Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 61-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗме тытӑнӗ. Анчах Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара килнӗ чухне кӑна, каялла килнӗ чухне вара – ҫук. Микрорайонта вӑл Шупашкар проспекчӗпе кайӗ.
Интервал ан пысӑкантӑр тесе маршрут ҫине тата троллейбуссем хушӗҫ. Хальхи вӑхӑтра маршрут ҫинче – 16 троллейбус. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара тепӗр икӗ транспорт хушӑнӗ.
61-мӗш троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта Силикат урамӗнчен тухса Шупашкарта Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗпе кайса Гладков урамне ҫитет.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен «Ҫӗнӗ хула» микрорайона 60-мӗш троллейбус кӗме пуҫланӑ.
