Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш чӗлхи вӗренмелли «Хавал» уйлӑх кӑҫал та ӗҫлӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче, вырсарникунтан пуҫласа шӑматкунччен ӗҫлӗ. Ӑна «Мечта» (чӑв. Ӗмӗт) санатори-профилакторире йӗркелеме йышӑннӑ. Уйлӑх пӗлтӗрхи форматпах иртӗ, анчах унта 12 ҫултан аслӑрах хисем валли программа хатӗрлеҫҫӗ. Уйлӑх вӑхӑтӗнче семинарсем, ҫавра сӗтелсем, социаллӑ-гуманитари, музыкӑпа ӳнер факультечӗсем ӗҫлӗҫ, чӗлхе тата спорт вӑййисем йӗркелӗҫ.
Университет халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче ҫапларах пӗлтернӗ:
«Мӗн-ха вӑл ҫуллахи «Хавал» университет? Пӗр эрне хушши эпир унта мӗн-мӗн тӑватпӑр?
1. Чӑваш чӗлхи ӑшӗнче пурӑнатпӑр тата ӑна уйрӑм ушкӑнсенче вӗренетпӗр. Чӑвашла сӗм пӗлменнисем валли те, чӑвашла лайӑх пӗлекенсем валли те уйрӑм вӗреневсем иртеҫҫӗ. Вӗреннине ҫирӗплетме, маннине аса илме пире Хавал университетра йӗри-тавра чӑваш чӗлхи янӑрани пулӑшӗ».
