Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.9 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Изьяр кӳлӗ патне кайса килни

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.06.2026 12:18 | 121 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Хулара

Шӑматкун квадроциклпа ҫӗнӗ вырӑна, унччен пӗрре те кайса курман ҫӗре, ҫитсе курас терӗм. Квадриксемпе питбайксем тара парас енӗпе ӗҫлекен организацин Mototrip сайтӗнче Изъяр кӳлӗ патне мӗнле ҫитмелли маршрута курма тиврӗ — ҫав вырӑна суйларӑм. Сайтри схемӑра хӑш ҫулсемпе каймаллине лайӑх кӑтартса панӑччӗ. Ку вӑрӑмах мар ҫулҫӳреве шӑматкуна планласа хутӑм.

Бензин

Канмалли кунта квадроциклпа ӑҫта та пулин кайса килмешкӗн чи малтан хатӗрленме тиврӗ. Ҫулӗ ҫывӑх мар, ҫавна май бензинӗ сахал мар кирлӗ пулӗ тесе шутларӑм. Анчах, ҫак вӑхӑтра ҫӗршывра ҫунмалли шӗвекпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑх сиксе тухрӗ. Бакӗ, 30 литр кӗрекенскер, пушӑ марччӗ-ха ӗнтӗ, анчах эп ун пек ҫулҫӳреве тухма тӗплӗ хатӗрленме тӑрӑшатӑп. Ҫавна май тулли бак тултарас терӗм.

Эпӗ ытти чухне Лукойлта авӑрланма хӑнӑхнӑ. Хӗлле Татнефть АЗСӗсене ытларах суйлама сӗнчӗҫ. Анчах паянхи кунта ытлашши суйласа тӑма май ҫук ҫав. Ӑҫта пур, ҫавӑнта авӑрланма тивет.

Ҫула тухиччен темиҫе кун маларах ятарласа велосипед ҫине лартӑм та юнашарти заправкӑсене кайса пӑхрӑм. Лукойла кайрӑм — 92-мӗшпе 100-мӗш кӑна. Анчах квадроциклшӑн 100-мӗш юрӑхсӑр тесе пӗлтерчӗҫ. 92-мӗш сахалтарах тесе шутларӑм. Ҫаврӑнтӑм та инҫех мар вырнаҫнӑ Башнефть енне кайса пӑхрӑм — кӑсем хӑйсен заправкине те кӗртмеҫҫӗ. Тепӗр енне ҫаврӑнтӑм та хула енне каякан Вӑрнар ҫулӗ ҫинчи Ирбис заправкине кайса пӑхрӑм. Пурте пур, анчах питӗ хаклӑ. 95-мӗш 100 тенкӗ патнелле. Каялла Лапсаралла ҫаврӑнтӑм, Кӳкеҫ енне ҫул тытрӑм. Ҫатракасси ҫывӑхӗнчи Токо патне ҫитрӗм. Кусен те пур тӗсли те пур. Анчах, каллех хаклӑ. Ирбисӑнни пек пит хаклӑ мар, анчах тенкӗ ҫурӑ кӑна йӳнӗрех... Кӳкеҫелле пынӑ май унта вырнаҫнӑ Татнефте кӗрсе пӑхас терӗм. Хаксем вырнаҫнӑ хӑмана ӗненес-тӗк — пурте пур, анчах заправкӑна кӗртмеҫҫӗ, «техника тӑхтавӗ» ҫакса хунӑ... Кӳкеҫ умӗнче тата Дорисс заправки пурччӗ. Вӗсен 95-мӗш 85 тенкӗччӗ пулас. Анчах вӗсен заправки мӗнле ӗҫленине ӑнланса ҫитереймерӗм... Ӑҫта та пулин мана тивӗҫтерекенни тупӑнас пулсан квадроцикл ҫине ларса тухасшӑнччӗ те авӑрланасшӑнччӗ. Вӑл кун пулмарӗ. Лукойла кайса 92-мӗшне яма та пулатчӗ ӗнтӗ. Анчах лару-тӑру улшӑнӗ терӗм...

Тепӗр кунхине шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та Токо заправкине кайса авӑрланасах терӗм. Малтан Лукойла кайса пӑхрӑм. 92-мӗш пулсан унпа авӑрланасшӑнччӗ. Ку хутӗнче ӑнмарӗ — ним та ҫукччӗ. Ни 92-мӗш, ни 95-мӗш. Ҫаврӑнтӑм та Токо енне вӗҫтертӗм. Кунта вара нимӗнле черет те ҫук. Мӗн чухлӗ кирлӗ — ҫавӑн чухлӗ тултарса параҫҫӗ. Нумай пулмасть икӗ 5 литрлӑ канистра вырнаҫтарнӑччӗ — вӗсене те тултарса пачӗҫ. Ҫапла квадрика авӑрлама май килчӗ.

