|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар округӗнче вырнаҫнӑ «Мега Юрма» кайӑк-кӗшӗк фабрикинче пулнӑ пушарта 400 ытла чӑх чӗппи ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ӗнер каҫхине Хурӑнлӑх ялӗнче пулнӑ. Унта фабрикӑн корпусӗ вырнаҫнӑ. Предприятире ӗҫлекенсем пушара ҫӑлавҫӑсем ҫитичченех сӳнтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: ҫулӑм 17 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Чӑваш Енри ӑсчахсем хирургире усӑ курмалли ҫӗнӗ инструмент шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл – щит евӗрлӗ пара операци тумалли монополярлӑ электрод. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗретекенӗсем Владимир Осипов тата Гузель Айзетуллова шухӑшласа кӑларнӑ. Электрод операцие нервсене сиенлетмесӗр тума май парать, ҫавӑн пекех ӳте пӗҫертсе ярас хӑрушлӑх та пӗчӗк. Электрод валли патент илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхине Муркаш округӗнче 86 ҫулти водитель аварие лекнӗ. Ку инкек 6 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ватӑ арҫын машинӑпа пынӑ чухне руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Вӑл – 3-мӗш ушкӑнри сусӑр, водитель стажӗ – 68 ҫул. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем унӑн инсульт пулнине палӑртнӑ, ӑна Шупашкара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() dzen.ru сайтри сӑн «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ, Мускавра чӑваш чӗлхи курсӗсене пуҫарнӑ. Чӑвашла вӗренес килет-и? Тархасшӑн! Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствинче чӑваш чӗлхине вӗренес текенсене пурне те хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫалхи пӗрремӗш тӗлпулу ыран, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 11 сехетре пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакль премьери пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартмаллаччӗ. Анчах премьерӑна раштав уйӑхне куҫарнӑ. Ҫавӑн сӑлтавне театр сайтӗнчи хыпарта ӑнлантарса тӑман. Премьерӑна курма раштав уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ ӗҫ режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене Григорий Петров тата Елизавета Казначеева ҫамрӑк артистсем калӑплӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tr.pinterest.com сайтри сӑн Шупашкар округӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче вырнаҫнӑ «ЧебоМилк» предприятири зоотехника ӗне амантнӑ. Ку авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Предприятире ирхине ӗнесене пусма ямашкӑн уйӑрнӑ вӑхӑтра пӗри тӑрук зоотехник ҫинелле вирхӗнсе пынӑ та пуҫӗпе сӗкнӗ. Зоотехник вӑйлах аманнӑ. Халӗ Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн Ӗнер, юпан 2-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн Валентин Иванов матрос-ҫӑлавҫӑ бинокльпе пӑхсан Атӑлта ҫаврӑнса ӳкнӗ кимӗ ишнине асӑрханӑ. Ҫывӑхра вара никам та пулман. Ҫапах ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса тӗрӗслеме шутланӑ. Кимӗ патне ҫитсен вӗсем виҫӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Телее, пурте ҫӑлав жилечӗпе пулнӑ. Ҫитменнине, пӗри ишме те пӗлмен. Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Кайран кимме те илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта 45 ҫулти арҫын нихӑҫан та юн пусӑмӗ пысӑк пулнипе аптӑраман, эмелсем ӗҫмен. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма, сивӗ тар тапса тухма пуҫласан, вӑйӗ хавшасан вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пульницӑра унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пациента пӗр тӑхтамасӑр санавиаципе Шупашкара Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатнӑ. Вӑл – кӑҫал Улатӑртан вертолетпа илсе ҫитернӗ 31-мӗш пациент. Тухтӑрсем инфаркт «ҫамрӑкланса пынине» палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Пуринчен малтан» телеграм-канал сӑн «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑри «Магнит» лавккара чӑвашла мӗнле ҫырнине асӑннӑ телеграм-канала пӑхса тӑракан ҫын асӑрханӑ. Космовский урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ федераци сечӗн лавккинче чӑвашла пач ӑнланмалла мар куҫарнӑ вывескӑсем вырнаҫтарнӑ. «Тӗрӗссипе, паян Яндекс-куҫаруҫӑ та вырӑсларан чӑвашла ун пек тирпейсӗр куҫармасть. Саккуна пӑснине асӑрханӑ ҫынсем лавккасен сечӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ», – тесе ҫырнӑ «Пуринчен малтан» телеграм-каналта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унти Интернационал урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте инкек вӑхӑтӗнче икӗ ҫын пулнӑ: 90 ҫулти хваттер хуҫи тата унӑн кӳрши, 75-ри кинемей. Пушара сӳнтерме пырса ҫитнисем вӗсене урама илсе тухнӑ, вӗсене иккӗшне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Унсӑр пуҫне ҫӳлти хутсенче пурӑнакан ҫынсене, пурӗ ҫичӗ ҫынна, эвакуациленӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хваттерте электричество пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
