Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра тепӗр кинемей, Мавра Михайлова, 100 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Красноармейски округӗнчи Ыхракасси ялӗнче пурӑнать. Кинемей юбилейне ҫу, уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан 15 ҫулти Мавра Свердловск хулине кайнӑ, унта производствӑра ӗҫлесе Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑнсан вара Мавра Михайловна «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, доярка пулнӑ, пӑрусем пӑхнӑ. Вӑрман ӗҫӗнче те тӑрӑшнӑ вӑл.
