|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле хулинче урине хуҫнӑ арҫын тӑрайманнипе урайӗнче пӗр эрне выҫӑ выртнӑ. Юрать, суд приставӗ ун патне килнӗ. Арҫын штрафсене тӳлеменнипе 300 пин ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ, ҫавна май арҫын патне пристапв килне пынӑ. Алӑк уҫӑ пулнӑ, шалтан вара шӑппӑн йӑнӑшни илтӗннӗ. Пристав шалалла иртсен арҫын урайӗнче выртнине курнӑ. Вӑл пӗр эрне каялла урине хуҫнине, тӑраймасӑр выртса пӗр эрне нимӗн те ҫименнине каланӑ. Пристав тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен арҫынна ҫитерме апат-ҫимӗҫ туяннӑ. Арҫынна больницӑра операци тунӑ, халӗ вӑл хӑйне чиперех туять, малалла сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Сувар»хаҫат халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Хусанти Горький ячӗллӗ паркра нумаях пулмасть «Древо жизни»/«Байтирәк» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестиваль иртнӗ. Утӑ уйӑхӗнче ирттернӗ чух салтак ӑсатас йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ, ҫурла уйӑхӗнчине тӗрлӗ халӑхӑн тӑван килне халалланӑ. Пӑва хулинче пурӑнакан скульптор, хулари ача-пӑча искусство шкулӗн педагогӗ Павел Ярхунов хӑй тунӑ шӑхличӗсемпе паллаштарнӑ. Кун пирки «Сувар» пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Сувар» хаҫат халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Хусанти чӑваш хӗрачи Сочи хулинче иртнӗ «У самого чёрного моря» (чӑв. Хура тинӗс хӗрринче) халӑхсен хушшинчи конкурса хутшӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата ют ҫӗршывсенчен пӗчӗк талантсем хутшӑннӑ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивалӗн Гран-прине Хусанти Туслӑх ҫуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чӑваш урӑмӗнче вӗренекен Стефания Чаркина ҫӗнсе илнӗ. Пӗчӗкскер «Линка-линка» чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Сувар» хаҫат халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Тутарстанри Нурлат хулинче чӑваш туйӗ иртнӗ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вадим Егоровпа Марина Маланьеван пӗр ҫемьене чӑмӑртаннӑ. Ҫырӑнтару уявне каччӑпа хӗр чӑваш тумӗпе ҫитнӗ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӑванӗсем те ҫамрӑксенчен юлман, ҫапла капӑрланса туя кайнӑ. «Сувар» пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасене «Ҫеҫпӗл», «Шӳлкеме» фольклор ансамблӗсем савӑнтарнӑ. Чӑваш туйӗсене йӗркелесси Нурлатри Туслӑх ҫурчӗн «Этносвадьба. Национальный колорит» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать иккен. Чӑваш туйне виҫӗ хутчен ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Артём Ермолаев архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗ Артем Ермолаев Петрозаводска велосипедпа тухса кайнӑ. Карелин тӗп хулине вӑл 18 кун хушши кайнӑ. «Петрозаводска ҫитнишӗн савӑнни кӗҫех иртсе кайрӗ. Ҫур ҫул ӗмӗтленсе пурӑнни пурнӑҫа кӗчӗ. Малалла вара чуна савӑнтармалла ярӑнӑп», — тенӗ артист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() kasheloff.ru сайтри сӑн Васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсене шалу ҫумне хушса тӳлеме йышӑннӑ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗсен малашне ӗҫ укҫи 11500 тенкӗ ытларах пулӗ, фельдшерсемпе медсестрасене вара 7000 тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Васкавлӑ пулӑшу машинин водителӗсен шалӑвӗ 9000 тенкӗ ӳсӗ – ҫавӑн чухлӗ хушса тӳлӗҫ Ку ырӑ йышӑну Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу тытӑмӗнче ӗҫлекен 655 ӗҫчене пырса тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурлан 10-мӗшӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, хӑйне евӗрлӗ астрономи пулӑмне курма пулать. Ун пеккине темиҫе ҫулта пӗрре кӑна курма май пур. Ҫав кун Хӗвел системинчи ултӑ планета – Меркурий, Венера, Юпитер, Сатурн, Уран тата Нептун — пӗр линие вырнаҫӗҫ. Ӑна уйрӑмах ялта, хула ҫутинчен аяккарах, сӑнама меллӗ. Чи лайӑх вӑхӑт – 3:50 сехетрен пуҫласа 4:40 сехет таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Росгварди офицерӗ тухтӑра пулӑшнӑ. Шурӑ халатли ултавҫӑсене укҫа куҫарса пама тӑнӑ. Вӑл вара ӑна ултавҫӑ серепине лекесрен хӑтарнӑ. Ҫав кун полици подполковникӗ Гузель Кириллова больницӑна тӑванӗ патне килнӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра тухтӑр телефонпа такампа калаҫнӑ, ӑна инвестици хывса укҫа ӗҫлесе илме сӗннине илтнӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм 9 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ те иккен. Гузель тухтӑр ултавҫӑпа калаҫнине ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Анчах хӗрарӑм ӑна ӗненмен. Вара подполковник больницӑри хуралҫа чӗнсе тухтӑрӑн телефонне туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Паян Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Ку инкек кӑнтӑрла Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота Камри» пӑрӑнма тӑнӑ чухне машинӑсем пуррипе-ҫуккине лайӑх пӑхман, ун ҫине «Форд» кӗрсе кайнӑ. Ҫапӑнсан «Камри» тротуар ҫине тухса кайнӑ та мороженӑй сутакан павильона пырса тӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унта 13 ҫулти хӗрача пулнӑ. Телее, ача вӑйлӑ аманман, ҫапах ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() РФ Ҫутӑҫ министерстви ҫулсерен 1250 преми парать. Вӑл 200 пин тенкӗпе танлашать. Ҫак йыша Чӑваш Енри 11 педагог кӗнӗ. Премие Шупашкарти 2-мӗш гимназири Ирина Некрасова, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Зоя Тихонова, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Фаина Тихонова, Шупашкарти 53-мӗш шкулти Ирина Семенова, Куславкка округӗнчи Елчӗк шкулӗнчи Светлана Охотникова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Марина Меркурьева, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкулти Юлия Дельян, Муркаш шкулӗнчи Елена Ефанова, Тӑвай округӗнчи Элпуҫ шкулӗнчи Надежда Ильина, Канашри 3-мӗш шкулти Фатима Куршева, Шупашкарти 47-мӗш шкулти Наталия Выйгетова кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
