Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗмӗрлесен — кӑмӑллӑ хыпар. Хулари медицина центрне ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ.

Вӗсем — Татьяна Фондеркина терапевт тата Татьяна Ушкова медсестра. Ҫамрӑк тухтӑрсем 13-мӗш терапи участокӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Татьяна Фондеркина — Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Кӑҫал вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Татьяна Ушкова вара — Ҫӗмӗрлеренех. Вӑл Шупашкарти медицина колледжӗнче тӗллевлӗ ӑс пухнӑ. Татьяна кӑҫал диплом илнӗ, кун хыҫҫӑнах Ҫӗмӗрлене ӗҫлеме таврӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15045
 

Раҫҫейре
"Чувашский край" паблкра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
"Чувашский край" паблкра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Смоленск облаҫӗнче «Лучший по профессии» (чӑв. Профессире чи лайӑххи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче пирӗн ентешӗмӗр те пур.

Вӑл — «Шупашкарти агрегат завочӗ» промышленность компанийӗнче ӗҫлекен Сергей Анисимов. «Слесарь-инструментальщик» номинацире вӑл виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уншӑн ӑна 300 пин тенкӗ преми парса хавхалантарнӑ.

 

Культура
Чӑваш Ен ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот
Чӑваш Ен ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот

Елчӗкре Афалек Энтепе ( Олег Фёдорович Андреев) сӑвӑҫӑн асӑну каҫӗ иртнӗ. Вӑл пурӑннӑ пулсан 75 ҫул тултаратчӗ иккен. Мероприятие Елчӗкри вулавӑшра ирттернӗ.

«Пиртен пилӗк ҫул каялла уйрӑлса кайнӑ поэтӑн ячӗ, шел пулин те, республикипе янраса тӑракан ят мар: ӑна нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ ҫав... Анчах вӑл питӗ ҫепӗҫ лирик, пултаруллӑ сӑвӑҫӑн чӗлхи илемлӗ. Вулама сӗнетӗп», — тесе ӑшшӑн хыпарланӑ мероприятире пулса курнӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Афалек Энтепе вӗрентекен пулнӑ май Аслӑ Пӑла Тимеш вӑтам шкулӗнче хими, Энтепере нимӗҫ чӗлхипе чӑваш литератури вӗрентнӗ. Шкул директорӗнче те ӗҫленӗ, комсомолта та тимленӗ, парти райкомӗн секретарӗ те пулнӑ. Сӑвӑҫ чунӗллӗскер вара чунне ҫав енӗпе уҫнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Алексей Иванова тытса чарнӑ. Ӑна УК-н 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (должноҫпе усӑ курнӑшӑн) тата 289-мӗш статйипе (усламҫӑ ӗҫӗпе саккунсӑр майпа хӑтланнӑшӑн) килӗшӳллӗн айӑпласшӑн. Куншӑн тӗрмене 7 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.

Палӑртмалла: 35-ри Алексей Иванов Ҫӗрпӳ округне 2022 ҫулхи раштавран ертсе пырать. Унччен Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Хулара
topdent.ru сайтри сӑн
topdent.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 21 ҫулти медсестра ултавҫӑсене пӗр кунра 1,2 млн тенкӗ куҫарса панӑ.

Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. «Ҫыхӑну операторӗ» иккен вӑл. Хайхискер хӗре пӗр тӑхтамасӑр сим-карта килӗшӗвне малалла тӑсма хушнӑ. Медсестра СМС-па килнӗ кода пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн тин ултавҫӑ аллине лекнине ӑнланнӑ, «Госуслуги» порталти пароле часрах улӑштарнӑ.

Анчах ултавҫӑ та ҫывӑрман. Хӗрӗн аккаунтне такам кӗни пирки уведомлени килнӗ, ҫавӑнтах ку ыйтӑва татса памашкӑн шӑнкӑравламалли номер пулнӑ.

Хӗр ҫав номерпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын хӑйӗнпе «патшалӑх службин ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ, укҫана ӑҫта куҫармаллине каласа пынӑ. Ку мел нухрата упраса хӑварма пулӑшӗ-мӗн. Ҫапла хӗр картта, кредит картти ҫинчи тата пухнӑ укҫине йӑлтах куҫарса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24124
 

Статистика
rsl.ru сайтри сӑн
rsl.ru сайтри сӑн

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах электронлӑ кӗнеке туянма пуҫланӑ. Ҫакна кӗнеке лавккисен тата цифра сервисӗсен кӑтартӑвӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Кӑҫалхи 8 уйӑхра электронлӑ кӗнекен вулакансен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, самай ӳснӗ: 57% ытларах.

«Строки» кӗнеке сервисӗ акӑ мӗнле статитистикӑпа паллаштарнӑ: Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах юрату романӗсем, классика литературин хайлавӗсене тата детективсем вулама юратаҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15034
 

Пӑтӑрмахсем
«Чеб.ру» сайтран илнӗ сӑн
«Чеб.ру» сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер ирхине Шупашкарта шыв турттаракан ГАЗель водителӗ ҫынна таптаса кайнӑ. Ку инкек Мир проспектӗнче автовокзал патӗнче пулнӑ.

ГАЗель рулӗ умӗнче 29 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл ҫуран утакансем ҫӳрекен вырӑнта каялла каялла чакнӑ чухне 75 ҫулти арҫынна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Арҫын ӳксе машина айнех пулнӑ.

Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман – вӑл темиҫе сехетрен вилнӗ.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑйра пулма пӑрахнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ҫавӑн пекех муниципалитетсене те ҫак режима пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Аса илтерер: пушара хирӗҫ режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑрманта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма, кӑвайт ҫинче апат пӗҫерме юраман.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра пушара хирӗҫ режима юпан 18-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ачасем вылямалли лапам патӗнче пӗр кунхине ӳсӗр арҫын выртнӑ.

Пӑтӑрмах Кривов урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗнче пулнӑ. Асфальт ҫинче выртакан арҫыннӑн аллинче эрех кӗленчи пулнӑ.

Ӑна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ, унтан ҫавна халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл 62-рискер иккен. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарасси пирки икӗ протокол шӑрҫаланӑ.

«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, видеона тата ытти ӳсӗр те лекнӗ, вӗсене явап тыттарнипе тыттарманни пирки паллӑ мар.

 

Культура
Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑх тетелӗнчи пабликинчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑх тетелӗнчи пабликинчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш наци вулавӑшӗ буфет уҫас кӑмӑллине пӗлтерет.

Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пӗчӗк те хӑтлӑ кафе уҫасшӑн. Ун валли арендатор шыраҫҫӗ.

Кафе 17 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +7(8352) 23-02-17 (хушма номер 107) телефонпа шӑнкравлама сӗнеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, [89], 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, ... 4090
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 08

1931
95
«Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1952
74
Угаслов Николай Фёдорович, 3-мӗш ЧНК Президенчӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Степанов Владимир Васильевич, прозаик ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...