Республикӑра
![]() pikabu.ru сайтри сӑн Етӗрне округӗнче пурӑнакан арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтакӑн картти ҫинчи 6 млн ытла тенке илсе катер, ҫуртне юсама стройматериалсем туяннӑ, кредичӗсене татнӑ. Халӗ унӑн куншӑн явап тытма тивӗ. Амӑшӗ ывӑлӗн картти ҫинче укҫа ҫуккине еткерлӗхе йышӑннӑ чухне асӑрханӑ. Вӑл прокуратурӑна каса пулӑшу ыйтнӑ. Кайран ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: салтак отпуска килсен карттӑна аякри тӑванне упрама панӑ иккен. Ку вара салтак вилнине пӗлсен амӑшне картта пирки нимӗн те шарламан, унти укҫана пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн илсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулти Кирилл Александров ҫак кунсенче Раҫҫей чемпионатӗнче палӑрнӑ. Вӑл Калуга хулинче иртнӗ ӑмӑртура 100 метр дистанцие ишсе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: Кирилл – спорт мастерӗн кандидачӗ, Раҫҫейӗн юниорсен пӗрлештернӗ командин резервӗн пайташӗ. Вӑл Мускавра Сергей Жилкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Халӗ Кирилл 2028 ҫулта иртекен Паралим вӑййисене хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти арҫын ӗмӗрӗпе укҫа пухса пурӑннӑ. Унӑн кӗмӗлӗ ҫапла вара 2,5 миллион тенкӗ таран пуҫтарӑннӑ. Анчах нумаях пулмасть вӑл ҫав укҫана пач пӗлмен ҫынсене куҫарнӑ та панӑ. 71 ҫулти арҫынна мессенджерсенчен пӗринче вӑл ют ҫӗршыва укҫа куҫарса панӑ, ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе хӑратнӑ. Улталаканнисем видеоҫыхӑнупа калаҫнӑ май хӑйсемпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Росфинмониторингӑн ӗҫченӗсем тесе суя удостоверенийӗсем кӑтартнӑ. Пӗлмен-туман ҫынсене итлесе арҫын хӑй пухса пына 2,5 миллион тенке ют счетсем ҫине куҫарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче «ВАЗ-2107» автомашина малтан «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ, унтан — хирӗҫ килекен «Грантӑпа». Нихӑҫан та водитель прави пулман, анчах ӳсӗрле руль умне пӗрре ҫеҫ мар ларнӑ 28 ҫулти арҫын йывӑр суранланнӑ. «Гранта» автомбилӗн 36 ҫулти водителӗпе «Калина» машинӑри 40 ҫулти пассажира та тухтӑр пулӑшӑве кирлӗ пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://vk.com/wall-96482380_4655?z=photo-170179245_457247866%2Fd27e8fed602f7bf8e3 сӑнӳкерчӗкӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн гример-постижерне Наташа Спиридоновӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Хисепле вулаканӑмӑрсем, Наташа тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар, Наташа Спиридонова тесе ӗҫлӗ хутра ҫырнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ӑста 2023 ҫулта ӳкернӗ кӗске метрлӑ «Пиртен пӗри» фильмри артистсене те сӑрласа ҫӗнӗ сӑнарпа ҫывӑхлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Тухӑҫ ҫар ҫапӑҫӑвӗ енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ Александр Максимов спорт историне кӗрсе юлӗ. Вӑл Эноэда Кубокне ҫӗнсе илнӗ. Ӑна «ката» тата «кумитэ» дисциплинӑсенче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ спортсменсем тивӗҫеҫҫӗ. Арҫынсен хушшинче ӑна 2002 ҫултанпа илекен пулман. Трофея Мускав облаҫӗнчи Видное хулинче панӑ. Унта Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ, 36 регионти 800 яхӑн спортсмен вӑй виҫнӗ. Пирӗн ентеш «кумитэ» дисциплинӑра – ылтӑн медаль, «ката» дисциплинӑра пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл 2026 ҫулта Маврикий утрав ҫинче иртекен тӗнче чемионатне хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗкри Ирина Еремеева патшалӑх пулӑшӑвӗпе хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Хӗрарам социалла контраткпа килӗшӳллӗн паракан укҫана илнӗ, унпа вӑл маникюр пӳлӗмӗ уҫнӑ. Малтанласа Ирина хӑйӗн чӗрнине сӑрланӑ, унтан ҫак ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫлама хӑнӑхтаракан видеосем пӑхнӑ, ятарлӑ курсра вӗреннӗ. Унтан ал ҫак ӗҫе хӑнӑхса ҫитсен хӑйӗн ӗҫне пуҫарас тӗллев тытнӑ. Патшалӑх контракчӗн укҫипе хӗрарӑм сӗтел-пукан, лампа, инстурментсемпе кирлӗ ытти япала туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ Халех мар. Тепӗр икӗ ҫултан. Кун пирки Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Михаил Мишустин пӗлтернӗ. Вӑл профиль стратеги сессийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, килти интернет хӑвӑртлӑхӗ пирӗн ҫӗршывра Европӑринчен самай вӑйлӑрах. Хальхи вӑхӑтра килти интернетпа пирӗн ҫӗршыври 39 миллион абонент усӑ курать. Чылайӑшӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 100 мегабит тата унран та ытларах. Тепӗр икӗ ҫултан пирӗн ҫӗршывра спутник интернечӗпе пур ҫӗрте те тивӗҫтермелле. Ку вал чи аякри теорриторисене те интернетпа ҫыхӑнтарма май парӗ, ҫӑв шутра — автоҫулсемпе чукун ҫул хӗррисемпе те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Дмитрий Тетель Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнчӗ, «Раҫҫейӗн хальхи музыка карттипе» паллаштарӗҫ. Ҫапла регионсенчи юрӑ-кӗвӗпе киленме май пулӗ. Халӗ кашни регионта суйлав тапхӑрӗ иртет, хӑш юрӑпа паллаштармаллине палӑратаҫҫӗ. Чӑваш Енрен вара ку проекта Дмитрий Тетель композитор, саксофонист хутшӑнать. Вӑл чӑваш халӑхӗн виҫӗ юррине пӗрлештерекен музыка хайлавӗпе паллаштарӗ. Унта «Вӗҫ-вӗҫ, куккук», «Алран кайми», «Ташши, ташши» юрӑсем кӗнӗ. Увертюрӑна шӑпах Республика кунӗнче итлеме май пулӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Паян Шупашкарта Шумилов урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутри хваттерти чӳречерен 3 ҫулти хӗрача ӳкнӗ. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ку инкек 14 сехет иртсен пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачан амӑшӗ кӳршӗ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури те тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |