Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн председателӗн тепӗр ҫумне палӑртнӑ. Ку должноҫе Олег Марков йышӑннӑ. Аса илтерер: суйлав хыҫҫӑн Олег Николаев ҫӗнӗ правительствӑра ҫавсенех, пӗринсӗр пуҫне, хӑварнӑ. Ун чухне вӑл Максим Иванова должноҫрен кӑларнӑ. Олег Марков ун вырӑнне йышӑннӑ. Вӑл Транспорт, Строительство, Ҫутҫанталӑк министерствисен тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн кураторӗ пулӗ.

Олег Марков унччен вице-премьер пулнӑ ӗнтӗ. Ку должноҫе вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Марков строительство министрӗ пулнӑ, анчах халӗ унӑн министр портфелӗ ҫук.

 

Республикӑра
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре нумай ҫемьеллӗ ачасене 300 пин тенкӗ парӗҫ. Ӑна виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан тивӗҫӗҫ. Ку 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасене пырса тивет.

Ку пулӑшӑва сахал тупашлӑ ҫемьесем, ашшӗ-амӑшӗ 35 ҫултан иртмен пулсан, тивӗҫме пултарӗҫ.

Ку йышӑвнӑва паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Вӑл 2025-2028 ҫулсенче вӑйра пулӗ. Кӑҫал 300 ҫемьене пулӑшма палӑртнӑ, ку тӗллевпе 30 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шӑла наркозпа сиплеме пуҫланӑ. Анчах пурне те мар, пӗчӗк ачасене.

Пӗтӗмӗшле наркозпа сиплекен операци пӳлӗмне Республикӑн ача-пӑча больницинче тепӗр хутчен ӗҫлеттерсе янӑ. Пӗчӗскерсене кун пек пулӑшу кӳрекен уйрӑма Республикӑн стоматологи больниципе пӗрле ӗҫлеттерсе янӑ.

Пӗтӗмӗшле наркозпа кариес анлӑ сарӑлнисене, шӑл тухтӑрӗсенчен тем пек хытӑ хӑракансене, вырӑнти анестикпа ҫыхӑннӑ аллергипе нушаланакансене, неврологи чирӗллисене, сусӑрсене, аутизм чирӗпе нушалакансене сиплеҫҫӗ.

 

Спорт
vk.com/gov_cap_ru пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/gov_cap_ru пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри паллӑ гимнаст Владислав Поляшов спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионачӗн финалне лекнӗ.

Ӑмӑрту Индонези ҫӗршывӗн тӗп хулинче, Джакартӑра, иртет.

Ентешӗмӗр Ҫӗр-планета ҫинчи сакӑр чи маттур атлет шутне лекнӗ. Вӑл пирӗн ҫӗршыв чысне мӑшӑр пӑрӑс ҫинчи хусканупа хӳтӗлӗ. Финал юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулса иртӗ.

 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑн кардиологи диспансерӗнче Уҫа алӑксен кунӗ иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче хальхинче 36 ҫынна йышӑннӑ, ҫӑв шутран тӑххӑрӑшӗ республикӑн тӗрлӗ районӗнчен килсе ҫитнӗ.

Уҫа алӑксен кунӗнче кардиологсем 23 пациента йышӑннӑ, ангиохирург — 7 пациента, 18 ҫынна эклектрокардиографи тата ытти комплекслӑ тӗпчев ирттерсех тӗрӗсленӗ.

Йышӑнӑва пынисенчен хӑшӗсен чӗри начар тапнӑ, теприсем чӗрен ревматизмӗпе аптӑранӑ, ытти кӑлтӑка та тупса палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри «Манӑн ФАП – чи лайӑххи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑх виҫӗ фельдшерпа акушер пунктне палӑртнӑ.

Ку йыша Муркаш округӗнчи Хорнуй ялӗнчи ФАП, Красноармейски округӗнчи Именкассинчи ФАП тата Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗнчи ФАП лекнӗ.

Ҫӗнӗ Катекри ФАП тӗслӗхлӗ пулнине те палӑртнӑ. Унти опытне республикӑри 21 фельдшерпа акушер пункчӗ тӗслӗх вырӑнне хурса ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра
tv.pgtrk.com сайтри сӑн
tv.pgtrk.com сайтри сӑн

Преступленисен йышӗ чакнӑ, анчах вӑрланӑ укҫа хисепӗ ӳснӗ. Ҫапла пӗлтерет республика прокуратури.

Кӑҫал 9 уйӑхра Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫасене 780 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Шел те, кунашкал преступленисене уҫӑмлатас шанчӑк пӗчӗк, мӗншӗн тесен чылай чухне палламан ҫынсем ют ҫӗршывсенчен шӑнкӑравлаҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра дропперсем (ултавҫӑсем ҫак ҫынсем урлӑ ӗҫлеҫҫӗ) тӗлӗшпе суда тавӑҫсем тӑратаҫҫӗ. Паянхи кун 219 ӗҫ (пӗтӗмпе 61,5 млн тенкӗ шыраса илме) пӑхса тухасса кӗтет.

 

Республикӑра
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫитес ҫул Чӑваш Енрен Азербайджана тата Турцие самолётсем вӗҫме пуҫласси пирки шантарнӑ. Кун пирки вӑл тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ.

Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Росавиаци «ИрАэро» авиакомпание Бакуна вӗҫме ирӗк пани пирки пӗлтернӗ, анчах политика лару-тӑрӑвне пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Анчах авиакомпани ҫак ӗмӗте пӑрахӑҫламан-мӗн.

Унсӑр пуҫне ҫуллахи расписание Турцие вӗҫекен рейс уҫасшӑн.

Махачкалапа Калининграда самолетсем килес ҫул та вӗҫӗҫ.

 

Республикӑра
mentoday.ru сайтри сӑн
mentoday.ru сайтри сӑн

Паян каҫхине Чӑваш Енре пурӑнакансене урама тухма сӗнеҫҫӗ. Мӗн тума тетӗр-и? Ккомета вӗҫнине курма.

Паян Lemmon ятлӑ комета вӗҫсе иртӗ. Вӑл Ҫӗр ҫийӗн юлашки хут 1300 ҫул каялла вӗҫнӗ.

Анчах, астрономсем каланӑ тӑрӑх, ӑна курма ҫӑмӑл мар: лайӑх фотоаппарат е телескоп кирлӗ.

Эппин, каҫхине урама тухма ан манӑр. Кун пеккине тата хӑҫан курайӑпӑр?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ЕНре пурӑнакан ҫынсен аллинче вӑтамран банк карттисем виҫшер.

Кӑҫалхи утӑ уйхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Ен ҫыннисем валли 4,3 миллион тенкӗ банк картти кӑларнӑ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран — виҫшер карттӑ.

Чӑваш Енре 952 банкомат тата 40 пин ытла POS‑терминал пур.

Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче 489,5 миллиард тенкӗлӗх 319 миллион транзакци пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, [93], 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, ... 4106
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 28

1918
108
Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ.
1968
58
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
17
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...