Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинчи ҫӑлавҫӑсен катерпа йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсемпе йытӑсене пулӑшма тивнӗ. Ку авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ.
Ултӑ ҫын, ҫав шутра икӗ ача, Амоксар утравӗсен ҫывӑхӗнче йывӑрлӑха лекнӗ. Вӗсен катерӗ шӑпах ҫавӑнта ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Кун пек чухне, паллах, хӑрушлӑх та сиксе тухма пултарать. Вӗсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вара вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫак ҫынсемпе пӗрле икӗ йытӑ пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫыннисене те, йытӑсене те ҫӗмрӗк катер ҫинчен эвакуациленӗ. Вӗсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫапла вӗсен умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑх сирӗлнӗ. Пурте килӗсене чипер-йӗркеллӗ таврӑннӑ.
