Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
fi.pinterest.com сайтри сӑн
fi.pinterest.com сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм Атӑл леш енне хура ҫырла пуҫтарма кайсан кашкӑра курнӑ.

Мария Капитонова ҫырла татнӑ чухне шӑв-шав илтнӗ – пӑши чупса иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм пуҫне пӑрнӑ та 2 метр аякра кашкӑр тӑнине курнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине темиҫе минут пӑхса тӑнӑ. Унтан тискер чӗрчун ҫаврӑнса кайнӑ.

Хӗрарӑм шикленнӗ паллах. Анчах кашкӑр кайсан 150 метр аяккарах кайнӑ та малалла ҫырла пуҫтарнӑ.

Тепӗр эрнерен вӑл ӳпки шыҫнипе пульницӑна лекнӗ. Ахӑртнех, стреса пула чирленӗ. Анчах вӑрмана кайма пӑрахман вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче ҫемье командисен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ иртӗ.Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ округӗнчи Ефимовсем хӳтӗлӗҫ

Фестиваль Шупашкарта «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра иртӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫӗҫ.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври тӗрлӗ регионти ҫемьесем хутшӑнӗҫ. Ӳсӗмӗ - 8-69 ҫулсенчисем. Вӗсем ГТО дисциплинисенче тупӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15046
 

Персона
Элтияр Александров архивӗнчи сӑн
Элтияр Александров архивӗнчи сӑн

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци радиовӗн ӗҫченӗ Элтияр Александров ӑслӑлӑх кандидачӗ пуласшӑн. Ҫак кунсенче вӑл аслӑ шкула аспирантурӑна вӗренме кӗнине халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Теле- тата радиоертӳҫӗ экзаменра 100 балл пухнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл Раҫҫейри наукӑсен академийӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта ҫырнӑ статьясене те шута илнӗ, вӗсемшӗн ӑна 13 балл хушса панӑ. Элтияр лингвистика енӗпе вӗренӗ. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр аслӑ пӗлӳ илӗ - Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче юрлас ӑсталӑха аталантарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти трактор историйӗн музейӗ Ленинград облаҫӗнче чӑн-чӑн шоу кӑтартнӑ.

Унта сухалас енӗпе Раҫҫейӗн уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Шупашкарти музей 22 раритет трактор тата ӗҫ хатӗрӗ кӑтартнӑ. Элӗк округӗнчи «Валинкке» халӑх ансамблӗн артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем костюм тӑхӑнса пирӗн йӑх-несӗлсем ҫурлапа, кӗреплепе епле ӗҫленине кӑтартса панӑ.

Паша Ангелина ячӗллӗ хӗрарӑмсен трактор бригадине куракансем уйрӑмах хапӑлласа йышӑннӑ. Хӗрарӑмсем техникӑна «итлеттернӗ» май юрланӑ та, ташланӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23177
 

Политика
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрне муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов отставкӑна кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш Ен хыпарӗсем» (выр. «Вести Чувашии») ушкӑн.

«Пирӗн информаци тӑрӑх, вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Владимир Анатольевич Доброхотовӑн вырӑнне йышӑнать» - ҫапла хыпарланӑ ушкӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_448050
 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче прицеп ҫинче тухнӑ пушар хыҫҫӑн икӗ ача вилнӗ. Тискер авари ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. Триммерпа курӑк ҫулакан ҫул ҫитмен 5 ачана прицеп ҫине лартнӑ, ҫавӑнтах 14 триммер тата бензин тултарнӑ канистрсем пулнӑ. Ҫул ҫинче пынӑ чухне ачасенчен пӗри хӑйӗн тумӗ ҫинчи ҫипе зажигалкӑпа ҫунтарса татма шут тытнӑ — прицеп ҫавӑнтах хыпса илнӗ. Ачасем унтан тухса ӗлкӗрнӗ, анчах ӑна машинӑран вӗҫертнӗ чухне пиҫсе кайнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.

Пӗр ача ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чулхулари медицина центрӗнче вилнӗ. Унӑн ӳчӗн 90 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Тепӗр ачан чӗри ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ, унӑн учӗн 70 проценчӗ пиҫнӗ. Тепӗр икӗ ачан ӳчӗ 60 тата 23 процент таран сиенленнӗ, вӗсем реанимаци уйрӑмӗнче сипленеҫҫӗ, иккӗшӗ те ИВЛ аппарачӗ пулӑшнипе сывлаҫҫӗ. Тепӗр ача Шупашкарти больницӑра выртать, вӑл — 14-ра, унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.

Ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманшӑн ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Водителе ҫул ҫитмен пассажирсене кирлӗ условисенче илсе ҫӳременшӗн штрафланӑ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти ватӑсем хула кунӗ умӗн чӑваш эрешӗллӗ тӗрлӗ япала ӑсталама пуҫтарӑннӑ. Хитре япаласем тума вӗсене Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ вӗрентнӗ.

Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисем — «Манӑн социаллӑ центр» клуба ҫӳрекенсем ватӑсем.

Светлана Леонидовна каланӑ тӑрӑх, ку ӑсталӑх лаҫҫисенче икӗ тӗллеве пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе паллаштарасси, тепӗр енчен, пӳрнесемпе ӗҫлени сывлӑхшӑн усӑллӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи Тӑрӑм ялӗнче пурӑнакан Антонина Емельянова 100 ҫул тултарнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл фронта тумтирпе тивӗҫтернӗ фабрикӑра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен колхозра дояркӑра тӑрӑшнӑ, кайран осеменатор пулнӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те вӑл тирпейлӗхӗпе, яваплӑхӗпе палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15030
 

Республикӑра
vniizr.ru сайтри сӑн
vniizr.ru сайтри сӑн

Канаш округӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсенче карантин пулнине йышӑннӑ. Унта хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ҫум курӑк – повелика ятлӑскере – ӳснине тупса палӑртнӑ.

Ҫак ӳсен-тӑран чечексем, тӗмӗсем, йывӑҫсем тӑрӑх явӑнса ӳссе вӗсене тӗп тӑвать. Ҫавӑн пекех вӑл вирус инфекцийӗсене ертме пултарать.

Карантин – 232 гектар ҫӗр ҫинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/rshnchuvashulyanovsk/3049
 

Тӗнче тетелӗ
oficery.ru сайтри сӑн
oficery.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче .RU тата .РФ доменсенче домен ячӗсене регистрацилемелли ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗнӗ.

Малашне .РФ доменра Раҫҫейри 17 патшалӑх чӗлхинчи символсемпе усӑ курса интернет-адрес регистрацилеме пулать. Сайт ячӗсенче абхаз, адыгея, алтай, пушкӑрт, бурят, ингуш, кабарда-черкесск, калмӑк, коми, мари, тутар, тува, удмурт, хакас, чечен, чӑваш тата якут чӗлхисенчи саспаллисемпе усӑ курма пулать.

Эппин, малашне «Чӑваш.рф» сайт та регистрацилеме май пур. 17 патшалӑх чӗлхипе усӑ курма май туса панӑ ӗнтӗ — интернет-адрес регистрацилеме пултаратӑр. Рунити ушкӑн пуҫлӑхӗ Андрей Кузьмичев Рег.ру тата Руцентр пысӑк регистраторсем тестировани витӗр тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://habr.com/ru/news/936806/
 

Страницӑсем: 1 ... 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, [79], 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, ... 4039
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 25

1950
75
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...