Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Республикинчи пултаруллӑ ҫемье «Ҫемье зарници» Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑсенче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах — Ҫӗрпӳре пурӑнакан Семеновсен ҫемйи пирки.

Ӑмӑрту ҫак кунсенче Волгоград хулинче иртнӗ. Семеновсен 24 ҫемьепе тупӑшма тивнӗ. Пирӗн ештешсен команди «Ҫӗрпӳ патриочӗсем» ятлӑ пулнӑ. Вӗсене унта хутшӑнмашкӑн «ВОИН» центрӑн республикӑри филиалӗ хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-220478474_7411
 

Республикӑра
gazeta.ru сайтри сӑн
gazeta.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сирена янӑранине илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫак кун республикӑра ӑна тӗрӗслӗҫ кӑна.

Ҫак кун сирена икӗ хутчен янӑрӗ: 10 сехет те 30 минутра тата 10 сехет те 40 минутра.

Халӑха лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ытти чухне, ку тӗрӗслев мар пулсан, сирена янӑрасан часрах телевизор е радио ҫутмалла, унта мӗн каланине пурнӑҫламалла. Кун пирки май пур таран ытларах ҫынна пӗлтермелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14873
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Красноармейски округӗнчи Алманч ялӗнчи Матвеевсен ылтӑн туйӗ ҫитнӗ. Ҫак ятпа вӗсене ЗАГС ӗҫченӗсем саламланӑ.

Кил ӑшшин управҫи Искра Афанасьевна Шупашкарти 15-мӗш ача пахчи-яслире нумай ҫул тӑрӑшнӑ. Владимир Максимович Шалти ӗҫсен министерствинче аслӑ следователь пулнӑ, подполковник званийӗ таран ҫитнӗ.

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ вӗсем: пӗр-пӗрне хисеплемелле, пулӑшса пымалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15514
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗмӗрле хулинче модельлӗ вулавӑш уҫӑлнӑ. Унӑн дизайнне вырӑнти ӳнерҫӗ Сергей Разгудаев хатӗрленӗ.

Унта хӑтлӑ та хӑйне евӗр стильлӗ. Вуламалли зона, интернета тухмалли май туса панӑ ӗҫ вырӑнӗсем, ача-пӑча кӗтесӗ тата мероприятисем ирттермелли вырӑн пур.

Фасада росписьпе илемлетни, интерьерлӑ панносем, стенасем ҫинчи живопиҫ – ҫаксене йӑлтах Сергей Разгудаев хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23994
 

Статистика
nsn.fm сайтри сӑн
nsn.fm сайтри сӑн

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх. Чӑваш Республикинчӗ халӑхран пуҫтаракан сӗте хаклӑрахпа туянма пуҫланӑ.

Ку уйӑхра пӗр литра вӑтамран 25-27 тенкӗпе пуҫтарнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 2 тенкӗ нумайрах.

Юлашки вӑхӑтра халӑхран сӗт илекенсем сахалланнӑ, республикипе пӗтӗмпе 276 предприниматель юлнӑ. Усламҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел округӗнче нумай. Унта 42 предпримниматель халӑхран сӗт пуҫтарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14849
 

Культура
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хӑйӗн 102-мӗш пултарулӑх сезонне уҫӗ. Ун чухне вӑл куракансене «Чӑваш тӗнчи» театрализациленӗ концерт программине йыхравлать.

Программӑн режиссёр-постановщикӗ – ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп балетмейстерӗ Алексей Тимошенко.

Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ҫулхи производство планне ҫирӗплетнӗ.

2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗсенче канӑпӑр.

Унсӑр пуҫне канмалли кунсем ҫапларах пулӗҫ: нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче, пуш уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 9-1-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче.

 

Вӗренӳ
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗ малашне урӑхла ятлӑ пулӗ: Н.В.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗ. Постановление ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Колледжӑн виҫӗ филиал: Шупашкарта – иккӗ, тепри – Канашра. Ҫапла оптимизаци хыҫҫӑн пулнӑ. 2015 ҫулта Шупашкарти механика-технологи техникумне тата педагогика колледжне пӗрлештернӗ. 2023 ҫулта вӗсемпе Канашри педагогика колледжӗ пӗрлешнӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ырӑн, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗн инаугурацийӗ пуласси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Аса илтерер: вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланать. Олег Николаев Элтепер должноҫне йышӑннӑ чухне халӑх умӗнчи тивӗҫе тата Раҫҫейпе Чӑваш Республикин Конституцийӗсенче ҫырнисене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламашкӑн тупа туса чӑвашла тата вырӑсла присяга тытӗ.

Инаугурацие Раҫҫей президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров та килме пултарать.

 

Культура

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Тукайӗнчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Людмила Данькова патӗнче нумаях пулмасть халӑх тетелӗнчи пабликсенчен пӗри валлитревел-шоу ӳкерекенсем пырса ҫитнӗ.

Ют ҫӗршывран килнӗ виҫӗ студент пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи йӑла-йӗркепе кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Пӗр проекта харӑсах тӑватӑ регионти хӗрарӑм хутшӑнать. Вӗсенчен чи пултаруллине суйласа илсе ҫӗнтерӳҫӗне ӗне парӗҫ.

«Проект валли ӳкернӗ чух сирӗн республикӑра хам пулаймарӑм, эпӗ ун чухне ӗҫпе Владивостока кайнӑччӗ. Людмила Данькова питӗ килӗшнӗ», — каласа кӑтартрӗ проект продюсерӗ Анна ҫак йӗркесен авторне.

Проектпа ҫывӑх вӑхӑтра «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче паллашма май килӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, [98], 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, ... 4090
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 08

1931
95
«Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1952
74
Угаслов Николай Фёдорович, 3-мӗш ЧНК Президенчӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Степанов Владимир Васильевич, прозаик ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...