Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Асламас Анисим Васильевич

Асламас Анисим Васильевич (чӑн хушамачӗ Васильев) — чӑваш кӗвӗҫи. 1924 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче ҫуралнӑ. 2000 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

1970 ҫулта Чӑваш АССРӗн, 1976 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ячӗсене тивӗҫнӗ. 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденне, медальсене панӑ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш кӗвӗ училищинче, Кейӳ консерваторийӗнче (Б.Н.Лятошинский класӗ), Мускав консерваторийӗнче (В.Г.Фере класӗ, 1960 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ) вӗреннӗ. 1942-1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Ӗҫӗсем

Вӑл ҫырнӑ оперӑсем:

  • «Священная дубрава» (1960);
  • «Прерванный вальс» (1962);
  • «Сеспель» (Чӑваш кӗвӗ театрӗнче 1971 ҫулта лартнӑ);
  • «Вера Сарьялова» (1970);
  • «Салампи» (1976).

Вӑл ҫырнӑ ораторисем:

  • «Ленин» (1951);
  • «Спасибо Ленину»;
  • «Сказ о Чувашии» (1976).

Вӑл ҫавӑн пекех «Нарспи и Сетнер» (Нарспипе Сетнер, 1976) балета, «Памяти поэта» (1956), «Космическая симфония» (1975) вокалпа симфониллӗ поэмӑсене ҫырнӑ.

Юрӑ та, романс та кӗвеленӗ, хор валли кӗвӗ ҫырнӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-07-25 10:36:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5604 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org