|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ округӗнчи 66 ҫулти арҫын пӗр эрнере тӑватӑ велосипед вӑрланӑ. Нумаях пулмасть суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫри лавкка умӗнче велосипед тӑнине асӑрханӑ, тытнӑ та ӑна илсе ларса кайнӑ. Ку кӑна мар, ҫӗртмен 15-мӗшӗччен вӑл тепӗр виҫӗ велосипед вӑрланӑ. Ҫакӑ паллӑ: арҫын судпа унччен те айӑпланнӑ. Хальхинче суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1,6 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын велосипедсене хуҫисене тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку канмалли кун, авӑнӑн 6-мӗшӗнче, «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети пулӗ. Йӑлана кӗнӗ пекех, спортсменсем Шупашкарти «Олимпийский» стадиона пухӑнӗҫ. Андриян Николаев космонавта халалланӑ эстафета кӑҫалхипе 87-мӗш хут иртӗ. Унта ҫемье командисем, шкул ачисем, студентсем, спорт ветеранӗсем, журналистсем, патшалӑх служащийӗсем хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ дистанцире тупӑшаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне стадионра ирхи 9 сехетре ГТО нормативне пама пулать. Ӑмӑртусем 10 сехетре пуҫланӗҫ. Регистраци – 8 сехетре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Телеграмри t.me/mash каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Мускавра пилотсӑр ҫӳрекен трамвайсем пуҫласа ҫула тухнӑ. Вӗсем 10-мӗш маршрутпа, «Щукинская» метро чарӑнуран пуҫласа Таллин урамӗ пуҫланнӑ ҫӗре ҫитеҫҫӗ. Проектшӑн яваплисем ӗнентернӗ тӑрӑх, пилотсӑр трамвай чарӑнӑва аякранах тата таҫтанах курать, алӑк уҫмаллине, чарӑнмаллине, хӑвӑртлӑха ӳстерсе чакармаллине тата ыттине самантрах ӑнланса илет. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑхӑнать. Маршрута сантиметр таран пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактри» сӑн Республикӑра ҫак кунсенче ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлнӑ. Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнчи ФАП пысӑк – 80 тӑваткал метр. Унта Брайль шрифчӗпе навигаци системи те пур. Ку ФАПра 400 ытла ҫынна медпулӑшу парӗ. Вӑрнар округӗнче вара Уйкас Кипекре тата Хирупуҫра ФАПсем уҫӑлнӑ. Ҫак икӗ медпункта пӗтӗмпе 600 яхӑн ҫын ҫӳрӗ. Сӑмах май, Вӑрнар округӗнче 39 ФАП ӗҫлет. Юлашки 5 ҫулта унта 14 медпункт хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Муркаш округӗнчи ҫӑлавҫӑсен кил хуҫисене ҫӗленрен ҫӑлма кайма тивнӗ. Ку авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Нискассинче пурӑнакан арҫын килте тирпейленӗ чухне ҫӗлен пулнине асӑрханӑ. Вӑл самай пысӑк пулнӑ. Кил хуҫи тӳрех ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Анчах ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен ҫӗлен урама шуса тухса кайнӑ. Килте ҫӗлен асӑрхасан мӗн тумалла-ха? Чи малтан тавралла пӑхмалла. Тен, унта татах пур. Кайран майӗпен айккинелле кайса ҫӑлав службине шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шупашкар округӗнчи Бичурин музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта вырӑн та нумайланнӑ. Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музея кӑҫал ҫуркунне ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн унта хӑйне евӗр экспонатсене упрамалли ҫӗнӗ вырӑнсем тупӑннӑ. Сӑмах май, музейра хальхи вӑхӑтра 12 пин ытла экспонат упранать. Палӑртса хӑварар: музея юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 12,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ скриншот Чӑваш Енре пурӑнакансем машина кредитпа туянаҫҫӗ. Вӑтамран 1,2 миллион тенкӗ илеҫҫӗ, ӑна 5 ҫул та 3 уйӑх хушши тӳлесе пыраҫҫӗ. Автокредит утӑ уйӑхӗнче илнисем вӑтамран 1,18 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Вӑл укҫана вӗсем 63,6 уйӑхра тӳлесе татасшӑн. Ку цифрӑна Кредит историйӗн наци бюровӗ пӗлтернӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтамран 1,24 миллиион тенкӗ автокредит илнӗ пулсан 2024 ҫул вӗҫӗнче ку сумма 1,09 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Петӗр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 75 ҫул тултаратчӗ. Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ – Юрий Исаев, Владимир Степанов тата Олег Кульев – поэтӑн тӑван ялӗнче, Красноармейски тарӑхӗнчм Упаҫырми ялӗнче, пулнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательстви халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ. Калем ӑстисем Петр Яковлевичӑн арӑмӗпе Светлана Зиновьевнӑпа курса калаҫнӑ, унтан ҫӑва ҫине кайса килсе поэта асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти кивӗ Правительство ҫуртне юсаса ҫӗнетме тата тепӗр 4 миллион та 775 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку укҫана юсавпа реставраци ӗҫӗн документацине ҫӗнетме уйӑрма йышӑннӑ. Юсав ӗҫне 2022 ҫулта пуҫӑннӑ. Пӗрремӗш контракта Хусанти «Консорциум Строительных Компаний» предприяти алӑ пуснӑ. Иккӗмӗш контракта та унпах алӑ пуснӑ. Унӑн виҫи 616,06 млн тенкӗпе танлашнӑ. Кайран контрактпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухсан контракта пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи 75-ри арҫын авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче фура айне пулнӑ. Фура пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыман-мӗн, хирӗҫ килекен машинӑсенчен пӗри автомобиле хӑрушлӑх пирки систерме хӑтланнӑ. Анчах пысӑк машина ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ ватӑ ҫине пырса кӗнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 20 сехетре М-7 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шар курни кам иккенне унӑн арӑмӗ ирхине ҫеҫ палӑртма май килнӗ. Унӑн арӑмӗ упӑшки киле таврӑнманран йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
