Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн Тӳре-шара Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗ ку вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑласса шантарнӑччӗ. Анчах вӑл уҫӑлман. Пӗлӳ кунӗнче уяв линейки ҫӗнӗ шкул умӗнчех иртнӗ, анчах ачасем халӗ те киввинчех вӗренеҫҫӗ. Вӑл авариллисен йышӗнче шутланать. 375 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкула 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна планпа кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗнче клуба юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна «Тӑван ен культури» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Мӑкӑр ялӗнче ҫӗнетнӗ клуб питӗ кирлӗ. Унта 400 ытла ҫын пурӑнать. Кивӗ ҫурт тахҫанах ӗнтӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Нушапа та урама кайма тивнӗ. Халӗ йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ. Ҫӗнӗ клуба аван уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ. Унӑн фасачӗ кӑна мар, шалти те улшӑнӗ. Сценӑсӑр, 100 вырӑнлӑ залсӑр пуҫне библиотека, музей пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнчи компетенци центрӗ хӑмла татса типӗтмелли «Аван» ятлӑ машина хута янӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хамӑр тӑрӑхра пуҫтарнӑ техника 3 гектар ытла лаптӑкран тухӑҫ пухма май парӗ. Центрти специалистсем харпӑр хӑй технологисене ӗҫе кӗртессипе те хастар. Симӗс ылтӑн речӗсене касмалли хатӗрсем, касӑсене кӑпкалатса удобрени хывмалли агрегат та кунта шутласа тупниех. Машинсем опыт ирттерекен лапамсенче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартса панӑ. Малашне центрти ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем заводсемпе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Патӑрьелте агротехнопарк тунӑ чухне хамӑр тӑрӑхра туса кӑларакан оборудованипе тата материалпа усӑ кураҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов агротехнопарк строительстви епле пынипе паллашма кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Дмитрий Краснов хыпарланӑ тӑрӑх, инженери инфраструктурине тунӑ чухне республикӑри предприятисен продукцийӗпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчикӗ — ПМК-8. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗ «Лайӑх тракторист» операци ирттерет. Паянхи кун тӗлне илсен 50-а яхӑн траткториста тӗрӗсленӗ. Инспекторсем трактористсен ОСАГО страхлакан полис, тракторист-машинист удостоверенийӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кӑлтӑксем ытларах тӗл пулаҫҫӗ-мӗн. Йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе аджминистративлӑ ӗҫ пуҫарса протоколсем шӑрҫалаҫҫӗ. Тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ трактористсене асӑнмалӑх наклейка парнелеҫҫӗ. «Лайӑх тракторист» авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
news.rambler.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Google компани Раҫҫей ҫыннисене Раҫҫей номерӗсемпе Google-аккаунт йӗркелеме чарнӑ. Ҫакна «Эксплойт» Телеграм-канал асӑрханӑ. Асӑннӑ канал авторӗсем пилӗк номерпе те аккаунт йӗркелеме хӑтланса пӑхнӑ. Кашнинчех «Этот номер нельзя использовать для подтверждения» (чӑв. Ҫирӗплетме ку номерпе усӑ курма май ҫук), — тесе асӑрхаттаракан ҫыру килнӗ. Ҫакӑ , тен, техника пӑтӑрмахӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫавӑн пирки пӗлтерекенсем нумай-мӗн Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче АПШра Раҫҫейре программӑсемпе тата IT-пулӑшупа усӑ курма чарма йышӑннӑ. Чару уйрӑм ҫынсене те пырса тивет.Чару авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче вӑя кӗмелле. Google BigQuery сервиса авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен чарса лартассине пӗлтернӗ, Miro платформа та авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенчен ӗҫлеме пӑрахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ ҫын банк приложенийӗн номерне ылмаштарман пирки укҫасӑр юлнӑ. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисенчен 52 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн уйрӑм пӳлӗмӗпе усӑ курса 147 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Арҫын унччен пӗр телефон номерӗпе усӑ курнӑ, ӑна банк приложенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Кайран номерпе усӑ курма пӑрахсан номере ылмаштарман. Ҫӗрпӳре пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм ҫавна пула 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пӗр арҫын пӗр яша тытса тӑрса хӑйӗн ывӑлне ҫапма хушнӑ, хӑй вӑл ҫав вӑхӑтра яша тытса тӑнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хыпар сарӑлнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Скейт-паркра ярӑнакан яшсем пӗчӗк ачана пӑрӑнма ыйтнӑ-мӗн. Ҫакӑ ачан ашшӗне килӗшмен. Яшсенчен пӗрне вӑл ярса илнӗ те хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне яша ҫапма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
dzen.ru сайтри сӑн Кӑҫал 79 тонна мороженӑй экспорта кайнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 3 процент нумайрах. Ҫапла пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ. Пирӗн патра туса кӑларнӑ мороженӑй Монголие, Казахстана, Азербайджана, Кӑнтӑр Осетие кайнӑ. Палӑртса хӑвармалла: Чӑваш Енри мороженӑя ытти ҫӗршыва 2022 ҫултанпа ӑсатаҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ҫӗршывсемӗр пуҫне ӑна Абхазие, Таджикистана, Узбекистана илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
https://мвд.рф/news/window/54870208/ сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын чӗрӗ юмана касса антарнӑ. Чӗрӗ йывӑҫа каснине асӑннӑ тӑрӑхри лесник асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Тӑкак 1 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йывӑҫ каснӑ ҫынна та кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Юманран вӑл хӗле валли вутӑ хатӗрлесшӗн пулнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |