Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри спортсменка Мальвина Петрова Суздальте 84 ҫухрӑм чупса ҫӗнтернӗ.

Дистанцие вӑл 9 сехет те 41 минут та 51 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Палӑртмалла: ҫулсерен иртекен Golden Ring Ultra Trail 100 (GRUT) трейлинг фестивале 8 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Мальвина финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.

Ку дистанци GRUTри йывӑр трассӑсенчен пӗри шутланать, унта опытлӑ трейланнерсем хутшӑнаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри студентсем Кубӑри фермерсене пулӑшма кайнӑ. Ҫак йышра – И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Арина Ивановӑпа Дмитрий Павлов. Вӗсем Европӑри ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗн бригадин йышне кӗнӗ.

Палӑртмалла: Кубӑна Раҫҫейри, Францири, Испанири, Бельгири, Австрири, Италири, Швейцарири тата Португалири 48 ҫамрӑк кайнӑ. Вӗсем унта истори тата культура палӑкӗсемпе, илемлӗ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Ҫав, вӑхӑтрах вырӑнти фермерсене пахча ҫимӗҫ пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш хулин ҫуралнӑ кунне уявлама Раҫҫейри паллӑ артист килӗ. Вӑл – Станислав Садальский.

Унӑн ачалӑхӗ Канаш хулинче иртнӗ.

«Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канашра пулатӑпах», - ҫапла ҫырнӑ Станислав Садальский халӑх тетелӗнчи страницинче.

Палӑртса хӑварар: Канаш хули йӗркеленнӗренпе кӑҫал 100 ҫул ҫитет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14310
 

Вӗренӳ

Чӑваш Республикин Верену институчӗ ҫӗнӗ вакансисем пуррине пӗлтернӗ.

Унта вӗренӳ предмечӗсене вӗрентмелли меслетлӗх кафедра доценчӗсем ставкисем 5 таран: пуҫламӑш классен енӗпе; математика, физика енӗпе; ӳнер енӗпе; история, экономика, право, обществознани, персонала ертсе пырас енӗпе; физкультура, хӑрушсӑррлӑх никӗсӗ тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес енӗпӗ. Коррекци тата инклюзи вӗрентӗвӗ ҫур ставка пур.

Унсӑр пуҫнӗ воспитани технологийӗсен кафедрине доцентпа аслӑ преподаватель кирлӗ. Регион аталанӑвӗн центрне ӑслӑлӑх ӗҫченне 0,75 ставкӑпа ӗҫе илесшӗн.

 

Культура
Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес эрнере, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мӗтри Кипекӗн кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Унта чӑваш литературине юратакан кашни ҫынах кайма пултарать.

Хатлава пухӑннисем «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнекене хаклӗҫ.

Хӑтлав Чӑваш Республикин Наци библиотекин конференц-залӗнче (119 каб.) иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6231.html
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Республикӑри «Автоледи» конкурс вӗҫленнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Екатерина Матвеева йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна – Марина Васильева, виҫҫӗмӗшӗне — Анастасия Чинаева тата Екатерина Ятрушева. Екатерина Матвеевӑпа Татьяна Петровӑна чи лайӑх пултарулӑх номерӗшӗн уйрӑммӑн палӑртнӑ.

Палӑртса хӑварар: кӑҫал конкурса 30 хӗр-хӗрарӑм хутшӑннӑ, анчах финала 12-шӗ ҫеҫ тухма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14298
 

Статистика

Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫӑсен аллине час-часах лекеҫҫӗ. Кӑҫал ҫур ҫулта ҫавна пула пирӗн ентешсем укҫа сахал мар ҫухатнӑ: палламан ҫынсене 531 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑсен чи анлӑ сарӑлнӑ схемӑсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Палламан ҫынсем ытларах чухне шӑнкӑравласа хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтаҫҫӗ. Тепӗр схема – инвестицисем хывса тупӑш илме, суя сайтсенче тавар туянма сӗнеҫҫӗ.

Йӗрке хуралҫисем ҫирӗппӗнех асӑрхаттараҫҫӗ: харпӑр даннӑйсене ют ҫынна пӗлтермелле мар. Смспа килнӗ кода та вӑрттӑнлӑхра тытмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ял хуҫалӑхӗ
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче пурӑнакан Кирилл Степанов фермер тата блогер утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ «Агро-2025» бала хутшӑннӑ. Унта вӑл РФ ял хуҫалӑх министрӗпе Оксана Лутпа сӑн ӳкерӗннӗ.

Ҫак мероприятие РФ Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри аграри университечӗсенче лайӑх вӗренекен студентсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен 7 ҫамрӑк кайнӑ. Вӗсен йышне Кирилл Степанов та лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Сывлӑх
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче 54 ҫулхи уйрӑм усламҫӑ килӗнче ӗҫленӗ чухне вилмеллех аманнӑ.

Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑл хӑйӗн хуҫалӑхӗнче йывӑс ҫурнӑ. Вута ҫурмалли станокпа ӗҫленӗ чухне асӑрханса ҫитереймен вӑл. Аманса пӗтнӗскер инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Алран алла» ярӑмри черетлӗ кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Издательство сайтӗнче Галина Матвеева хыпарлани тӑрӑх, кӗнене тӗрлӗ авторӑн хайлавӗ кӗнӗ.

Ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав шутра Николай Ишентейӗн, Анатолий Хмытӑн, Анатолий Емельяновӑн...

Кӗнеке ятне Николай Ишентейӗн повеҫне тӗпе хурса «Пурлак кукаҫи пуянлӑхӗ» ят панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, [108], 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, ... 4056
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.