Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри темиҫе муниципалитета «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем Владислав Солдатов тата Николай Косыев ҫитнӗ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне епле юсанине тӗрӗсленӗ.
Хӑтлӑх кӳмелли укҫана «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» проекта пурнӑҫланӑ май уйӑрнӑ.
«Халӑх фрончӗн» эксперчӗсемпе пӗрле республикӑн Стройминӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата реформировани пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫӳренӗ. Ушкӑн Етӗрне хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Муркаш районӗсенче пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатма 3,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал унти Ҫӗнӗ урамри 53-мӗш ҫурт, Завод урамӗнчи 60, 61, 63, 67-мӗш ҫуртсен картишӗсенче илемлетмелле. Анчах ӗҫ кал-кал пымасть иккен.
Етӗрне хулинче тата Элӗк районӗнче епле ӗҫлени тӗрӗслевҫӗсене килӗшнӗ.
Муркашра вара кӑлтӑксем тупӑннӑ. Подряд организацине ҫавӑншӑн штрафлама сӗннӗ.