Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкар хулинче ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ – 23-мӗш автобус ҫула тухнӑ. Вӑл «Груша» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнтарать.
Аса илтерер: вӑл маршрут ҫине тухни пирки утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче влаҫ органӗсем пӗлтернӗччӗ. Анчах хыпар чӑнлӑхпа килмен. Ун чухне ЧР Транспорт министерстви перевозчика палӑртма аукцион ирттерессине хыпарланӑччӗ, маршрут хӑҫан уҫӑлассине пӗлтерменччӗ. Халӗ ав 23-мӗш автобус ҫӳрме пуҫланӑ.
Тепӗр хутчен каласа хӑварар: 23-мӗш автобус Шупашкарти «Груша» микрорайона Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнарӗ. Унӑн маршручӗ ҫапла: Богдан Хмельницкий урамӗ — Айхи проспекчӗ — Дементьев урамӗ — Богдан Хмельницкий урамӗ — Суворов урамӗ — Коммуналллӑ слобода урамӗ — Граждан урамӗ — Зоя Космодемьянская урамӗ — Никольский проспекчӗ —Мускав проспекчӗ — Воробьев композиторсен урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Дзержинский урамӗ — Ярославль урамӗ — Сергий Радонежский урамӗ —Калинин урамӗ — Текстильщиксен урамӗ — Энергетиксен урамӗ.
