Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
«Пуринчен малтан» ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пуринчен малтан» ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш ялӗнче пурӑнакан, халӑх тетелӗнче хӑйсен пурнӑҫӗпе хастар паллаштаракан авторсем (халӗ ун пек ҫынсене блогер теҫҫӗ) «Медиаполе» (чӑв. Медиауй) наци премийӗн финалне лекнӗ.

Вӗсем – Муркаш тӑрӑхӗнчи Валерий Егоровпа Канаш тӑрӑхӗнчи Денис Козлов.

Ҫак икӗ арҫын ҫитес эрнере Мускава, конкурсӑн финалне хутшӑнма кайса килӗҫ.

«Пуринчен малтан» ТГ-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Егоров – агроблогер. Вӑл ҫемйипе 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерет. Денис Козлов хӑйӗн блогӗнче ял пурнӑҫӗпе паллаштарать.

Конкурса 79 регионти 1583 ҫын хутшӑннӑ, финала 100 ҫынна суйласа илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16641?single
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Светлана Орешкинӑн алли чӑн та ылтӑн. Вӑл чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗсене тӗлӗнмелле илемлӗ ӑсталать.

Ку ӗҫ пӗрре те ҫӑмӑл мар. Хатӗрсене вӑл вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталать. Светлана юрлас-ташлас енӗпе те пултаруллӑ. Вӑл «Уяв» ансамбльте юрлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_80427
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шӑмӑршӑ округӗнче пурӑнакан Мироновсем ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Вӗсем виҫӗ ача ӳстернӗ, халӗ пилӗк мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Нина Михайловнӑпа Николай Александровичӑн историйӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Нина водительте ӗҫлекен Николайпа паллашнӑ. Икӗ ҫул туслӑ ҫӳресен ҫамрӑксем пӗрлешнӗ.

Николай Александрович районти пульницӑра 30 ҫул ытла водитель-механикре ӗҫленӗ, вӑл – ӗҫ ветеранӗ. Нина Михайловна ял хуҫалӑх управленийӗнче, ял канашӗнче тата почтӑра вӑй хунӑ.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки «КазанДА» конкурсра ҫӗнтернӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: ку конкурс Хусанта иртнӗ, унта ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 4-мӗш курс студентки Алсу Сафиуллина I степенлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Вӑл «Вокал. Соло. Эстрада юрри» номинацире мала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15654
 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен ачасем паллӑ юрӑҫпа Элвин Грейпа тӗл пулнӑ.

Элвин Грей пӗлӳ ҫуртӗнче иртнӗ «Чӑнкӑ тӗлпулу» мероприятие хутшӑннӑ.

Унӑн чӑн ячӗпе хушамачӗ – Радик Юльякшин. Вӑл тутарла, вырӑсла, пушкӑртла юрлать.

Паллӑ юрӑҫ ачасене музыка карьерине мӗнле пуҫланине, хӑй мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине каласа кӑтартнӑ.

Сӑмах май, вӑл ҫак кунсенче Шупашкарта концерт лартнӑ. 38-мӗш шкул ачисене те билетсем парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15655
 

Персона
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн вокал енӗпе ӗҫлекен педагог-репетиторӗ, Раҫҫей тата чӑваш халӑх артисчӗ, профессор, Анатолий Канюка 85 ҫул тултарнӑ.

Анатолий Романовичӑн ӳнерти ҫулӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Ун чухне вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ӳнерӗн педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн опера труппине йышӑннӑ.

Анатолий Канюка Чӑваш Енӗн опера сценин чи паллӑ тенорӗсенчен пӗри шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-6590682_31194
 

Культура
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ
Росреестр сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкула культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл вӗренӳ учрежденийӗ хулари Владимир тӑвӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Шкула 1950 ҫулта ҫӗкленӗ. Малтан шкул хальхи 36-мӗш ача пахчи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ, 1959 ҫулта кӳршӗллӗ ҫурта куҫнӑ.

Шкула классика зодчествин формиллӗ туса лартнӑ. Тӑватӑ хутла ҫурта П саспалли евӗр купаланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/rosreestr21/1796
 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Лапсарти А.И. Тихонов олимп чемпионӗн ячӗллӗ спорт шкулӗнче Валерий Львов боксёра асра тытса асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Валерий Константинович асӑннӑ шкулта 2013 ҫултанпа ӗҫленӗ – спортпа массӑллӑ ӗҫ енӗпе директорӑн ҫумӗ пулнӑ, каярах инструктор-методист пулса тӑрӑшнӑ.

Асӑну хӑмине уҫма спортсменсем, тренерсем, спорт ветеранӗсем пырса ҫитнӗ.

Валерий Львов 1953 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Белградра тӗнче чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн тата Мари Элӑн тава тивӗҫлӗ тренерӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри суд приставӗсен сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри суд приставӗсен сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын кредит илнӗ те уншӑн тӳлеме васкаман. Пӗтӗмӗшле парӑм виҫи 750 пин тенке ҫитсе кайнӑ.

Арҫын парӑма тӳлесе пыманран суд приставӗсем унӑн «БМВ» машинине арестленӗ. Автомобиле сутасран хӑранипе арҫын парӑма тӳлесе татнӑ. Кредит парӑмӗсӗр пуҫне вӑл суд приставӗсене тӳлемелли укҫана та, пурӗ 50 пин тенкӗ, кӑларса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
 ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗнсе каймалла кӗвӗҫ чунлӑ пулнӑ.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхине 40-ри арҫын хӑй килӗштерекен хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗн килӗ умӗнче хайхи унчченхи упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Ӑна вӑл пӑрӑҫлӑ баллонран сирпӗтнӗ. Сӑмах май каласан, унччен вӑл хӗрарӑма хӗненӗ, ӑна уншӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Хальхинче арҫынна суд 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, [120], 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, ... 4152
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче дисциплина, ӗҫе йӗркелеме пӗлни кирлӗ, васкани йӑнӑштарма пултарӗ. Чи кирли пирки кӑна шутлӑр, ак-тӗвекпе ан сапаланӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сӗнӳсем парас килӗ, анчах ҫакна асӑрханса тӑвӑр, йӑлӑхтармӑш пек ан пулӑр. Канмалли кунсене ӗҫри ыйтусенчен хӑпса ҫутҫанталӑкра ирттерсен аван.

Ака, 30

1909
117
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...