Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫыхӑнура форумра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Улатӑр районӗнчи Соловьевски посёлокне пырса кӗме ҫул питех те начар иккен. Унта пыма асфальт ҫук, шӑтӑк-путӑклӑ ҫпв ҫулпа ҫумӑр ҫусан пырса кӗмп май ҫук-мӗн. Кун пирки халӑх тетелӗнче пӗлтерекен пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ ку ыйтупа кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ органӑн ертӳҫи Александр Бастрыкин ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() За.рулём сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр яш питбайкпа курнӑҫланса ярӑнса ҫӳренӗ. 17-ри каччӑ мотоциклӑн кайри урапипе ҫеҫ ярӑнса ҫӳренӗ. Кӗҫех ӑна пакунлисем чӗнсе илнӗ. Ӑна ҫеҫ мар, унӑн ашшӗне те Йӗрке хуралҫисем вӗсене ҫавӑн пек вӗҫкӗнлӗх ытти ҫыншӑн та инкекпе вӗҫленме пултарни ҫинчен ӑнлантарса панӑ, видеосем кӑтартнӑ. на питбайке «рассекал» по центру Чебоксар и хвастался в соцсетях — итог предсказуем Очередной юный лихач, катавшийся на питбайке по центру города и выкладывавший свои «подвиги» в соцсети, был задержан сотрудниками Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() чеб.ру сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пӗр талӑкра икӗ хутчен пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Чеб.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ патӗнче те инкек пулса иртнӗ. «Skoda Rapid» автомобиль ҫул ҫине чупса тухнӑ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водительпе юнашар ларса пынӑ 45 арҫын аманнӑ, ӑна Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере типӗтнӗ сӗт туса кӑларма тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑна унти «Волжское перерабатывающее предприятие» (чӑв. Атӑлҫи тирпейлекен предприяти) заводра хута янӑ. Асӑннӑ завода темиҫе ҫул каялла уҫнӑ. Вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, хальхи вӑхӑтра кирлӗ продукци туса кӑларать. Ҫӗнӗ цеха уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ, предприятие ырласа сӑмах каланӑ. Предприятири ҫӗнӗ комплекс талӑкра 100 тонна типӗтнӗ сӗт туса кӑларайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗрпу тӑрӑхӗнче археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Калӑпӑшлӑ ӗҫсем унти «Звездный» ача-пӑча уйлӑхӗнчен инҫе мар вырӑнта пыраҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйӗсем педагогика университечӗн историк-студенчӗсемпе тата нимеҫӗсемпе пӗрле авал пурӑннӑ ҫынсем чарӑнса тӑнӑ вырӑна тӗпчеҫҫӗ. Унта ӗҫ мастерскойӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тупса палӑртнӑ артефактсем ҫав вырӑнти ҫынсем чултан япала ӑсталама пӗлнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ иккен. Палӑк территорийӗ – 7 пин ытла тӑваткал метр. Ҫынсем унта палеолит саманин вӗҫӗнче, пирӗн ӗмӗрчченхи 11-12 ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикинче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма ҫӑлавҫӑсем ҫур сехетре сӳнтернӗ. Инкек вӑхӑтӗнче шар курман. Пушар Промышленность урамӗнчи производство ҫуртӗнче алхаснӑ. Вӑл ирхи 7 сехетсенче тухнӑ. Пушар ҫурт ҫивиттине тата вентиляци тытӑмне сиенлетнӗ. Пушара сӳнтерме 3 единица техника тата 10 специалист хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри мӑшӑр Ефимовсем пӗрлешнӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ! Илья Никонорович тата Минадора Никитична Канаш округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен икӗ хут пысӑкрах савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫав кунах Минадора Никитична 93 ҫул тултарнӑ. Ҫемье пуҫӗ - 95 ҫулта. Ефимовсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 7 мӑнукпа, вӗсен 5 ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри чи лайӑх зоотехнике палӑртнӑ. Вӑл – Элӗк тӑрӑхӗнчен . Регина Долгова «Новый путь» хуҫалӑхра тӗп зоотехникра ӗҫлет. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Профессире - чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче тупӑшса мала тухнӑ. Сӑмах май, ӑмӑрту Патӑрьел округӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() https://vk.com сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнче ӗне чи лайӑх сӑвакансен республикӑри конкурсӗ иртнӗ. Унта Красноармейски районӗнчи «Красное Сормово» (чӑв. Хӗрлӗ Сурӑм) обществӑра ӗҫлекен Екатерина Борисова ҫӗнтернӗ. Ҫак хӗрарӑм ӗне сумалли аппаратпа ӗҫлеме лайӑх пултарать ҫеҫ мар, ку аппаратпа ӗҫлессин техникине аван пӗлет иккен. Унсӑр пуҫне теорие те ӑша аван хывнӑ. Хӗрарӑм дояркӑра 10 ҫула яхӑн тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ округӗнчи 45 ҫул пӗрле пурӑнакан Аркадий Петровичпа Людмила Геннадьевна Денисовсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Наградӑна вӗсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев панӑ. Вӗсем 6 ача ҫуратса ӳстернӗ, 11 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Денисовсен 4 ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Вӗсене командовани хисеп грамотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |