Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Пирӗн хушӑмӑрта темле ҫын та пур. Шупашкарти Илпек урамӗнчи

7/2-мӗш ҫурта пурӑнакансем хушшинче каяша чӳречерен перекенсем те пур иккен.

Асӑннӑ общежитире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, туалета каяс вырӑнне пластик савӑтпа усӑ кураҫҫӗ, униан ӑна урамалла переҫҫӗ.

Ҫав кӗленче аялта вырнаҫнӑ лавкка ҫивиттийӗ ҫинче йӑваланса выртать.

Общежитире пурӑнакансем тасатма ыйтсан та лавккарисем итлемеҫҫӗ-мӗн.

 

Хулара
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Юлашки ҫулсенче патшалӑх хӗрарӑмсем ача ҫуратчӑр тесе темле пулӑшу та шухӑшласа кӑларать. Кирек епле япалан та икӗ енӗ пур. Анчах паянхи пирӗн хыпарӑмӑр ун пирки мар та шала кӗрсе каяр мар.

Чӑваш Енӗн транспорт предприятийӗ те ача чухне ҫуратсан укҫа парса пулӑшать-мӗн. Кун пек йӗркене пурнӑҫа кӗртме пуҫлани иккӗшӗш ҫул иккен. Ку пулӑшупа хальлӗхе 4 ҫемье усӑ курнӑ.

Аса ҫуратсан ҫемьене 50 пин тенкӗ сертификат параҫҫӗ. Ӑна ҫемье хӑй пӗлнӗ пек усӑ курма пултарать.

 

Ял пурнӑҫӗ
Красноармейски районӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Красноармейски районӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейски районӗнчи Тватпӳрт ялӗнче халаха пухӑнмалли сурт туса лартнӑ.

Пӗчӗк ял ҫыннисем питех те хастар. Ялта 35 кил ҫеҫ пулин те вӗсем тӑван тӑрӑхне аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ. Варвара Васильевна староста ертсе пынипе тӗрлӗ ӗҫ пуҫараҫҫе. Нумаях пулмсть вӗсем ктлсерен каштахшер укҫа пухса, хыснаран укса илсе халаха пухӑнмалли ҫурт туса лартнӑ.

Ялти хастарсем тӑрӑшнипе унта юлашки тӑватӑ ҫӳлта киве шыв башнине ылмаштарнӑ, шыв пӑрӑхне ҫӗнӗрен хурса тухнӑ, ҫӗнӗ каҫӑ тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-195771107_11832
 

Ял пурнӑҫӗ
Красноармейски районӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Красноармейски районӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче пурӑнакансем тӑван тӑрӑхри «Еншик» ҫӑла юсанӑ.

Асӑннӑ тӑрӑхри ветерансен канашӗн председателӗ Нина Петрова пуҫарнӑ ку ӗҫе. Ялти хастар ҫын сӑмахне ҫынсем итленӗ.

Нина Петрова шухӑшланӑ тӑрӑх, Еншик ял историйӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Еншик Чуллӑна чӑвашсем 14 ӗмӗрте туиар-монголсенчен тарса пырса тӗпленнӗ. Кунти вӑрманлӑ та ҫырмаллӑ вырӑнта ҫӑл та нумай ҫӗрте тапса тӑнӑ.

Куҫса килнисен ертӳҫине Еншик тесе чӗннӗ-мӗн. Ҫӑла ун ячӗпе Еншик теме пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-195771107_11845
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри кӗсре виҫӗ ҫулти лашасен хушшинче ӑмӑртса Гибрид Парнине ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ячӗ – Кофе РМ. Вӑл – В.И. Чапаев ячӗллӗ лаша савутӗнчен.

Кофе РМ 1600 метрлӑ дистанцие тӗлӗнмелле кӑтартупа вӗҫленӗ: 1 минут та 58,4 ҫеккунтра. Йӗвенне тытса пыраканӗ – Тамбов ипподромӗнчи Ирина Прозорова.

«Чаплӑ лаша! Ӑслӑ, характерпа, ҫав вӑхӑтрах ырӑ тата шанчӑклӑ», – тенӗ Ирина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23001
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ лесничествинче «Чи лайӑх вӑрман пушарнӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 15 специалист тупӑшнӑ.

Вӗсем теори заданийӗсене пурнӑҫланисӗр пуҫне хӑйсене спорт енчен те кӑтартнӑ: чупнӑ, отжимани тунӑ, турникран туртӑннӑ. Практика заданийӗсем те пулнӑ: условлӑ пушара сӳнтернӗ, чӑрмавлӑ ҫула парӑнтарнӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Шӑмӑршӑ лесничествин ӗҫченӗ Марат Азизов йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ҫӗнӗ Выҫли лесничествинчи Дмитрий тата Сергей Ивановсем тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23005
 

Политика
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Ку тилхепене Андрей Макушев тытса пырӗ.

Вӑл министр ҫеҫ мар, Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ.

Андрей Евгеньевич – Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ иккен. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче 13 ҫул ытла ӗҫленӗ. Унччен вӑл «Приволжское» учхоз директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, кайран Чӑваш аграри университечӗн ректорӗ пулнӑ.

 

Хулара
in.pinterest.com сайтри сӑн
in.pinterest.com сайтри сӑн

Шупашкарта полицейскисем ҫемьери пӑтӑрмаха лӑплантарма кайсан шар курнӑ.

Ҫурлан 5-мӗшӗнче Николаев урамӗнче пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ вӑрҫӑнса кайсан полици чӗннӗ. Хваттерте нимӗҫ овчарки пулнӑ. Полицейскисем ӑна ваннӑйне хупма ыйтнӑ.

Пакунлисем кил хуҫисемпе калаҫса ларнӑ вӑхӑтра йытӑ ваннӑйӗнчен тухса пӗрин ҫине сиксе ӳкнӗ. Полицейскин хайне хӳтӗлесе ӑна пӑшалтан пеме тивнӗ.

Пакунли кайран больницӑна кайнӑ – унӑн кӗлетки ҫинче йытӑ ҫыртнӑ йӗрсем пуррине палӑртнӑ. Халӗ ШӖМ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/6588
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрлет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗнче ҫӑлтӑрпа зарядка иртет. Хальхинче кам килӗ? Кӑҫал сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене Вячеслав Василевский зарядка тутарӗ. Вӑл — тӗнче чемпионӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, паллӑ телеертӳҫӗ. Вӑл Хула кунӗнче «Ҫӑлтӑрпа – зарядка» акцие ирттерӗ. Унпа пӗрле тӗнчен нумай хут чемпионӗ Алексей Соловьев та сцена ҫине тухӗ.

Кӑҫал акци Юрӑ уйӗнче ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14420
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти Долговсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ. Анатолий Ивановичпа Татьяна Валентиновна 1975 ҫулта ташӑ каҫӗнче паллашнӑ та унтанпа уйрӑлман.

Татьяна Валентиновна ача пахчинче физкультура инструкторӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ. Анатолий Иванович ҫар чаҫӗнче тимӗрҫӗ пулнӑ, кайран «Электравтомат» савутра вӑй хунӑ.

Вӗсем халӗ те хастар. Ҫемье пуҫӗ ҫутҫанталӑкра пулма юратать, кил хуҫи хӗрарӑмӗ бассейна ишме ҫӳрет. Мӑшӑр ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: пӗр-пӗрне хисеплемелле, пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Страницӑсем: 1 ... 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, [102], 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, ... 4056
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.