Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Ҫыравҫӑпа артист паллӑ композитор патӗнче хӑнара пулнӑ.

Геннадий Кириллов артист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑй тата А. Талвир ячӗлле литература премийӗн лауреачӗ Нина Изедеркина Юрий Кудаков патӗнче пулнӑ.

Юрий Дмитриевич — Раҫҫӗй тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни, паллӑ композитор .

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall247228216_6201
 

Персона

Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.

Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.

 

Хулара
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

Амӑшӗ кухньӑна тухнӑ та пӳлӗм алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ, шалта вара 1,5 ҫулти ача юлнӑ. Ку Шупашкарти общежитире пулнӑ.

Хӗрарӑмӑн полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Пӗчӗк ача пӳлӗмре каҫӑхса кайсах макӑрнӑ. Ҫитменнине, чӳрече уҫӑ пулнӑ, ача москитлӑ сетка ҫине таянса аялалла ӳкме пултарнӑ.

Полицин кӗҫӗн лейтенанчӗ Руслан Анюров тата аслӑ лейтенанчӗ Азер Мамедов пӳлӗм алӑкне уҫайман, урамран пӑрӑх тӑрӑх хӑпарма шутланӑ. Руслан Анюров пӑрӑхпа виҫҫӗмӗш хута хӑпарнӑ, напарникӗ троспа страховка тунӑ. Ҫапла вӗсем хӑрушлӑха лекнӗ пӗчӗк ачана ҫӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/IrinaVolk_MVD/5087
 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинчи 41-мӗш шкулта ачасене географи предметне вӗрентекен учитель Светлана Мыльникова Пӗтӗм Раҫҫейри «Классная тема!» шоура ҫурма финала тухнӑ.

Конкурса пӗтӗмпе 6720 заявка килнӗ, вӗсенчен 35 педагога кӑна суйласа илнӗ. Светлана вӗсен йышне лекнӗ. Халӗ вӑл финала хутшӑнма хатӗрленет.

Кӗҫех, кӗркунне, сасӑлав пуҫланать. Сасӑлас тесен сурма финала тухнӑ педагогсен урокӗсемпе «Контактри» шоун ушкӑнӗнче паллашмалла.

Светлана Михайловнӑн урокӗпе ҫак каҫӑпа кайса паллашма пулать: vk.com/klassnayatemashow.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14471
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Мия Кудряшова «Шӑккалат кубокӗнче» ҫӗнтернӗ. Вӑл 9 ҫултан кӗҫӗнрех хӗрачасемпе тупӑшса 9 турта 8 очко пухнӑ, хушма кӑтартусемпе Чулхула облаҫӗнчи Элизабет Де Боноран иртсе кайнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш Раҫҫей кубокӗн Шупашкарти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ.

Мийӑна ӑмӑртура «шахмат принцесси» тесе ят панӑ. Вӑл турнирӑн кашни тапхӑрӗнче кӗрен тӗслӗ хитре кӗпесемпе тухнӑ. Шахмат хӑми умне ларсан вӑл хӑйне ҫирӗп тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23119
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарти саунӑра пулнӑ пушарта икӗ ҫын вилнӗ. Инкек ирхи 7-ре «Сокол» кинотеатр пулнӑ зданири «Банный эталон» саунӑра пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтра унта арҫынпа хӗрарӑм каннӑ. Ҫапӑнмалли пӳлӗмре ҫулӑм тухнӑ, вӗсем тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем арҫынпа хӗрарӑма урама илсе тухнӑ. Анчах, шел те, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлма май килмен.

Халӗ пушар сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ, арҫынпа хӗрарӑм кам пулнине палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9254
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян Етӗрне округӗнчи Совхозный поселокӗнче лаша чупӑвӗпе Чӑваш Ен Кубокӗн финалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ спорт ӑмӑртӑвне ҫын нумай пухӑннӑ: ӑмӑртакансем те, куракансем те.

Тӗп парнене – ылтӑн кубока тата 300 пин тенке – Маршак ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унпа Александр Пыркин чупнӑ. Кӗмӗл медале Блейдж Лок тивӗҫнӗ, унӑн юланутҫи – Павел Матьянов. Пӑхӑр медале Флюид тата Николай Пыркин илнӗ.

Ӑмӑрту вӑхӑтӗнчех юрӑҫсен, пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшипе киленме май пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23120
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑр округӗнче пурӑнакан Виктор тата Зоя Арефьевсем пӗрлешнӗренпе 60 ҫул иртнӗ. Вӗсен юрату историйӗ 1965 ҫулта пуҫланнӑ. Виктор Ҫурҫӗр флотӗнче ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн таврӑннӑ кӑна – Зойӑна курнӑ. Ҫавӑнтанпа вӗсем пӗр-пӗрне килӗштернӗ.

Виктор Михайлович «Электравтомат» савутра ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ, Зоя Михайловна вара музыка инструменчӗсен савутӗнче тӑрӑшнӑ.

Халӗ Арефьевсен 3 мӑнук, 3 кӗҫӗн мӑнук тата вӗсен 2 ачи.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын питӗ кӗвӗҫ пулнӑ тата ҫынна хӗнеме юратнӑ.

Тӑнлавӗ пасарнӑ арҫын ҫулӗ кайнине пӑхмасӑрах кӗвӗҫме пӑрахман. Пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӑл кӳрши ҫумне хушса вӑрҫнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӗрарӑма виҫӗ хутчен хӗненӗ, 5 аяк пӗрчине хуҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм унпа текех пурӑнас темен.

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче арҫын унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма шыраса 80-ри карчӑк патне кайнӑ. Лешӗ ман патра ҫук тесе калани килӗшмен, ватӑ ҫынна хӗнесе пӗтернӗ, унӑн икӗ карас телефонне, телефона зарядкӑна лартмалли хатӗрсене тата ҫӑра уҫҫине йӑтса тухса кайнӑ.

Кӗҫех арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе, ҫав шутра ҫын пурлӑхне вӑрланӑшӑн та, суд тӑвӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫерҫи йышне шутлӗҫ. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ акци ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗччен иртӗ.

Шутлава кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫерҫисене сӑн ӳкерсе илмелле те вӗсене шутласа даннӑйсене проектӑн сайтӗнче ҫырса кӑтартмалла.

Ырӑ ӗҫе хутшӑннисене сертификат парӗҫ.

Хӗлле Чӑваш Ен ҫерҫисен йышӗпе 81 регион хушшинче 21-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16263
 

Страницӑсем: 1 ... 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, [80], 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, ... 4039
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 25

1950
75
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...