Хулара
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти «Суту-илӳ ҫурчӗ» чарӑнура ҫӗнӗ йышши павильон кӗҫех ӗҫлеме тытӑнӗ. Вал хулари ытти павильонран уйрӑлса тӑрать. Мӗнпе? Панорамлӑ кантӑк ҫинче хула сӑнӗсене курма пулать. Тӑррине ҫирӗп тонировка кантӑкӗнчен тунӑ. Кунсӑр пуҫне телефона заряд тумалли USB-разъём пур. Транспорт хӑҫан килнине кӑтартакан табло та вырнаҫтарнӑ. Хӑрушсӑрлӑх пирки те манман: видеосӑнав пур. Ку павильона хулана Шупашкарти электроаппарат завочӗ парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли кӑнтӑрлахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Лагерь ытти ҫулти пекех 4 сменӑпа ӗҫлӗ. Кашни смени 21 кунтан тӑрӗ. Ачасене каникул ҫитнӗ тата лагерьти смегна пуҫланнӑ ятпа центрӑн директорӗн ҫуме Альбина Данилова ВННИРан гендиректорӗ Сергей Антонов саламланӑ. Асӑннӑ организаципе тата «АБС Электро» ыркӑмӑллӑх фончӗпе социаллӑ учреждени тахҫантанпах туслӑ. Хальхинче те хӑнасем пушӑ алӑпа килмен, кашни ача валли парне хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем аниматорсене те илсе килнӗ. Хавасла ертӳҫӗсем ачасене юрлаттарса ташлаттарнӑ, чунтан савӑнтарттарнӑ. Супӑнь кӑпӑкӗнчен йӗркеленӗ шоу тата еплерех хавас иртнӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере республикӑра ҫанталӑк нормӑран ӑшӑрах тӑрать. Хӗвел ҫинче 35-40 градус шӑрӑх пек туйӑнать. Термометр паян 30 градус ӑшӑ кӑтартать. Ыран чи шӑрӑх кун пулӗ: термометр сулхӑнра 28-33 градус кӑтартӗ. Вырсарникун сивӗ фрончӗ ҫывхарма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Каҫхине тата ҫӗрле вӑйлах ҫума пултарать. Пӑр ҫӑвас, ҫил вӑйланас хӑрушлӑх пур. Тунтикун 19-24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 10-12 градус. Ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Уяр пулсан та кӑшт ӑшӑрах тумланма тивӗ. Ҫитес эрнере ҫумӑр ҫумӗ, юнкун, эрнекун тата вырсарникун кӑна хӑш-пӗр ҫӗрте ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче каллех 30 градус шӑрӑх пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Алевтина Буданцовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Сергей Артамнов премьер-министр паян алӑ пуснӑ. Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. 55 ҫулти Светлана Буданцова шкул умӗнхи, пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата хушма професси пӗлӗвӗ енӗпе вӑй хунӑ. Унччен вара вӑл Шупашкарти професси колледжне ертсе пынӑ, тата маларах 39-мӗш шкул директорӗ пулнӑ. Халӗ вӗренӳ министрӗн икӗ ҫум юлнӑ: Марина Лежнина тата Светлана Скочилова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти «Элара» савут умне тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Халӗ вара унта пӗртӑван Стругацкисен «Понедельник начинается в субботу» повеҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ инсталляцие туса лартнӑ. Питӗ илемлӗ фотозона пулса тухнӑ. Чӑх ури ҫинче тӑракан ҫурт умӗнче Яка карчӑк та пур. Аса илтерер: унччен саут умӗнче жираф вырнаҫтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() minust.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку хыпара Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официалла порталӗнчи хыпара вуласа пӗлтӗмӗр. Олег Николаев Элтепер Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипеӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийен пуҫлӑхӗпе Геннадий Шиндинпа тӗл пулнӑ. Ун вӑхӑтӗнче пенитенциар ведомстви муниципаллӑ саккассемпе ӗҫлес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Олег Николаев юсанмалли центрсен ӗҫӗн тухӑҫлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Айӑлава ҫапла ирттермелли меслете пурнӑҫа кӗртессипе Чӑваш Ен сӗршывра малта пыракан регионсенчен пӗри шутланать. Айӑплава ҫавӑн пек палӑртнисем республикӑри предприятисенче те тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫине кура тар тӑкнине кура вӗсен ӗс укҫийӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 30 процент ӳҫнӗ, вӑтамран 33 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Паянхи куна пирӗн республикӑра ӗҫлесе юсанмалли 521 вырӑн уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса каҫхине эрех сутма чарӑнӗҫ. Кун пек чару каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 9 сехетчен пулӗ. Суту-илӳ правилине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Правительстви ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ. Документа Министрсен Кабинечӗн пӳлӗмӗн председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗлӗх нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ, подъезд енчен кӗмелле тунӑ лавккасене тата цокольпе нӳхрепсенчи суту-илӳ залӗсене пырса тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнара Раҫҫей халӑх артисчӗ, эстрада юрӑҫи Дмитрий Маликов килӗ. Ҫав кун поселокра Химик кунӗ иртӗ. Уяв «Август» паркра 11 сехетре пуҫланӗ. Малтан «Парящее сердце» скульптурӑна уҫӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ, ӗҫре ҫитӗнӳсем тунисене чыслӗҫ. Кунӗпех ӑсталӑх класӗсем, квестсем, кӑпӑклӑ ташӑ каҫӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулӗҫ. 19-23 сехетсенче сцена ҫине «Кристалл» шоу-балет, «Дорогуго» кавер-ушкӑн тата Дмитрий Маликов тухӗҫ. Концерта 6 ҫултан аслӑраххисем курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Химпром» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 55-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса Леонид Шевницын ятне панӑ. Вӑл «Химпром» директорӗ пулнӑ. Ку маршрут – ҫӗнӗ. Кӑҫал «Химпром» йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитет. Ҫавна май Леонид Шевницын ячӗллӗ 55-мӗш троллейбуса маршрут ҫине кӑларма йышӑннӑ. Ун ҫинче унӑн портречӗ пулӗ. Троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти тӗп урамсемпе тата тата иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче «Химпромӑн» производствӑри ӑнӑҫӑвӗсене халалласа йӗркеленӗ 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tsfera38.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ округӗнчи Туҫи ялӗнчи «И.Н.Ульянов астӑвӑмӗ» ЯХПКра арҫын утӑ упрамалли ҫурт тӑррине пӑснӑ чухне 3 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вӑл суранланнӑ, шӑмми хуҫӑлнӑ. Ку сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать. Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ халӗ инкек сӑлтавне уҫӑмлатать. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ЯХПКри должноҫри ҫынсен айӑпӗ пуррипе ҫуккине палӑртӗҫ. Кайран материалсене Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленине ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |