Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона ҫитес уйӑхра, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, уҫӗ. Ун чухне Ф. Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗҫ.

Театрти ҫӗнӗ хыпарсемпе учреждени директорӗ Елена Николаева «Время СВОих» программӑна хутшӑнакан Андрей Удиковпа тӗл пулсан паллаштарнӑ.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

ЧР Цифра министерстви Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шырать. Ҫавна май конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.

Документсене аванӑн 11-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта хутшӑнаканӑн аслӑ пӗлӳ пулмалла, кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ доожноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле.

Телерадиокомпани ҫулталӑк ытла ӗнтӗ директорсӑр. Унччен ку должноҫре Алексей Гурьянов ӗҫленӗ. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ.

 

Спорт
Дина Александрова архивӗнчи сӑн
Дина Александрова архивӗнчи сӑн

Чӑваш Ен спортсменки Дина Александрова марафонра пурне те парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.

Марафон Исландин тӗп хулинче Рекъявикире иртнӗ. 33 ҫулти Дина 42,2 ҫухрӑма 2 сехет те 35 минут та 51 ҫеккунт кӑтартупа вӗҫленӗ. Ку — Рекъявикири марафон трасси ҫинчи ҫӗнӗ рекорд.

Палӑртса хӑварар: Дина Александрова Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, вӑл Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, унтан Курск хулинче тренировкӑсем тума пуҫланӑ та 2 ҫухрӑмлӑ дистанцире Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ.

 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр хулинче ҫуралса ӳснӗ Артемий Репкин подполковник параатлетика енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери ҫар спорчӗн канашӗн чемпионатӗнче палӑрнӑ. Тупӑшу Эквадорта пулнӑ. Пирӗн ентеш диск ывӑтассинче ӑмӑртнӑ, вӑл спортӑн ку тӗсӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Сӑмах май, Артемий Репкин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, унта йывӑр аманнӑ. Сипленсе вӑй пухнӑ хыҫҫӑн вӑл спортзала занятитисене ҫӳреме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Енри ҫар комиссарӗн пулӑшуҫинче ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14571
 

Ҫутҫанталӑк
stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Синоптиксем ҫуллан юлашки эрни мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата каҫхине каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ытларикун уяртӗ. Юнкун вара каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк таврӑнӗ. Шӑматкун та, ахӑртнех, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрти районсенче термометр 30 градус патнеллех кӑтартӗ.

Ку эрнере вӑтамран 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах анӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланнине пула кӗрхи пек тумланма тивӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ те лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнчи Пысӑк Енккассинче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын пушарта шар курнӑ. Инкек кӑнтӑрла пулнӑ.

Кил-ҫуртриа япаласем, сӗтел-пукан ҫуннӑ. Кил хуҫи урама тухса ӗлкӗрнӗ-ха, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.

Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14573
 

Персона
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Филологи наукисен кандидачӗ Станислав Александров (Убасси) пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку хыпара ҫак йӗркесен авторӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен сайтӗнче паян курчӗ. Хыпара тӑватӑ кун каяллах, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.

Асӑннӑ институтра Станислав Алексеевич 1985–1987, 1989–1992 ҫулсенче литература пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, 2017–2018 ҫулсенче редакципе издательство пайӗн заведующийӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Станислав Алексеевич А.Н. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институтӗнчӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6247.html
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.

М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 73-ри хӗрарӑн инвестици платформине укҫа хывса пуяс тенӗ.

Пӗлтерӗве вӑл мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ консультант сӗннипе «бизнес-проекта» хӑй пухса пынӑ 300 пин тенке хывнӑ.

Укҫа процентпа таврӑнманнине кура вӑл хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ та пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе чупса каҫма тӑнӑ. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.

Васкакан хӗрарӑм ҫине «Тойота Королла» автомобиль пырса кӗнӗ, ҫуран ҫӳрекенпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шар курнӑ хӗрарӑм малалла темиҫе метра ыткӑнса кайнӑ.

Совет урамӗнчи 15-мӗш ҫурт патӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулнӑ инкекре хӗрарӑм вилнӗ.

Ҫӑмӑл машина водителӗ, 1997 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ, урах пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, [124], 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, ... 4091
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 08

1931
95
«Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1952
74
Угаслов Николай Фёдорович, 3-мӗш ЧНК Президенчӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Степанов Владимир Васильевич, прозаик ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...