Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем курса ҫуреме питех те юратаҫҫӗ. Шӑпах вӗсем валли учрежденире «Социаллӑ туризм» преокт ӗҫлет. Ҫул ҫӳреме юратакансене ҫавна май хамӑр республикӑри кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ, кӳршӗллӗ регионсене те тухса ҫӳреҫҫӗ.
Ӗнер ӳрӗк ватӑсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулса курнӑ. Унта ҫитсен вӗсене чӑвашла тумлантарнӑ, кайран вӗсем комплекспа паллашнӑ. Комплекспа кӑна та мар, тӑван халӑх историйӗпе, культурипе, юрри-ҫеммипе, юмахӗ-халапӗпе.
«Яснаран» пирӗн пенсионерем питех те хавхаланса таврӑнчӗ. Мӗн чухлӗ ҫӗннине пӗлтӗмӗр тесе савӑнчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ центрӑн специалисчӗ Алешева.
