Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Горбатовка ялӗнче тискер чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май халӗ унта карантин тесе йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑтӗнче асӑннӑ ялти выльӑх-чӗрлӗхе сутма-туянма юрамасть, ҫав тӑрӑхра чӗрчунсен куравне йӗркелеме ирӗк памӗҫ тата ытти чару пӑхса хӑварнӑ. Карантин чирленӗ юлашки чӗрчун сывалсан 2 уйӑхран вӗҫленӗ. Иртнӗ уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗн пуҫламӑшӗнче Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |