Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

А.Г. Николаев ячӗпе хисепленекен Шупашкарти аэропорт иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑр ҫине куҫнӑ.

Ҫӗнӗ тапхӑр ҫине куҫнӑ май расписанире хӑш-пӗр улшӑну пулса иртнӗ. Сӑмахран, самолетсем Питӗрпе Мускава каймалли вӑхӑта улӑштарнӑ. «Аэрофлот» самолёчӗ Шупашкартан Мускава каллех ирхи 7 сехетре вӗҫсе кайӗ, кунта вӑл 23 сехет те 30 минутра вӗҫсе килӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес канмалли кунсенче Шупашкарта, ял хуҫалӑх ярмӑрккисем уҫӑлӗҫ. Вӗсем ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен кашни шӑматкунпа вырсарникун 9-14 сехетсенче ӗҫлӗҫ.

Ярмӑрккӑсем виҫӗ лапамра вырнаҫӗҫ: «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер урамӗнчи 11-мӗш «а» ҫурт умӗнчи фермер суту-илӳ речӗсенче.

 

Раҫҫейре
m.ok.ru сайтри сӑн
m.ok.ru сайтри сӑн

Вӑрҫӑ пирки хывнӑ «Катюша» юрӑ Мускавра иртнӗ «Навруз» уявӗнче тӑватӑ чӗлхепе янӑранӑ

Кӑҫал уяваТӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Сцена ҫинче вӑрҫӑ юррисем чылай янӑранӑ. Вӗсенчен пӗри — «Катюша». Ӑна таджикла, казахла, вырӑсла тата чӑвашла юрланӑ. Чӑвашла версине Мускав хулинче пурӑнакан Алена Силпи юрӑҫ шӑрантарнӑ.

 

Спорт
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем 4 медальпе таврӑннӑ. Вӗсем Мурманскра иртнӗ «Праздник севера» (чӑв. Ҫурҫӗр уявӗ) йӗлтӗр марафонне хутшӑннӑ. Старта 360 спортсмен тухнӑ.

Йӗлтӗрпе ирӗклӗ стильпе ярӑнакансенчен 18 ҫулти спорстменсем хушшинче ылтӑн тата кӗмӗл медальсене Антон Петров тата Кирилл Петров ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем 25 километр тӑрршӗне ӑмӑртнӑ. 23 ҫулхисем хушшинче Даниил Акимов мала тухнӑ.

Абсолютлӑ ӑмӑртура Антон Петров виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нумаях пулмасть «Мускав тата Мускав облаҫӗн королеви» илем тата амӑшлӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта Юлия Переверзева ҫӗнтернӗ. Унӑн йӑх несӗлӗсем – Чӑваш Енрен.

Юлия Мускавра пурӑнать. Унӑн ашшӗ – Чӑваш Енрен. Юлия хӑй те 11-16 ҫулта чухне Шупашкарта пурӑннӑ, чӑвашла калаҫма, ташлама вӗреннӗ.

Юлия конкурсра та чӑваш эрешӗллӗ тум тӑхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75505
 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье Пӗрремӗш каналпа пыракан «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Вӗсем – Шупашкарта пурӑнакан Ирина тата Владимир Васильевсем. Ҫемьере 7 ача ӳсет. Вӗсем 20 ҫул ӗнтӗ каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Шоура Васильевсем 9 ыйтӑва хуравланӑ. 10-мӗш ыйту патне ҫитсен ҫемье иккӗленнӗ те вӑйӑран тухма шутланӑ. Ҫапла вӗсем 50 пин тенкӗ выляса илнӗ. Васильевсем ку укҫана патшалӑх уйӑрса панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт лартма ярассине каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75503
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ӑшӑ ҫанталӑк пулӗ: 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ку – ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи норма.

Ытларикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата юнкун кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варринче кӑшт уҫӑлтарӗ: 5-10 градус ӑшӑ пулӗ.

Эрнекун 14 градусран ӑшӑрах тӑрӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Каҫхине вара вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Шӑматкун типӗ те ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑштах сивӗтӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 12-14-мӗшӗсенче ҫӗр юрпа шуралӗ.

 

Персона
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннине, РСФСР тава твӗҫлӗ строительне Евгений Тертышныя юлашки ҫула ӑсатнӑ. 91 ҫулти хисеплӗ ҫын пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Вӑл 1935 ҫулта Курган облаҫӗнчи Шадринск хулинче ҫуралнӑ. Сартури автоҫул институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ӗҫлеме направленипе килнӗ.

Мастер, прораб, тӗп инженер пулса ӗҫленӗ. Республикӑри пысӑк строительство пӗрлешӗвӗсемпе организацисене ертсе пынӑ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан вӑл «СУОР», «Чувашстрой», «Монолитстрой» организацисенче гендиректорӑн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.

Евгений Тертышный ҫинчен тӗплӗнрех РУВУИКИ-н чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Анатолий Силов — живопись тата графика ӑсти. Вӑл 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Звенигово поселокӗнчи ремесла училищинче тата Мускаври пир-авӑр институтӗнчи прикладной ӳнер факультетӗнче пӗлӗвне туптанӑ.

Аслӑ шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче пусма художникӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.

Паян ватӑ ҫын ҫутҫанталӑкпа киленсе чунне уҫать.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне округӗнче Чӑваш хӑмлин музейне уҫасшӑн. Кун пирки округ пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов пӗлтернӗ.

Вӑл муниципалитетра пурӑнакансене музей валли экспонатсем пухмашкӑн пулӑшу ыйтнӑ. Сӑнӳкерчӗксем, наградӑсем, документсем, харпӑр тата ытти япала – йӑлтах кирлӗ. Вӗсене Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ йышӑнать.

Хальлӗхе музей ӑҫта пулассине, ӑна хӑҫан уҫассине пӗлтермен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall709262199_8227
 

Страницӑсем: 1 ... 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, [122], 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, ... 3984
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 15

1910
115
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
112
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...