Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Атӑл леш енче санатори ҫывӑхӗнче икӗ каччӑ ҫухалнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулти икӗ каччӑ шывра путнӑ. Вӗсене пӗр ҫын ҫӑлма тӑрӑшнӑ, анчах май килмен.

Инкек 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланнӑ, пысӑк хумсем тухнӑ. Унта пулнӑ ҫынсем икӗ каччӑна хум хупланине, ун хыҫҫӑн вӗсем ишсе тухайманнине курнӑ. Вырӑна полицейскисем, тухтӑрсем, ҫӑлавҫӑсем килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/97963
 

Хулара
Юрий Коновалов тунӑ сӑн
Юрий Коновалов тунӑ сӑн

Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт стени ҫине чӑваш хӗрарӑмне ӳкерни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӗҫ вӗҫленнӗ - мурал хатӗр.

Аса илтерер: ӗҫ авторӗ - ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель. Вӑл чӑваш хӗрарӑмне ҫӗртме уйӑхӗн24-мӗшӗнче ӳкерме тытӑннӑ.

Сӑмах май, ҫуртӑн тепӗр стени ҫинче - Андриян Николаев космонавт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_68487
 

Республикӑра
rus-kostroma.ru сайтри сӑн
rus-kostroma.ru сайтри сӑн

Паян республикӑра вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр округра ялсем электричествӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе - 15 ял.

Вӑрнар округӗнче - икӗ, Элӗк округӗнче - пилӗк, Шупашкар округӗнче - ултӑ, Улатӑр округӗнче - пӗр, Улатӑр хулинче пилӗк урам ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав вырӑнсенче авариллӗ бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ ӗҫсене май килнӗ таран хӑвӑрт пурнӑҫлама хушнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/97940
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче шӑрӑх рекорд лартнӑ. Термометр ҫак кунсенче 33,3-34,3 градус кӑтартнӑ. Ун пекки 65 ҫул пулман.

Шӑрӑх хӑҫан чакӗ? Ыран, шӑматкун, шӑрӑх пулӗ-ха. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр е пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Вырсарникун вара кӑшт уҫӑлтарӗ. Каҫхине те самай уҫӑрах пулӗ - вырсарникун ҫӗрле 13-18 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ.

Тунтикун та шӑрӑх 30 градуса ҫитмӗ. Ытларикун вара каллех шӑрӑх пуҫланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл эрне вӗҫӗчченех пулӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрмар округӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ.

Пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Шывра сиенлӗ япаласен виҫи пысӑк мар-и? Ҫаксене палӑртма пӗвери шыва тӗрӗслеме илнӗ. Тӗрӗслеве Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫывӑх вӑхӑтра паллӑ пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_385553
 

Республикӑра
darminaopel.ru сайтри сӑн
darminaopel.ru сайтри сӑн

Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх тӑрук нумайланнӑ.

Нумаях пулмасть 11 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Ӑна ҫӗлен сылтӑм аллинчен сӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн анафилактика шокӗ пулнӑ, Квинке шыҫҫи пуҫланнӑ.

Пулӑшма ҫитнӗ фельдшер бригади реанимаци чӗннӗ. Унти тухтӑрсем ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Кайран ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Палӑртмала: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче юлашки 5 ҫулти рекорд ҫӗнелнӗ: ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх нумай.

 

Хулара
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртра ҫулталӑкри ача чӳречерен ӳкнӗ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ.

Ку 13 сехетре пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ачапа килте амӑшӗ пулнӑ. Вӑл йӑпӑртлӑха тепӗр пӳлӗме тухнӑ, чӳречене кӑшт уҫӑ хӑварнӑ.

Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна тухтӑрсем сиплеҫҫӗ.

Аса илтерер: ҫу уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 5 ҫулти ача пиллӗкмӗш хутран ӳксе аманнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome
 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Мари Элта пурӑнакан, судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ ҫын сусӑр арҫынна 800 пин тенкӗ ытла кредит илтерттернӗ. Ӳкӗте кӗртме ӑна тепӗр ҫын та пулӑшнӑ-ха (унпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе уйрӑм тӗпчеҫҫӗ).

65 ҫулти арҫын инсульт тӳссе ирттернӗ хӑйне начсар туйа. Ултавҫӑсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ. Вӗсем ӑна автокредита хӑйӗн ячӗпе илме ӳкӗте кӗртнӗ, укҫана хӑйсем тӳлесе тӑма шантарнӑ.

Сусӑр арҫын итленӗ, Шупашкарти салонсенчен пӗринче кредитпа машина туяннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрнери прпокуратура 70 ҫулти арҫынна хӳтӗленӗ. Лешӗ улатвҫӑсене пула шар курнӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 70 ҫулти хӗрарӑм патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, хӗрӗ ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ, ӑна васкавлӑн операци тумалла тесе хӑратнӑ. Операци тума укҫа кирлине пӗлтернӗ. Пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑм курьер урлӑ 300 пин тенкӗ тыттарса янӑ.

Укҫа патне пынӑ ҫын Чулхула облаҫӗнчи 33 ҫулти арҫын пулнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан вӑл тӑкакӑн пӗр пайне, 150 пин тенке, саплаштарнӑ.

Шар курни ватӑ ҫын пулнине кура прокуратура кинемее хӳтӗлесе ытти укҫана та шыраса илме суда тавӑҫпа тухнӑ. Ултавҫа вара 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

 

Культура
«Песни от всей души» кӑларӑм видеовӗнчен илнӗ скриншот
«Песни от всей души» кӑларӑм видеовӗнчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енри «Формат» дуэт Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» передачине хутшӑннӑ. Аса илтерер, шоуна «Раҫҫей 1» телеканлапа шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен каҫхине кӑтартаҫҫӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем «Ой, калина, ой, малина» юрра шӑрантарнӑ. Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑтартнӑ.

Руслан Абрамов Услапа ялӗнчен. Вӑл 11 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, кӑштахран ашшӗне те ҫухатнӑ. Арҫын ачана аппӑшӗ Людмила ӳстернӗ. Вӑл та кӑларӑма хутшӑннӑ май «Белая берёза» юрра шӑрантарса панӑ.

Владимир Ермолаев Шӗнерпуҫ ялӗнчен. Унӑн ашшӗ хуткупӑсҫӑ пулнӑ, анчах ача тӑваттӑра чухне унӑн ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, [125], 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, ... 3795
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...