![]() Дмитрий Моисеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫӗнтерӳрен Ҫӗнтерӗве. От Победы к Победе» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку хыпара Дмитрий Моисеев ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ кӑларӑма Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кӗнеке пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене Чӑваш Енре тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан 30 ытла ҫыравҫӑн калавӗсемпе очеркӗсем, поэмисемпе сӑввисем кӗнӗ. Кӗнекене туянма ӗлкӗрнӗ Дмитрий Моисеев хыпарланӑ тӑрӑх, чӑвашла ҫырнӑ калавсемпе очерксен сыпӑкӗнче Марина Карягинӑн «Тупа», Арсений Тарасовӑн «Блокада ачи», Валентин Константиновӑн «Умра ялкӑшать кил ҫути», Улькка Эльменӗн «Вӑрҫӑ ачисем», Алина Изманӑн «Анне, киле каяс килет», Дмитрий Моисеевӑн «Илемпи, кӗт мана» тата ыттисен хайлавӗсем, чӑвашла поэмӑсемпе сӑвӑсен пайӗнче Юрий Сементерӗн «Катюша» поэми, Раиса Сарпин, Галина Кӗмӗлӗн, Галина Матвеевӑн, Анатолий Хмытӑн, ят-сумлӑ ытти поэтӑн хайлавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑма Улькка Эльменпе Светлана Гордеева пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Галина Антонова, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Канаш округӗнчи хӗрарӑма тӑрук япӑх пулса кайнӑ. Тухтӑрсем унӑн чӗрипе кӑлтӑксем пулнине тупса палӑртнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр кардиолог пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хӗрарӑм хӑйне япӑхрах та япӑхрах туйса пынӑ. Машинӑпа Шупашкара кайма вара часах мар. Ҫапла санавиаци яма йышӑннӑ. Вертолет килсе пациента хулана ҫур сехетре илсе ҫитернӗ. Унти тухтӑрсем ӑна тӳрех сиплеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() istockphoto.com сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ача ашшӗ С гепатита парӑнтарнӑ. Ӑна ҫак хӑрушӑ чире парӑнтарма «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераци проекчӗ пулӑшнӑ. Ултӑ ача ашшӗ ҫак чирпе 2017 ҫултанпа шутра тӑнӑ. Юлашки ҫулсенче унӑн пӗвер циррозӗ аталаннӑ. Ку вилӗмпе те вӗҫленме пултарать. Ҫуркунне арҫыннӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти стационарта сипленме май пулнӑ. Унта виҫӗ хутчен выртса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл анализ панӑ та – вирус тухман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() банки.ру сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти аграри университетӗнче вӗренекен хӗр ректора ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Тӳрех палӑртар: чӑн ректор пулман, ун патне суйса ҫавӑн пек шӑнӑравланӑ. 21 ҫулти хӗр патне ҫурла уйӑхӗн ҫурринче университет ректорӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ, ҫывӑх вӑхӑтра Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем ҫыхӑнасси пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарнӑ. Хӗр право хуралӗн тата Росфинансмониторинг ӗҫченӗсем текенсене ӗненсе «хӑрушсӑр» счёт ҫине 14 хутчен укса куҫарса панӑ. «Кӗмӗле» хӗре ашшӗ-амӑшӗ парнеленӗ-мӗн. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗре вара Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене пулӑшман-ши тесе тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи «Промтехстройсервис» предприяти рабочисене шалу тӳлемен. 27 ҫын умӗнче вӑл 1,5 миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлсен прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ, асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ертӳҫӗ тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ прокуратура парӑма пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӗлтерӳ
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 20 сехет те 20 минутра Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине кӑмпана кайнӑ ҫын ҫухални ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 1952 ҫулта ҫуралнӑ арҫын кӑмпана машинӑпа тухса кайнӑ. Унӑн автомбильне тӑванӗсем вӑрмана кӗмелли ҫултан ҫухрӑм ҫурӑра асӑрханӑ. Ҫӑлавҫӑсем кӑмпаҫӑна ирччен шыранӑ. Кӑштахран вӗсем патне хӗрарӑм шӑнкӑравласа арҫын тупӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ята пилӗк ҫынна пама йышӑннӑ. Вӗсем пурте — «Промтрактор» тулли мар яваплӑ обществӑра ӗҫлекенсем. Ку ята предприятин тӗп юсавне йӗркелекен пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Жиганов, Ольга Максимова ертсе пыракан инженер-технолог — технологи ушкӑнӗн ертӳҫи, Юрий Михайлов резчик, Олег Прокопьев слесарь, Тамара Федорова шлифовщик тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Экономика
![]() Чӑвашстат сӑнӳкерчӗкӗ Официаллӑ статистикӑна ӗненсен Чӑваш Енре пурӑнакансем вӑтамран 72 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Сӑмах организацисенче тӑрӑшакансем пирки пырать. Унта ҫӗртме уйӑхӗнчи вӑтам шалу 72 пин те 808 тенке ларнӑ. Ҫулталӑк каяллахинчен ку цифра 8,6 пин тенкӗ пысӑкрах. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе республикӑри вӑтам шалу 60 пинрен чакса курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускавра, Федераци Канашӗнче, «Семья года» (чӑв. Ҫулталӑк ҫемйи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта «Золотая семья» (чӑв. Ылтӑн ҫемье) номинаци те пур. Унпа 30 ҫул ытла пурӑннӑ мӑшӑрсене чыслаҫҫӗ. Ку номинацире саккӑр ҫемье палӑрнӑ. Улттӑмӗш вырӑна Шупашкарти Тихоновсем йышӑннӑ. Иван Александрович тата Валентина Евгеньевна Тихоновсем 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Икӗ хӗрпе виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Кил хуҫи, Иван Александрович, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗмӗрне тӑван тӑрӑхра ӗҫлесе ирттернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Валентина Евгеньевна та, ҫав заведенире вӗреннӗ. Халӗ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗн тӗп пульницине ҫамрӑк тухтӑр ӗҫлеме килнӗ. Вӑл терапевт тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Ольга Романова тӗллевлӗ майпа медицина пӗлӗвне илнӗ. Унӑн амӑшӗ медсестрара тӑрӑшнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне те Ольга химипе, биологипе тата анатомипе кӑсӑкланнӑ. Ҫамрак тухтӑр тунмасть: пӗрремӗш пациентсене йышӑннӑ чухне вӑл хумханнӑ. Ӑна ӗҫтешӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ӗҫе хӑвӑртах хӑнӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