Шӑматкун ҫула тухсан ҫула май Шупашкар ГЭСӗ енне каякан ҫул ҫинчи Ирбиса кӗрсе тухрӑм. Бензиншӑн мар — кӑштах ҫырткалама. Ирхинех тухаймарӑм та апатланма ытлах вӑхӑт пулмарӗ. Кофе илтӗм, круассан... Хырӑма кӑшт апатлантарнӑ май йӗри-таврари лару-тӑрӑва пӑхса тӑтӑм. Вӑрнар ҫулӗ ҫинчи Ирбиспа танлантарсан кунта машшинсем авӑрланма чылай чарӑнкалаҫҫӗ. Лере бензинӗ пур пулсан та никама та кӗнине курмарӑм пулсан, кунта вӑл е ку колонка патӗнче ялан машина тӑратчӗ. Тата пӗр квадроцикл та пырса чарӑнчӗ. Вӗсемпе пӗрле ярӑнма май пулмӗ-ши тесе ыйтрӑм та вӗсем пушшех те пирӗн тӑрӑхрисем мар иккен, ҫула май кӑна кӗрсе тухнӑ. Квадроциклӗн номерӗ 86-мӗш регионӑнччӗ...

Изъяр патне каякан ҫул

Сосновка патне чиперех ҫитрӗм. Унта ҫитмелли ҫула ҫу уйӑхӗнчех шыраса тупнӑччӗ. Ку хутӗнче тулькӑш Октябрьски патӗнче Атӑл хӗррине антӑм. Ача чухне кунти кану ҫуртӗнче каннӑччӗ те ачалӑх аса килчӗ. Причалӗ ҫинче «ӗҫлемест» тесе ҫырнине асӑрхарӑм.

Сосновкӑран малалла Пролетарски посёлок енне ҫул тытрӑм. Кайран просекӑпа ҫурҫӗрелле каймаллаччӗ. Mototrip сайтӗнчи схемӑпа килӗшӳллӗн ҫулӗ чӑн та ҫавахччӗ, анчах чӑнлӑх самай урӑхла пулса тухрӗ. Хӗлле хыҫҫӑн ҫул ҫине йывӑҫ нумай ӳксе тулнӑ. Вӗсен пӗр пайне тасатнӑ, ҫула уҫнӑ, анчах пӗтӗмпех тасатса пӗтермен. Те тасатаканӗ ывӑнса ҫитнӗ, те бензинӗ пӗтнӗ. Пӗр вулла татма пуҫланӑ — татса пӗтермен...

Хампа пӗрле бензопӑчкӑ илсе тухнӑччӗ. Тӑрук кирлӗ пулӗ тесе. Чӑн та ахаль илсе тухман иккен. Хӑш-пӗр йывӑҫ вуллисем самай тачкаччӗ. Вӗсене пуртӑпа татса халтан кайӑн.

Бензопӑчкӑна темиҫе хут ҫыртса лартрӗ. Юрать, эп опытлӑскер: хампа пӗрле тепӗр комплект цепь, шина илсе тухнӑччӗ. Пуртти те пурччӗ, анчах пуртӑпа 30–40 см вулла вакла-ха... Халтан кайӑн. Пӗрре ҫинҫе турата каснӑ чухне ҫыртса лартрӗ-ха та — ун чухне чӑн та шинӑна улӑштарса тӑмарӑм, пуртӑпа ирӗке кӑлартӑм.

Икӗ сехет тасатса пытӑм пуль. Алӑ сулса каялла ҫаврӑнас шухӑш та пурччӗ. Анчах пӗрре малалла пӑхрӑм та — ҫула пӳлекен йывӑҫсем ҫуккине асӑрхарӑм. Чӑн та ҫурҫӗр енчен те тахӑшӗ тасатма пуҫланӑ. Вӑт, ҫав вырӑна ҫитрӗм те — малалли ҫул тап таса пулса тӑчӗ. Газне пусса Изьяр кӳлли патне вӗҫтересси кӑна юлчӗ.

Изъяр кӳлли

Изьяр кӳлли хӑйне евӗр темелле. Ҫармӑсларан куҫарсан вӑл «Пӗчӗк кӳлӗ» тени пулать. Чӑн та пысӑках мар вӑл. Халӑх кунта канма ҫӳрет. Анчах кӳлӗ хӗррине ҫӳпӗлесе пӗтернине курмарӑм. Пӗри вӑлтапа ларатчӗ. Ҫыранӑн тепӗр енче йышпа канма килнӗччӗ. Темле хӑма ҫине тӑрса кӳлӗпе ишекенсем те пурччӗ.

