|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче Китай тата Узбекистан хӗрӗсем Чӑваш Енпе паллашнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ҫуллахи шкулӗнче Китайран тата Узбекистанран килнӗ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхине вӗренеҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара вӗсем Чӑваш Енпе паллашаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ют ҫӗршывран килнӗ пикесене тӗрлеме вӗрентес тӗллевпе ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене вырӑс кухнин апачӗсене пӗҫерме хӑнӑхтарнӑ.Хӗрсем Муркаш округӗнчи страус фермине кайса курнӑ, Ильинкӑри чи ватӑ юман патӗнче пулнӑ, Александр Невский ячӗллӗ чиркӗве те ҫитсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑра велосипедпа пыракан ҫын ҫырмана чӑмнӑ та каялла тухайман. Кун пирки ҫӑлав службине ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 21 сехет те 27 минутра пӗлтернӗ. 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын велосипедпа вӑрманта пынӑ. Анчах руле итлеттереймен те ҫырмана чӑмнӑ. Вӑл сулахай аллине амантнӑ та хӑй тӗллӗн унтан тухайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ, унтан ҫырмаран илсе тухса васкавлӑ медпулӑшу машини таран илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «Российская газета» архивӗнчи сӑн Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Иванушки International» ушкӑн килӗ. Раҫҫейри ҫак паллӑ ушкӑнӑн концертне августӑн 17-мӗшӗнче 21 сехетре Хӗрлӗ тӳремре курма май пулӗ. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкар хули 556 ҫул тултарать. Пӗлтӗр Хула кунӗнче Шаман килнӗччӗ. Ӑна 20 миллион тенкӗ тӳленӗ. Кунсӑр пуҫне сценӑна тара илме тата монтаж тума тепӗр 10 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() За рулём сайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Алькешра чикансемпе таксист хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ку пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва епле тӗпченине халӗ РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин сӑнаса тӑрӗ. Таксире ача кӳми пулманран таксист ачаллӑ пассажирсене лартса кайма килӗшмен-мӗн. Унтан чикансен йышлӑ ушкӑнӗ водительпе вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ. Таксист вырӑнтан хускалса кайнӑ чухне ҫын ҫине пырса кӗнӗ, ун урлӑ каҫса кайнӑ. Кайран чикансем машинӑна таптаса пӗтернӗ, водителе хӗненӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Урал сасси» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Пушкӑртстанри Давлекан районӗнчи Кузьминовка ялӗ 100 ҫулхине уявланӑ. Унта ял ҫыннисем ҫеҫ мар, тӳре-шара та, артистсем те пуҫтарӑннӑ. «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Давлекан ҫӗрӗ ҫинче пӗр ӗмӗр каялла Кузьминовка ятлӑ ял йӗркеленнӗ. Ӑна пуҫарса яраканӗ Иван Тарасов шутланать. Ял хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. Кунта Чуюнчӑ-Николаевка ялӗнчи ҫемьесем те куҫса килнӗ. Кузьминовкӑра пурӑнакансенчен ытларах пайӗ мӑкшӑсемпе чӑвашсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи видеоран илнӗ скриншот Канашри «Вокзал нашей жизни» (чӑв. Пирӗн пурнӑҫри вокзал) краеведени музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Ку хыпара республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Музей ҫӗнӗ тематика залӗсемпе тата хальхи вӑхӑтри интерактивлӑ технологисемпе пуянланнӑ — унта ҫынсем тӗрлӗ вӑхӑтра пулса кураяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/chuvashbiennale каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паянтан Чӑваш биеннали юлашки эрни пуҫланнӑ. Ҫавна май расписание улӑштарма йышӑннӑ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн тата «Сверхновый» культура центрӗн алӑкӗсем куракансем валли уҫӑ пулӗҫ. «Куравсемпе паллашма сире меллӗрех пултӑр тесе биеннален юлашки эрнинче хушма ӗҫ кунӗ туса хутӑмӑр», — пӗлтернӗ мероприятие йӗркелекенсем. Куравсемпе медиатор тӳлевсӗр паллаштарӗ. Анчах малтан регистрациленмелле. Театра кӗме билет туянмалла. Унӑн хакӗ — 250 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() VKри ушкӑнсенчен пӗринчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре GigaChat нейросете чӑвашла вӗрентессипе тимлекен ӗҫ ушкӑнӗ туса хума йышӑннӑ. Йышӑнӑва нумаях пулмасть Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Ӗҫе йӗркелесе пырассишӗн республикӑн Культура министерстви яваплӑ пулӗ. Нейросете Чӑваш вӗрентни тӑван чӗлхемӗре хальхи вӑхӑтри технологисем урлӑ сарасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗнчере
![]() Анӑҫри ҫӗршывсенчен идеологи сӑлтавне пула Раҫҫее куҫса килекенсем йышланнӑ. Йӑлана кӗнӗ хаклӑха тӗпе хуракан ют ҫӗршыв ҫыннисем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче миграци службине 1156 заявлени панӑ. Вӗсем пирӗн ҫӗршывра пурӑнма куҫса килесшӗн. Заявка панисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 224 заявлени, — Германирен. Латвирен — 126. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн 12-ри арҫын ача чупнӑ чухне ӳкнӗ те суранланнӑ. Анчах вӑйлӑ ыратнипе тепӗр кунхине кӑна ӑна пульницӑна илме кайнӑ. Унӑн янах шӑмми хуҫӑлнӑ иккен. Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем ҫӑварӗ урлӑ ӑна операци тунӑ. Уйӑхран сиплев пуҫланнӑ. Ҫур ҫултан вара пластинӑна илнӗ – шӑмӑ сыпӑннӑ. Пичӗ ҫинче нимӗнле суран йӗрӗ те юлман. Халӗ арҫын ача унчченхи пурнӑҫ патне майӗпен таврӑнать. Тухтӑрсем вӑл каллех йӑл кулма пултарасса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
