|
Персона
![]() «Мисс Туризм Крыма» сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Анна Павлова медсестра Крымра иртнӗ илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. «Крымри туризм мисӗ» конкурс Азов тинӗсӗн сулахай ҫыранӗн хӗрринче вырнаҫнӑ «Riga Village Resort» хӑна ҫуртӗнче иртнӗ. Анна Павлова малтан топ-10 ушкӑна лекнӗ, унтан гран-прие ҫӗнсе илсе 450 000 пин тенкӗ укҫана. 23-ри хӗр Шупашкарти медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пиллӗкмӗш курсра вӗренет. Вӑл акушер-гинеколог пулма ӗмӗтленет. Вӗреннӗ вӑхӑтра Шупашкарти перинаталь центрӗнче медсестрара тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Алена Силпи архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Алена Силпи пиллӗкмӗш хут анне пулнӑ. Ку хыпара эпир «Урал сасси» хаҫат халӑх тетелӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. «Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пирӗн ентеш, Авӑркас тӑрӑхӗнчи Юламан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алена Силпи эстрада ҫӑлтӑрӗ пиллӗкмӗш ача ҫуратнӑ. Арҫын ача ирхине 7.54 сехетре ҫут тӗнчене килнӗ, унӑн йывӑрӑшӗ – 4210 грамм, ҫӳллӗшӗ – 56 см. Кун пирки юрӑҫ хӑйӗн социаллӑ ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ», — хыпарланӑ «Урал сасси». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Урал сасси» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат «Ҫарпа патриотизм темипе тата Константин Ивановӑн сӑввисене вуласси» конкурс ирттерет Хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Пушкӑрстанри Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленипе тата Ҫамрӑксен ӗҫӗсене пурнӑҫлакан федераллӑ агентство пулӑшнипе иртет. Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене II Регионсен хушшинчи ҫамрӑксен «Константин Иванов еткерӗ: ҫут тӗнче, пӗрлӗх тата патриотизм» форумра ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пелепей хулинче пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗн социаллӑ центрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан Ирина Антонова ватӑсем патне электроскутерпа каять. Анат Кӑмаша ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм социаллӑ ӗҫчен пулса тӑрӑшать. Ҫак ӗҫе вӑл нумаях пулмасть ҫеҫ кӳлӗннӗ-ха, иккӗмӗш уйӑх ҫеҫ ӗҫлет. Ҫуран утас вырӑнне хӗрарӑм электроскутер чӗртет. Ку транспорта зарядкӑра 4–8 сехет тытнӑ хыҫҫӑн 65 километр таран каяйрать. Пӗр сехетре вӑл 40 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енӗн маунтинбайк енӗпе пӗрлештернӗ команди Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫӗршыври 13 командӑна парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускав облаҫӗн команди тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Мусаври спортсменӗсем йышӑннӑ. Командӑран уйрӑмах ҫак спортсменсене палӑртмалла: кросс-кантрире 21 ҫухрӑма парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Элина Семенова тата пӑхӑр медале тивӗҫнӗ Алина Карлова, 25 ҫухрӑмлӑ дистанцире 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ Никита Петров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() «Контактри» сӑн Кӑҫал «Земство вӗрентекенӗ» программӑна хутшӑнмашкӑн республикӑра 39 заявка пулнӑ. Вӗсен йышӗнче хамӑр тӑрӑхран кӑна мар, ытти регионсенчен те пур. Юлашки 5 ҫулта республикӑра ку программӑпа 32 вӗрентекен ял-салана ӗҫлеме кайса 1 миллион тенке тивӗҫнӗ. Ҫак йышра Аргангельск облаҫӗнчи физик, Кабарда-Балкарти математик, Удмурт Республикинчи кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ, Сарӑту облаҫӗнчи вырӑс чӗлхипе литературин педагогӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() «Контактри» сӑн Шупашкар хулинче ыркӑмӑллӑх сестрисен класӗ уҫӑлнӑ. Вӗсене Медицина колледжӗнче вӗрентӗҫ. Ҫак колледжра ыркӑмӑллӑх сестрисене унччен те вӗрентнӗ-ха. 2006 ҫулта Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ пулӑшнипе ятарлӑ программӑна пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне унтан 44 специалист вӗренсе тухнӑ. Хальхинче ыркӑмӑллӑх сестрисен класӗнче 16 хӗр студент ӑс пухӗ. Вӗсем «Акушер ӗҫӗ» специальноҫа алла илӗҫ. Хӗрсем тӗн дисциплинисене та тарӑнрах ӑса хывӗҫ. Ку енӗпе вӗсене преподавательсем кӑна мар, психологсемпе пачӑшкӑсем те вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Вӑрнар районӗн больницине ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ. Вӗсем хирургра вӑй хурӗҫ. Ҫак ҫамрӑк специалистсем — Руслан Халековпа Анас Сулейман. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем шавлӑ хулара мар, ялта пурӑнасшӑн. Руслан – И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Анас вара Мари патшалӑх университетӗнче диплом илнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те ординатурӑра хирурги енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Ҫамрӑк специалистсем ҫак кунсенче больницӑра хирурги уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта 85 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Ӑна Муркаш округӗнче тупнӑ. ЧР ШӖМӗ ку тӗслӗх пирки каласа кӑтартнӑ. Паян ШӖМӗн Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Милютин киле таврӑннӑ чухне Лантӑш ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул хӗррипе кинемей утнине асӑрханӑ. Вӑл чарӑнса унпа калаҫнӑ. Кӑшт хутшӑнсан полицейски кинемей хӑй ӑҫта пулнине япӑх ӑнланнине ӑнкарнӑ. Кинемей хӑйӗн пирки те нимӗн те калайман. Вырӑна ҫитнӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем кинемее ҫывӑхри полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Унта нимеҫӗсемпе пӗрле ватӑскер кам пулнине палӑртнӑ та тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Валентина Телей страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан халӑх Валентина Телей юрӑҫ Мускав облаҫӗнчи Королёв хулине концертпа тухса кайнӑ. «Туссем чӗннипе эпӗ каллех Королёв хулинче пултӑм. Унти Хастар вӑрӑм ӗмӗр центрта концерт лартса патӑм. Куракансем хушшинче паллакансем нумаййи савӑнтарчӗ. Унтан Социаллӑ хӳтлӗх центрӗнче пултӑм. Унти куракансем манпа пӗрле юрларӗҫ те», — хыпарланӑ Валентина Владимировна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
