|
Хулара
![]() «Контактри» сӑн Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрлет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗнче ҫӑлтӑрпа зарядка иртет. Хальхинче кам килӗ? Кӑҫал сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене Вячеслав Василевский зарядка тутарӗ. Вӑл — тӗнче чемпионӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, паллӑ телеертӳҫӗ. Вӑл Хула кунӗнче «Ҫӑлтӑрпа – зарядка» акцие ирттерӗ. Унпа пӗрле тӗнчен нумай хут чемпионӗ Алексей Соловьев та сцена ҫине тухӗ. Кӑҫал акци Юрӑ уйӗнче ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрти Долговсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ. Анатолий Ивановичпа Татьяна Валентиновна 1975 ҫулта ташӑ каҫӗнче паллашнӑ та унтанпа уйрӑлман. Татьяна Валентиновна ача пахчинче физкультура инструкторӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ. Анатолий Иванович ҫар чаҫӗнче тимӗрҫӗ пулнӑ, кайран «Электравтомат» савутра вӑй хунӑ. Вӗсем халӗ те хастар. Ҫемье пуҫӗ ҫутҫанталӑкра пулма юратать, кил хуҫи хӗрарӑмӗ бассейна ишме ҫӳрет. Мӑшӑр ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: пӗр-пӗрне хисеплемелле, пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nar-schkola.narod.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ку Чкалов ячӗллӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче пулнӑ. Тракторист тырӑ типӗтмелли хатӗре тырӑ панӑ чухне хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл мӗнле сӑлтава пула вилнине пӗлтермен. Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ ӗҫ-пуҫа тишкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() mgppu.ru сайтри сӑн Украина ҫыннисем Шупашкарти 14-ри арҫын ачана вербовка тума хӑтланнӑ Арҫын ача туссем тупас тесе анлӑ сарӑлнӑ паллашу платформинче регистрациленнӗ те темле «Ольӑпа» калаҫма тытӑннӑ. Кӑштахран хӗр курнӑҫма тесе ӑна хӑйӗн координачӗсене ярса пама ыйтнӑ. Каччӑ ярса панӑ хыҫҫӑн ун патне видео килнӗ, унта ӑна темӗн те каласа хӑратнӑ. Видеора Украина формине тӑхӑннӑ арҫын пулнӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен «полицейски» тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Саккуна пӑснӑ тесе вӑл арҫын ачан ашшӗ-амӑшӗн ятне-шывне, ӑҫта ӗҫленине ыйтса пӗлнӗ. Нумай вӑхӑт хӑратса (ҫемйине вӗлерессине те каланӑ) пурӑннӑ хыҫҫӑн палламан ҫын арҫын ачана задани панӑ: Чӑваш Енри оборона предприятине видео ӳкерсе ярса памалла. Ача хӑраса ӳкнипе кун пирки никама та каламан, задание пурнӑҫланӑ. Кайран ӑна бензин туянма хушнӑ. Юрать-ха, ҫавӑн чухне телефонпа калаҫнине амӑшӗ илтнӗ. Ҫемье кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 35 ҫулти парикмахер ултавҫӑсене ӗненсе 1,4 миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ. Малтан ун патне налук инспекцийӗн ӗҫченӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Ӑна ӗненсе хӗрарӑм патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи хӑйӗн уйрӑм пӳлӗмне кӗмелли кода каланӑ. Унтан ытти служба ӗҫченӗ текенсем шӑнкӑравлама тапранса кайнӑ. Вӗсем хӗрарӑма кредит илме тата унччен пухса пынӑ укҫана «хӑрушсӑр счёт» ҫине тесе ултавҫӑсене куҫарса пама хистенӗ. |
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енре Ҫырла фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Хальхипе ӑна виҫҫӗмӗш хут йӗркелӗҫ. Унта республикӑри пахчаҫӑсем, фермерсем, ҫырла ҫитӗнтерекенсем пухӑнӗҫ. Фестивальте тӗрлӗ продукци, хуҫалӑхра кирлӗ хатӗрсем туянма май пулӗ. Ҫавӑн пекех спикерсем лекцисем вулӗҫ. Унсӑр пуҫне фестиваль хӑнисемпе ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Уявра концертпа киленме те, лотерейӑна хутшӑнса парнесем выляса илме те май пулӗ. Фестиваль Шупашкарта ҫак адреспа иртӗ: Машиностроительсен проспекчӗ, 1-мӗш ҫурт, 16-мӗш строени. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ, ҫитсе курма тӑрӑшӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Шалт ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ. «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче ирхи 4 сехет тӗлӗнче Патӑрьел районӗнчи 42 ҫулти арҫын «ГАЗ» машинӑпа хирӗҫ килекен ҫул ҫинчен хӑйӗн ҫулӗ ҫине тухма хӑтланса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Фургон «Фольксваген Транспортера» айккипе пырса лекнӗ хыҫҫӑн «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ 45-ри хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. «Фольксвагенри» икӗ ача аманнӑ, вӗсене тухтӑрсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн «Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумне, Чӑваш Енӗн экс-премьерне Наталия Партасовӑна II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев савутра пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл ӑна наградӑна панӑ. Сӑмах май, 2020 ҫулта Наталия Юрьевна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах вӑл Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви чӑваш чӗлхине шкулсенче вӗрентесси питех те аван пулса пынине пӗлтернӗ. Кун пек хурава Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗҫлекен Александр Степанов патне те ярса панӑ. Александр Марсович пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх ҫурӑ каялла республикӑри вӗрентекенсем тӳре-шара патне нумай чӗлхеллӗ классем (шкулсем) уҫасси тата вӗсенче чӑваш чӗлхине тарӑннӑн вӗрентесси пирки ҫырнӑ. «Ну мӗнех, ку ҫырупа килӗшӳллӗн, чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру питӗ аван», — кӑшт тӗлӗнсерех хыпарланӑ Александр Степанов хӑйӗн страницинче. 159 шкулта пуҫламӑш классенче вӗренекенсем пур предмета та (вырӑс чӗлхипе литература вулавӗсӗр, ют чӗлхесемсӗр пуҫне) чӑвашла вӗренеҫҫӗ иккен. «Чӑннипе каласан, хамӑр республикӑшӑн «савӑнмалли» кӑна юлать. Паллах, ӗненес килет, кун ҫинчен ҫырура каланӑ, ӗҫлӗ ушкӑн хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫласса шанатӑп», — пӗтӗмлетнӗ хастар вӗрентекен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() НТРК сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш тӑрӑхӗнче ҫырла та туса илеҫҫӗ. Республикӑри ҫырла плантацийӗн ҫурри ҫав тӑрӑхра. Хӑш-пӗр ҫӗрте (сӑмахран, Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра) ҫак ӗҫе пӑрахӑҫланӑ пулсан Муркаш районӗнчи Мичурин ячӗллӗ агрофирмӑра ку енӗпе паян та ҫине тӑраҫҫӗ. Темиҫе кун каялла унта хура хурлӑхан татассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫи Борис Михайлов Чӑваш Енӗн Наци телекуравне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫырлана 100 ытла гектар ҫинче татмалла. Хуҫалӑхра йӗплӗ хурлӑхан та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
