Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пирӗн ҫӗршывра каллех йывӑҫшӑн сасӑлаҫҫӗ. Унта каллех Чӑваш Енри йывӑс хутшӑнать. Хальхинче — Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшри киремет йывӑҫҫи, юман.
Ҫак йывӑҫ 300 ҫулта иккен. Апла пулсан вӑл иккӗмӗш Кӗтерне патша саманине та астӑвать, ун чухне чӑвашсем мӗнле пурӑннине те курнӑ, туйнӑ. Паллах, этем пек мар ӗнтӗ. Хӑйне май. Кашни кӗркунне ҫулҫӑ тӑксан та ҫуркунне ҫитсен вӑл каллех ҫулҫӑ кӑларнӑ. Ҫак ҫулсенче мӗн чухлӗ йӗкел туман-ши!
Сасӑлас тесен https://rosdrevo.ru/ сайта кӗмелле. Чӑваш Енри ватӑ юмана, киремет йывӑҫҫине, 73-мӗш номерпе шыраса тупма ҫӑмӑлрах.
Сасӑлама вӑхӑт нумай иртмест: электрон адрес кӑтартмалла та ун ҫине килнӗ кода ҫырмалла. Пулчӗ те. Чӑваш Енри юманшӑн ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сасӑлама май пур.
