 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ роман – «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» хайлавӑн иккӗмӗш кӗнеки. Вӑл нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Пултарулӑх каҫне прозаиксемпе поэтсем, драматургсемпе литературоведсем, журналистсемпе вулавӑш ӗҫченӗсем пуҫтарӑннӑ. |
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулти Макар Сниткин СТС каналпа пыракан «Суперниндзя. Дети» телешоуна хутшӑннӑ. Вӑл пӗрремӗш йывӑр задание хӑвӑрт пурнӑҫланӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта та маттур пулнӑ, ункӑна ярса илнӗ, анчах сикнӗ чухне тытӑнса тӑрайман – шыва ӳкнӗ. Шел те, Макар ҫурмафинала ҫитеймен. Ҫапах маттур пулнӑ вӑл, хӑюлӑхӗпе чӑтӑмлӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 1-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ Ярослава Гурьева икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Кӑҫал кун пек тӗслӗх республикӑра – пӗрремӗш хут. Ярослава вырӑс чӗлхипе тата информатика предмечӗпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене лайӑх тытнӑ. Вӑл кашни экзаменра чи пысӑк балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://cheb-centr.soc.cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Петрова паян, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗнче ҫуралнӑ Анна Михайловна 1941 ҫулта, вӑрҫӑ пуҫлансан, медицина сестрин курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Хӗвелтухӑҫ Пруссине янӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Анна Петрова Ҫӗрпӳ районӗнчи колхозра ӗҫленӗ, кайран 1953 ҫулта упӑшкипе Хабаровск тӑрӑхӗнчи Амур ҫинчи Комсомольск хулине тухса кайнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Шупашкарти ВНИИРа вырнаҫнӑ. Унта намточик пулса ӗҫленӗ. Анна Михайловна икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян унӑн пилӗк мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ачи пур, вӗсен икӗ ачи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче чӑваш йӑли-йӗркине упраса хӑварас енӗпе те тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта чӑваш юррисене халӑх патне ҫитерекен ушкӑнсем пур, ал ӗҫӗсен ӑсталӑх лаҫҫисенче чӑваш пуканисене ӑсталаҫҫӗ. Унта ҫӳрекен ватӑсем масмак туса та тӑхӑннӑ. Пуҫа тӑхӑнмалли ҫак хатӗре кашни кун тӑхӑнса ҫӳремеҫҫӗ-ха, анчах уявсенче вӑл ватӑсене илем кӳрет. Республика кунӗ умӗн ирттернӗ ӑсталӑх лаҫҫинче вӗтӗ шӑрҫаран илемлӗ чӑваш эрешӗсем ӑсталанӑ. Ӗҫе пурнӑҫлама Светлана Кириллова инструктор пулӑшса пынӑ. Светлана Леонидовна мӗнле тӗс килӗшсе тӑни, хӑш эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактри» сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ретротехника фестивалӗ иртнӗ. Унта ҫынсем 20 регионтан килсе ҫитнӗ. Фестиваль «Кивӗ клаксон» ятлӑ. Унта XX ӗмӗрти машинӑсемпе мотоциклсене, мопедсемпе велосипедсене курма май пулнӑ. Сӑмах май, мероприятие кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Кӑҫал «Авто Акатуй» та иртнӗ. СССРти костюмсен конкурсне те йӗркеленӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Фестиваль концертпа вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енри пултаруллӑ каччӑ Данил Тарасов компьютер спорчӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче финала тухнӑ. Данил кӑҫал Комсомольскинчи 1-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. Унӑн вӗрентекенӗ – «Точка роста» центрти Петр Родионов. Ун патӗнче вӑл иккӗмеш ҫул ӑсталӑхне туптать. Сӑмах май, Данил чемпионата пӗлтӗр те хутшӑннӑ, ун чухне 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Финал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Мускавра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Етӗрнере пӗрремӗш мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Ӑна К.Маркс урамӗнчи 95-мӗш ҫурт фасачӗ ҫине ӳкернӗ. Унта Совет Союзӗн Геройӗн Федот Орловӑн портретне сӑнланӑ. Проекта Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗпе Раҫҫейри студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ пурнӑҫланӑ. Мурала ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Ксения Кокель тата Дмитрий Чапай ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ватӑсем Республика кунӗпе хавхаланса республика гимнне шарантарнӑ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстрекен комплекслӑ центрти стационарта пурӑнакан ватӑсем валли паян викторина ирттернӗ, республика кун-ҫулӗпе паллаштаракан документлӑ фильм кӑтартнӑ. Викторинӑна ирттерекен Наталья Фадеева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ватӑсем викторина ыйтӑвӗсене кӑсӑкланса хуравланӑ. Гимна юрлама ҫӑмӑлах пулман пулин те пурте тӑрӑшса шарантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |