Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Валентина Андреева хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Юлашки вӑхӑтра ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Наталия Николаева пулӑшса пынӑ май хваттере тирпейлесе тӑрать.
Валентина Андреева паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Аркадий Ӗҫхӗлӗн, хӗрӗ. Вӑл космос отраслӗнче 22 ҫул программистра ӗҫленӗ. Унӑн упӑшки, шкулта пӗрле, пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнӑ каччӑ, летчика вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑк арӑм унран юлас темен — пӗрле тухса кайнӑ. 22 ҫултан вӗсем тӑван тӑрӑха, Шупашкара, таврӑннӑ.
Мӑшӑр пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ, анчах вӑл сарӑмсӑр вилнӗ. Кинемее паян юратнӑ мӑнукӗ Максим чунтан юратса пӑхать.