Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче хӑрушсӑрлӑх системисене ҫирӗплетес ӗҫ малалла пырать: ҫӗнӗ сирен комплексӗсем, бетон хӳтлӗхсем вырнаҫтараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку эрнере Николаев тата Афанасьев урамӗсенче сирена комплексне выранҫтарнӑ. Иртнӗ эрнере хулара ултӑ бетон хӳтлӗх лартни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр: вӗсем Хӗрлӗ тӳремре, «Андриян Николаев космонавт урамӗ», «Таможня», «Хула ҫум автовокзалӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче тата кӳлмекре Анне хӳтӗлевҫӗ палӑкӗ умӗнче вырнаҫнӑ.
Станислав Трофимов хыпарланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне хулара пӗтӗмпе 21 бетон хӳтлӗх лартнӑ. Ҫитес эрне вӗҫӗччен тепӗр икӗ бетон хӳтлӗх вырнаҫтарма палӑртнӑ.
