|
Чӑвашлӑх
![]() контент21 видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Улӑпа ташӑра сӑнарлакан программа хатӗрлет. «Сказ о земле чувашской» / «Чӑваш тӗнчи» ҫӗнӗ программа никӗсӗнче — тӑван халӑхӑмӑрӑн халапӗсенчи мӑнаҫлӑ паттӑр сӑнарӗ. Атӑл тепӗр енне пӗр утӑм тусах каҫма пултарнӑ ҫавскер, Аҫтахана та ҫӗнтернӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ тата илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко ҫӗнӗ программӑна художниксемпе, писательсемпе тата композиторсемпе туслӑ ҫыхӑну тытса йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ концерт программи куракан патне юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() vk.com сайтри сӑн Кӑҫал «Халӑх участковӑйӗ» ята Михаил Обломов тивӗҫнӗ. Вӑл – Ҫӗмӗрлери участок уполномоченнӑйӗ, полицин аслӑ лейтенанчӗ. Михаил конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Унӑн участокӗнче – 4 пине яхӑн. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа участковӑй ҫынсен 300 ытла ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ватӑ ҫынсемпе ултавҫӑсем пирки те калаҫать. Халӗ Михаил Обломов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей конкурсӗнче хӳтӗлеме хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ТНТ телеканалпа «День семьи» (чӑв. «Ҫемье кунӗ») сериал кӑтартма пуҫлӗҫ. Пӗр эпизодра хамӑрӑн ентеше, Дмитрий Матвеева, курма май пулӗ. Дмитрий Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. ГИТИСран вӗренсе тухсан вӑл Мускаврах тӗпленнӗ. Хальччен Дмитрий «Чернобыль» тата «Галактика» сериалсенче ӳкерӗннӗ. Ҫӗнӗ сериал вара ӑна сценарийӗпе илӗртнӗ. «Ку истори – ҫемье, ҫынлӑх, пулӑшу пирки», – ҫапла пӗлтернӗ Дмитрий. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑна кӑмӑллӑ хыпар килнӗ. Пирӗн ентешсем, Тихоновсем, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра ҫӗнтернӗ! Вӗсем «Ылтӑн ҫемье» номинацире мала тухнӑ. Иван Александровичпа Валентина Евгеньевна Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа кӑҫал 32 ҫул ҫитнӗ. Тихоновсем 5 ача ҫуратнӑ, вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() proza.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк ытларах та ытларах кӗрхи евӗр пулса пырӗ. Паян ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун вара уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума тытӑнӗ те ҫитес эрне тӑршшӗпех тенӗ пек чарӑнмӗ. Вырсарникун тата тунтикун ҫӗрле йӗпе юр ҫума пултарать. Ун чухне термометр 0 градус кӑтартӗ. Кунсӑр пуҫне вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ, ҫак нӳрӗклӗхе пула ҫулсем пӑрлак пулма пуларӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 1-2-мӗшӗсенче 5 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗрӑӳ округӗнчи Энӗшкасси Кушкӑ ялӗнче мунча ҫунса кайнӑ. Пушара сӳнтерсен 51 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ку инкек юпан 16-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче пулнӑ. 26 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ пушара 9 специалист тата 3 техника сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 3 пушар пулнӑ. |
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Туркменистан хӗрӗ Чӑваш Енре аслӑ пӗлӳ илнӗ те кунтах кардиологра ӗҫлеме юлнӑ. Вӑл Ширин Мухаммедова ятлӑ. Хӗр чӑваш чӗлхине те вӗренме тытӑннӑ. Ширин амӑшӗн ҫулне суйланӑ, пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Республикӑри кардиодиспансера ӗҫе вырнаҫнӑ. Чӑваш Ен уншӑн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. «Чи ҫывӑх тусӑм – чӑваш. Ҫапла эпӗ те чӑваш чӗлхине ӑнкарма тытӑнтӑм. Чылайӑшӗ эпӗ туркмен пулнине пӗлмест, чӑваш тесе шухӑшлать», — ҫапла пӗлтернӗ Ширин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ ҫулталӑк ҫурӑ ӗнтӗ директорсӑр ӗҫлет. Ун валли каллех ертӳҫӗ тупайман. Конкурс иккӗмӗш хут пулман. ЧР Цифра министерстви ҫурла уйӑхӗнче конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Документсене авӑнӑн 11-мӗшӗччен йышӑннӑ, кайран тепӗр 2 эрнене тӑсӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн комисси ларӑвӗ пулмалла пулнӑ. Анчах икӗ кандидатран пӗри заявкӑна каялла илнӗ. Аса илтерер: 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Алексей Гурьянов директор пулнӑ. Халӗ вӑл – ЧР цифра министрӗн ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнчи Мосакассинчи вӑтам шкулта Андрей Петтокки поэта асра тытса пуҫтарӑннӑ. Конференцие Андрей Петокки (1905–1942) поэт, тӑлмачӑ тата общество ӗҫченӗ ҫуалнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие поэт палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухӗ. Анчах – Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне кӑна. Шупашкартан кайнӑ чухне маршрут хальхи пекех пулӗ. Троллейбус микрорайона «Ялав» пурӑнмалли комплекс патӗнчен кӗрсе Шупашкар проспекчӗпе кайӗ, «В. А. Галкин мусӑкҫӑ урамӗ», «Старт урамӗ», «А. М. Токарев мусӑкҫӑ урамӗ», «Г. А. Ефимов поэт урамӗ» чарӑнусенче чарӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