Вӑт хӑш япалана ӑнлансах каймарӑм: ҫыранӑн тепӗр енчи ушкӑн музыка кӗрлеттеретчӗ. Музыка итлеме хваттерте те пулать мар-и? Ҫутҫанталӑка тухсан кайӑк сассине итлемелле мар-ши? Тунц-тунц тунине итличчен кайӑксен сасси самай хитререх-ҫке... Пӗтӗм тавралӑха вӗсен музыки илтӗнетчӗ.

Кӑштах ҫырткаларӑм та пуҫра юлнӑ маршрутпа малалла ҫул тытрӑм.

Каялла таврӑнни

Каялла кайнӑ чухне йывӑҫсемпе хупланса тӑракан ҫул пулмарӗ. Ку ҫулпа нумайӑшӗ Изъяр патне ҫӳрет пулас — ҫавна май ӑна тахҫанах тасатнӑ.

Темиҫе ҫул каялла кунта пушар тухнӑччӗ. Йӗри-тавра пӑхкаланӑ май  ҫамрӑк йывӑҫсем самай ӳснине курса пытӑм. Ҫул айккинче ҫӗрӗк вулӑсем та вырткалатчӗҫ — кӑсем, ахӑртнех, пушар хыҫҫӑн юлнисем.

Киле ҫитсен хамӑн маршрута Mototrip сайтӗнчи схемӑпа танлаштарса пӑхрӑм. Эп кӑшт урӑхларах кайнӑ иккен. Вӗсен ҫулӗ кӑштах шурлӑх урлӑ иртет. Эпӗ вара унччен маларах тупнӑ хӑнӑхнӑ ҫулпа вӗҫтертӗм.

Йӑлӑм енчен вара кунта килнӗ ҫулпала — ЛЭП ҫулӗпе таврӑнтӑм. Квадроциклпа кунта йышлӑ ярӑнаҫҫӗ. Прокатрисем. Уйрӑм ҫынсене те тӗл пултӑм. Пӗччен ярӑнма йӑлӑхтарса ҫитернӗрен вӗсен телефонне илтӗм. Тен, тепрехинче пӗрле ярӑнӑп. Иккӗн-виҫҫӗн хӑрушсӑртарах.

Каялла таврӑннӑ чухне Татнефть заправки патӗнчен иртрӗм. Машшинсем ҫукччӗ, анчах «техника тӑхтавӗ» тесе ҫырса ҫакни те ҫукччӗ. Вӗсем патне кам та пулин кӗнине курмарӑм та пустуй вӑхӑта ирттерсе кӗрсе тӑмарӑм. Хаксен хӑми ҫинче вара пур тӗслӗ бензин та пуррине кӑтартатчӗ.

Авӑрланасса вара каллех Ҫатракасси патӗнчи Токо заправкине кӗрсе авӑрлантӑм. Пурӗ 16 литр тӑкакланӑ иккен... 160 километр ярӑннине шута илсен 100 ҫухрӑм ҫине квадроцикл вӑтамран вунӑ литр ҫиет. Апла пулин те ҫулҫӳреве тулли бакпа ялан тухатӑп. Йӑлӑм енче тем тесен те нимӗнле заправкӑ та ҫук. Ҫавӑнпа тепӗр ҫулҫӳрев валли тӳрех авӑрласа хутӑм та.

Хыҫран калани

Киле кайиччен Попой патӗнчи кӗре каҫӑна тӗрӗслесе пӑхас терӗм. Ҫапла май Ассакасси патӗнчен иртнӗ чухне мана пӗри чарчӗ. «Эсӗ мар-и квадроцикл сутатӑн?» — тет. «Ҫук» — тетӗп. Иккен, юнашар ялтисем сутаҫҫӗ. Манашкал тӗслиех, манашкал маркӑллиех... Мана чараканни сутӑҫпа тӗл пулма килнӗ иккен. Эпӗ ҫав сутакан ҫын тесе шутланӑ. Калаҫкаларӑмӑр та — эпӗ кӗре каҫӑна тӗрӗслеме ҫул тытрӑм, вӗсем сутӑҫ патнелле ялалла кӗрсе кайрӗҫ.

Кану кунӗ ҫапла вӗҫленчӗ. Ӑна квадроцикл темӑллӑ кун теме пулать.

 

27.06.2026

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#кану, #Изьяр, #кӳлӗсем, #бензин, #Ҫатракасси, #Лукойл

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Алексин // 3626.76.2413
2026.06.28 13:17
Лайӑх статья. Уйрӑмах вак-тӗвексене, чӑрмав таврашне тӗплӗ уҫса панине вулама аван.
Тимер Акташ // 8692.6.6331
2026.06.28 13:55
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем