Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускав политехника институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренекен Даниил Бровкин Атӑлҫи федераци округӗнче иртекен «иВолга» ҫамрӑксен форумне хутшӑнать.

Вӑл форумра – чи хастаррисенчен пӗри. Куншӑн ӑна хаклӑ парнепе хавхалантарнӑ – Даниил Сколковӑри акселераторта вӗренме пултарӗ. Вӗренӳ сертификачӗ – 100 пин тенкӗлӗх.

Ҫак сӑнӳкерчӗкре вӑл – Анатолий Вассерманпа. Вӑл ӑс-тӑн вӑййисене хутшӑнакан паллӑ вӑйӑҫӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22915
 

Хулара
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Темиҫе ҫул каялла республикӑра Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме тытӑннӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнченпе унпа Шупашкарта та кӗрешме пуҫлӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов.

Ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче хулари территорисене пӑхса тухӗҫ, ӑҫта ҫак наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳснине тупса палӑртӗҫ. Кайран вӗсене механика тата хими мелӗсемпе тӗп тӑвӗҫ.

Кунсӑр пуҫне хулара ҫӗр участокӗпе усӑ куракансене те Сосновский пултӑранне тӗп тӑвас ҫӗре явӑҫтарӗҫ.

 

Персона

«Раҫҫей 1» телеканалпа пыракан «Привет, Андрей!» кӑларӑмра Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Надежда Пиолипинкӑна кӑтартнӑ. Вӑл Давид Тухмановӑн «Белый танец» юррине шӑрантарнӑ.

Кун хыҫҫӑн Надежда округри «Наше слово» хаҫата иртервью панӑ, кӑларӑмра ӳкерӗнни мӗнле иртни пирки каласа кӑтратнӑ. Сцена валли 5 минут уйӑрса панӑ. Надежда каланӑ тӑрӑх, вӗсене ӑҫта тӑмалли, кадртра хӑйсене мӗнле тытмалли, мӗн каламалли пирки ӑнлантарса панӑ.

Надежда пултарулӑх ушкӑнне юрлама ҫӳрет. Шӑпах ку ӑна камера умӗнче хӑйне лӑпкӑ тытма пулӑшнӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22918
 

Персона
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

ЧР строительство министрӗ пулнӑ Александр Героева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Халӗ вӑл «Строительство управленийӗ-29» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗ.

48 ҫулти Александр Героев ЧР Строительство министерствине 2020 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗччен ертсе пынӑ. Унччен вӑл Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайона тӑвакан «Иско-Ч» компанин тӗп директорӗ пулнӑ. Министр должноҫӗнчен вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.

Ун хыҫҫӑн строительство министрӗ Павел Данилов, Михаил Коледа пулнӑ, халӗ — Владимир Максимов.

 

Чӑвашлӑх

Иркутск облаҫӗнче «Байкал ҫинчи этноподиум. Модӑллӑ Ангара» фестиваль иртнӗ.

Унта чӑваш костюмӗсен «Атӑлпирӗн» коллекцине хӑтланӑ. Ӑна Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика тата Иркутскри ӑста Татьяна Бочкарева хатӗрленӗ. Уйрӑмах пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсене тимлӗх уйӑрнӑ. Ӗлӗкхи сурпансене Иркутск облаҫӗнчи Надежда Фидикова ҫӗнетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22905
 

Культура

Ҫамрӑк сӑвӑҫ Ольга Австрийская «Туслӑх кӗперӗсем» поэзи тата поэзи куҫарӑвӗсен Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен конкурсӗн наставникӗ пулнӑ.

Ҫак конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ: малтан Ольга хӑйӗн чӑвашла тата вырӑсла сӑввисене ярса панӑ. Унтан 6 авторӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Ольга Австрийская ҫак пултарулӑх тупӑшӑвне пӗрремӗш хут хутшӑннӑ.

Палӑртса хӑварар: Ольга Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗ мӗнле пулӗ? Синоптиксем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ: хальхи шӑрӑх ку ҫулла — юлашки. Уйӑх пуҫламӑшӗнче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ те малалла сывлӑш температури чакма тытӑнӗ. Уйӑх варри тӗлне самаях сивӗтӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑрсем пуҫланӗҫ. Пӗрремӗш декадӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ, хушӑран — аслатиллӗ. Иккӗмӗш декадӑра сивӗрех, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫумӑр тата ытларах ҫӑвӗ. Ҫапах ун чухне ҫуллахи ӑшӑ та таврӑнӗ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри маршруткӑран тухса ӳкнӗшӗн 500 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Ку пӑтӑрмах 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пулнӑ.

Хӗрарӑм 325-мӗш маршруткӑна ларма тӑнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра водитель хускалса кайнӑ, алӑка вара хупман.

Ҫавна пула хӗрарӑм маршруткӑран тухса ӳкнӗ те пӗҫӗ шӑммине хуҫнӑ. Унӑн виҫӗ больницӑра выртма тивнӗ. Кайран ӑна операци те тума тивнӗ.

Хӗрарӑм перевозчикран 1 млн тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Анчах суд хака чакарнӑ, 500 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14369
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чрваш Енре пурӑнакан Мария Рытова 102 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнчӗ ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче иртнӗ: Мария Петровна окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, Хусан чукун ҫулне тунӑ ҫӗрте йывӑр чулсем турттарнӑ.

1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна фронтран таврӑннӑ Иван Рытов асӑрханӑ, кӗҫех ҫамрӑксес ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Петровнӑпа Иван Кузьмич 6 ача ӳстернӗ.

Халӗ кинемейӗн – 11 мӑнук. Тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22885
 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта тепӗр мурал ӳкернӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулӗ

Ҫурт ҫине Совет Союзӗн Паттӑрне Алексанр Боголюбова сӑнланӑ. Вӑл Граждан вӑрҫине тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ мурала Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗле уҫма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78037
 

Страницӑсем: 1 ... 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, [106], 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, ... 4056
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.