Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкавра пурӑнакан хӗре патшалӑх ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ. Анна Россейкина Улатӑрти чукун ҫул транспорчӗн техникумӗнче вӗреннӗ. Анчах вӑл специальноҫпа ӗҫ тупайман енне ӗҫлӗх центрне кайнӑ. Унта вӑл ӗҫсӗрлӗх пособийӗ илсе тӑнӑ. Кӗҫех ӑна Пӑрачкав районӗн хаҫатӗнче ӗҫлеме сӗннӗ. Вӑл унта корреспондент пулса тӑрӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Етӗрнери музейӗн сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери ӳнерпе краеведени музейӗнче паллӑ художник-живописҫӑн, Раҫҫейри художниксен союзӗн пайташӗн Фёдор Анисимовӑн «Волжские пейзажи» (чӑв. Атӑлҫи пейзажӗсем) куравӗ ӗҫлет. Курав чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ. Паянхи кун тӗлне куравпа 119 ҫын паллашма ӗлкӗрнӗ. Юпа уйӑхӗнче музейра Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Константин Долгашевӑн куравӗ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Улатӑрта пурӑнакан мӑшӑр «ылтӑн туйне» паллӑ тунӑ. Александр Михайловичпа Татьяна Николаевна Васякинсем 50 ҫул каялла пӗрлешнӗ те паянхи кун та килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 1974 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. 1977 ҫулта Улатӑра пурӑнма куҫнӑ, хальхи вӑхӑтра та унта кун кунлаҫҫӗ. Мӑшӑр пӗр хӗр ҫуратса ӑна ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ икӗ мӑнукӗпе Матвейпа тата Кристинӑпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер каҫхине Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 1-мӗш ҫуртри 1-мӗш корпусра пушар тухнӑ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте ҫулӑм тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 44 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем тӗтӗмлӗ хваттертен тухма пулӑшнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министрествин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм 16 тӑваткал метр карса тунӑ маччана, шалти отделкӑна сиенленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫанталӑк ӑшӑтӗҪутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк каллех ӑшӑтать. Шӑматкун ӑшӑ сывлӑш килӗ, урамра 7 градус ӑшӑ пулӗ. Эппин, юр ирӗлсе кайӗ. Ахӑртнех, пӗлӗтсем хыҫӗнчен хӗвел те тухӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫил майӗпен лӑпланса пырӗ. Вырсарникун каҫхине термометр «минус» кӑтартӗ. Ҫитес кунсенче ҫумӑр е ҫур ҫӑвассине пӗлтермеҫҫӗ синоптиксем. Ытларикун хӗвел тухӗ. Уйӑх варринче каллех йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн иккӗмӗш декади 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк ялӗнчи шкула аванӑн 1-мӗшӗнче уҫмалла пулнӑ. Икӗ уйӑх кая юлнӑ. Шкул алӑкӗсене ӗнер кӑна, чӳкӗн 7-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ. Шкула 2023 ҫулта пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ун валли уйӑрнӑ 339,5 млн тенкӗ ҫумне тепӗр 93 млн тенкӗ хушма тивнӗ. Ҫӗнӗ шкула уҫиччен ачасем авариллӗ тесе йышӑннӑ кивӗ шкулта вӗреннӗ. Ҫӗнӗ шкул – 350 ача валли. Хальхи вӑхӑтра унта 283 ача вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() aleksandria-tour.ru сайтри сӑн Кӑҫал республикӑра Ҫӗнӗ ҫула пысӑк та хаваслӑ мероприятисемсӗр, фейерверксӑр кӗтсе илӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Мероприятисем ытларах ачасем валли пулӗҫ. Вӗсемшӗн Ҫӗнӗ ҫул асамлӑ уяв пулмалла. Элтеперӗн елкине Запорожье облаҫӗнчи ачасене илсе килесшӗн. Шӑпӑрлансене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ӳнер
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Анастасия Кудряшова 20 ҫулта кӑна-ха. Вӑл вара ку таранччен нумай ҫитӗнӳ тунӑ: «Край» медиапроект хатӗрленӗ, «Нехудожник» галерейӑн арт-директорӗ пулса тӑнӑ, куравсемпе фестивальсем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл картинӑсем ӳкерет, фильмсем хатӗрлет, спектакльсем лартать, сӑнӳкерчӗксем тӑвать. Халь унӑн картинисем Третьяков галерейине илем кӳреҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗсем «Россия – Горизонты» экспозицие кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн Ҫӑлавҫӑсем нӳхрепе ӳкнӗ арҫынна ҫӑлнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫӑлав службине чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитнӗ. Арҫын Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫуртра нӳхрепе ӳкнӗ.Унтан вӑл хӑй тӗллӗн тухайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна тухма пулӑшнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ ача амӑшӗ Анна Аветисян Турцире иртнӗ Ironman триатлона ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Вӑл пӗр кунра пысӑк дистанцие парӑнтарнӑ: 2 ҫухрӑма яхӑн ишнӗ, 90 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫурмамарафон чупнӑ. Анна – фитнес-джампинг тренерӗ. Триатлона ӑна мӑшӑрӗ Арсен хатӗрленӗ. Ӑмӑртура ӑна пӗтӗм ҫемйи хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |