Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш суйламалли полигонра кайӑксем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем — кӑйкӑрпа канюк. Ҫунатлӑ туссен тӗллевӗ — «Ситиматик» предприятире ытти кайӑка хӑратса тӑрасси.

Кӑйкӑрпа канюк чарлансене, ҫӑхансене, чанасене, уҫӑ вырӑнта пуҫтарӑнма юратакан ытти кайӑка хӑваласа яраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен лешсем ҫӳп-ҫапа салатаҫҫӗ, тавралӑха варалаҫҫӗ, чир-чӗр сарма пултараҫҫӗ.

 

Ӳнер
Галина Григорьева-Айпике страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ
Галина Григорьева-Айпике страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ

Шупашкарти скульптор Андрей Молоков Иркутск облаҫӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ регионти Свриск хулине Раҫҫейри тата Монголинчи пултаруллӑ скульпторсем «Юрӑ тапхӑрӗ» темӑпа иртнӗ фестивале пуҫтарӑннӑ.

Андрей Молоков «Штрихкод. Зауролоф» скульптурӑпа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Хулара
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Улатӑрта унччен ҫав вырӑнта пушӑ вырӑн пулнӑ, халӗ вара унта – «Улатӑрӑн авиаци йӑлисем» сквер.

Ӑна хулари «Электроприбор» савут хута янӑ. Сквера чӑн-чӑн МиГ-29 самолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна РФ Хӳтӗлев министерстви урлӑ туяннӑ. Самолет – 1985 ҫулта туса кӑларнӑскер.

Сквера хӑтлӑлатнӑ чухне таврапӗлӳҫӗсемпе, тӗпчевҫӗсемпе канашланӑ. Палӑртмалла: вӑрҫӑччен Улатӑрта аэроклуб пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара унта ҫар летчикӗсене хатӗрлемелли база вырнаҫнӑ. Ку хулара Совет Союзӗн Паттӑрӗ Муса Манаров тата Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Бударин ӳснӗ.

 

Культура
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакле кӑтартассине пӗлтернӗччӗ. Премьера ку уйӑхра пулӗ.

Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Унӑн режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ: Григорий Петров тата Елизавета Казначеева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Тӗнчере
ТАСС сӑнӳкерчӗкӗ
ТАСС сӑнӳкерчӗкӗ

Туссем, тӗнче курса ҫӳреме юратакансем валли паян чӑннипех те ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр.

Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн Китай Раҫҫей ҫыннисем валли визӑсӑр режим вӑя кӗртӗ. Хальлӗхе яланлӑхах мар. Ҫулталӑклӑха. Ку вӑл сӑнавлӑ вӑхӑт пулӗ. Ҫулталӑклӑха. Кайран епле пулассине татса калама йывӑр.

Раҫҫей ҫыннисене Китай визӑсӑр 30 кунлӑха пырса кайма ирӗк парать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/SergeyKolyasnikov/71951
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

«Фирма Акконд-Агро» АОра ӗҫлекен Екатерина Георгиева ӗне сӑвакан операторсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне хутшӑннӑ. Вӑл Владимир облаҫӗнче иртнӗ.

Ӑмӑртӑва 50 регионти 58 специалист хутшӑннӑ. Унта операторсен пӗлӗвне, санитари хатӗрленӗвне, ӗне сумалли аппарата мӗнле сӳтсе пуҫтарнине тӗрӗсленӗ.

Пирӗ ентеш 8-17 ҫул ӗҫлекен хӗрарӑмен хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра вара – 21-мӗш, вӑл 87,06 балл пуҫтарнӑ.

Сӑмах май, Екатерина ӗне сӑвакан операторта 10 ҫул ытла ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23578
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче пулнӑ пушарта 85-ри кинемейпе унӑн ывӑлӗ ҫунса кайнӑ,

Пушар ӗнер 22 сехетре тухнӑ. Ҫулӑм тӳрех пӳрте, хуралтӑ таврашӗсене ярса илнӗ. Ӑна сӳнтерес ӗҫе 9 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника хутшӑннӑ.

Пушар хыҫҫӑн 85-ри хӗрарӑмӑн тата унӑн 1964 ҫулта ҫуралнӑ ывӑлӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9359
 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк округӗнчи пӗр ялта 67 ҫулти хӗрарӑм 85-ри кинемее патакпа хӗненӗ, ҫапла сывлӑхне сиен кӳнӗ. Ку кӑна мар-ха, вӑл ӑна пӑвнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.

Ку пӑтӑрмах кӑҫал ҫӗртмен 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Ҫавӑн пекех 67-ри хӗрарӑмран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн.

 

Вӗренӳ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра виҫӗ шкул уҫӑлнӑ.

Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонти шкула 1400 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл хулари 44-мӗш лицейӑн иккӗмӗш корпусӗ шутланать. Унта ӗнер пӗрремӗш класа каякан 400 ачана йышӑннӑ. Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классенче вӗренекенсем пӗлӳ илӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Никольски микрорайонти шкула 1100 ача вӗренмелӗх тунӑ. Вӑл асӑннӑ хулари 9-мӗш вӑтам шкулӑн филиалӗ шутланать.

Кӳкеҫре 825 ача вӗренмелӗх шкула хута янӑ.

 

Сывлӑх
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи ҫӑлавҫӑсем кӑмпана кайнӑ хӗрарӑма килне илсе ҫитернӗ.

73 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана кӑмпана кайнӑ. Анчах вӑл унта сарӑмсӑр пусса яра урине ыраттарнӑ. Вӑл килне хӑй тӗллӗн ҫитеймен. Вара хайскиер 112 номерпе шӑнкӑравлама тӑн ҫитернӗ.

Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин Сӗнтӗрвӑрринчи станцийӗн ӗҫченӗсем ватӑ ҫынна килне илсе ҫитернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, [117], 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, ... 4091
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 08

1931
95
«Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1952
74
Угаслов Николай Фёдорович, 3-мӗш ЧНК Президенчӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Степанов Владимир Васильевич, прозаик ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...