Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш хулинче пушарнӑйсем пилӗк ҫулти хӗрачана ҫӑлнӑ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ.
Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче 5 хутлӑ ҫурт хваттерӗнче пушар тухнӑ – унта япала типӗтекен машина ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ лавккана кайнӑ, машинӑна вара сӳнтерсе хӑварман.
Ҫулӑм мачча, стенасем тата япаласем ҫине куҫнӑ. Килте вара пилӗк ҫулти хӗрача пӗчченех пулнӑ. Амӑшӗ ӑна пӗрле илсе кайман, хӑварнӑ.
Тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене кӳршисем чӗннӗ. Вӗсем вырӑна ҫитсен хваттер алӑкне ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, пӗчӗк хӗрачана тӗтӗм ӑшӗнчен илсе тухнӑ. Ҫав самант тӗлне ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланса тӑнне ҫухатнӑ. Вӑйлах аптӑранӑскере Шупашкар хулинчи пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Валери ТУРКАЙ // 2456.23.6950
2026.06.29 10:55 | |
Аçтахар Плотников // 3206.55.3574
2026.06.29 13:39 | |
Мӗнле ҫырас теҫҫӗ — ҫапла ҫыраҫҫӗ. Хӑш термина суйласа илесси — хыпарҫӑсен ӗҫӗ. Терминсене сӳтсе явма 2.6-мӗш пунктпа чарнӑ. | |

"Пушарпа кĕрешекенсем" те çырсамăр! Кун пек кăштах вăрăмрах, анчах та тĕресрех, ЧĂВАШЛАРАХ!
Хисеплесе,
Валери УРКАЙ.
29.06.26