Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Горбатовка

ҪӖР
11

Ялта газ пулӗ
■ Таисия Ташней | 11.06.2026 16:43 |

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Горбатовка ялне газ илсе ҫитермен иккен. Ку ыйтупа ял старости Ольга Ипатова республика Элтеперӗ Олег Николаев патне ҫул тытнӑ. Республика ертӳҫине хӑюллӑ хӗрарӑм газификаци ӗҫне хӑвӑртлатма ыйтнӑ.

Олег Николаев ӗнентернӗ тӑрӑх, ку яла 2025-2026 ҫулсенче газ кӗртмелли республикӑри программӑна кӗртсе хӑварнӑ.

Кӑҫал пирӗн республикӑра пысӑк тата пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхӗсем хума палӑртса хӑварнӑ, унсӑр пуҫне газ парассине йӗркелесе тӑракан пункт та тӑвасшӑн. Ӗҫе кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта вӗҫлемелле.

Элтепер патне ҫитнӗ-ҫитнех, староста вырӑнти масар патне ҫул сарас ыйтӑва та хускатнӑ. Кун пирки Элтепер татсах каламан, анчах муниципалитет пуҫлӑхӗпе ыйтӑва сӳтсе явма шантарнӑ.

 

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Горбатовка ялӗнче тискер чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май халӗ унта карантин тесе йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Карантин вӑхӑтӗнче асӑннӑ ялти выльӑх-чӗрлӗхе сутма-туянма юрамасть, ҫав тӑрӑхра чӗрчунсен куравне йӗркелеме ирӗк памӗҫ тата ытти чару пӑхса хӑварнӑ.

Карантин чирленӗ юлашки чӗрчун сывалсан 2 уйӑхран вӗҫленӗ.

Иртнӗ уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗн пуҫламӑшӗнче Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑччӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та