Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӑрачкаври шкул директорне Иван Кудявина вырӑнти шкулта тата «Дельфин» физкультура комплексӗнче хальхи вӑхӑтри спорт лапамӗ ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫак ыйтупа вырӑнти хастар республика Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва кайнӑ.
Вырӑнти шкула 23-мӗш ҫул ертсе пыракан арҫын каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ыйту педагогсене, спортсменсене, ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне чылай ҫул канӑҫсӑрлантарать. «Пур ҫӗрте те лайӑх услови туса панӑ, мӗн тесен те 21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр, пирӗн патра ҫеҫ темӗскерле», — тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен вырӑнтисем.
Директор каланӑ тӑрӑх, ыйтӑва 2022 ҫултанпах татса пама тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ниепле те май килмест. Хуласенчи шкулсенче, ав, футбол уйӗсем, чупмалли ҫулсем, воллейбол, баскетбол, тӗрлӗ снарядлӑ лапамсем пур.
Элтепер пулӑшма шантарнӑ. Тен, килес ҫулах май килӗ.
