|
Республикӑра
![]() novokosino.mos.ru сайтри сӑн Улатӑр округӗнчи Алтышевӑри 80-ри кинемей ҫухални пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӑна икӗ кун вӑрманта ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, телее, тупнӑ, вӑл чӗрӗ-сывах. Аса илтерер: кинемей авӑнӑн 7-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпана кайнӑ та киле таврӑнман. Ӑна тӳрех полицейскисем, «Лиза Алерт» нимеҫисем шырама пуҫланӑ, вӑрманта сасӑ тата ҫутӑ сигналӗсем панӑ. Кинемее ҫав кунах тупайман. Ӗнер ӑна хӑйӗн килӗнчен темиҫе километрта асӑрханӑ. Ватӑскер ҫухалса ҫӳресен те кӑмпапа туп-тулли карҫинккине аллинчен яман, пӗрлех йӑтса ҫӳренӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман, ҫавна май тӳрех киле ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Ку хайлав Лидия Филиппова журналист-ҫыравҫӑн хӑйӗн ентешне – Ҫеҫпӗл Мишши поэта – халалласа ҫырнӑ иккӗмӗш поэми ӗнтӗ. Пӗрремӗшӗ 2022 ҫулта «Хальхи самана» («Век нынешний») ятпа кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ поэмӑна тӑван чӗлхепе пӗрлех вырӑсла (куҫаруҫи Любовь Петрова), акӑлчанла (Надежда Колесникова), украинла (Надежда Лисовая) тата марилле (Дина Рычкова) тӗрӗс тата илемлӗ куҫарма пултарнӑ. Ҫакӑ вулакансен йышне тата та ӳстерме май парать. Сӑмах май, вырӑсла тата акӑлчанла куҫару варианчӗсем виҫҫӗ таранах пулса кайнӑ иккен. Ҫавӑнпа вӗсене уйрӑм кӗнекен кӑларас шухӑш пуррине те пӗлтерчӗ Лидия Ивановна. Поэмӑра автор Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн ҫулӗпе утать, Шӑхасанта, Теччӗре, Хусанта, Мускавра, Евпаторире, Харьковра, Киевра, Остерта «пулать», унӑн шӑпине, чун ыратӑвӗне тата хастарлӑхне ӑнланма тӑрӑшать. «Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» поэма - чӑваш литературин хаклӑ еткерӗ пулса тӑчӗ. Вӑл вулакансене Ҫеҫпӗл Мишшин таланчӗпе ҫывӑхрах паллашма, унӑн сӑввисене тарӑнрах ӑнланма хистет. Поэма хӑйӗн илемӗпе тата шухӑш тарӑнӑшӗпе тыткӑнлать. Лидия Филиппова сӑвӑ йӗркисемпе Ҫеҫпӗл Мишшин чунне уҫса парать, унӑн пурнӑҫ ҫулӗнчи йывӑрлӑхсене, ӗмӗт-шухӑшӗсене вулакан патне ҫитерет. |
|
Республикӑра
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй тата Чӑваш Енри профессионал медиаторсен ассоциацийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Документа ачасен хӳтӗлевҫи Алевтина Федорова тата ассоциаци президенчӗ Екатерина Саламатова алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Медиатор тӗллевӗ — тавлашуллӑ ыйтӑва суда ҫитмесӗр, калаҫса татӑлса, пӗр-пӗрин шухӑшне шута илсе тата тӗпе хурса татса пама вӗрентесси. Ҫемьере ӑнланманлӑх сиксе тухсан та калаҫса татӑлнине нимӗн те ҫитмест. Шӑпах ҫав ыйтупа ӗҫлӗҫ те профессилле медиаторсем. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ассоциаци прездиденчӗ чылай ҫул юристра ӗҫленӗ, унӑн психологи пӗлӗвӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков шалӑвне цифрӑллӑ тенкӗпе илме тытӑнӗ. Депутат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку енӗпе тӗнчери пӗрремӗш ҫын пулӗ. Сӑмах май, цифрӑллӑ тенкӗпе анлӑ усӑ курассине Раҫҫейре 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласшӑн. 2028 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вара унпа мӗнпур банк тата пысӑк компанисем усӑ курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Раҫҫейре
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарти шкул ачине «Голос. Дети» кӑларӑмра кӑтартнӑ. 15 ҫулти Дмитрий Еремеев жюри умне Евгений Трофимов репертуарӗнчи «Самолеты» юрӑпа тухнӑ. Анчах, шел те, пирӗн ентеш тепӗр тапхӑра лекеймен. Владимир Пресняков унӑн куҫӑм тапхӑрӗ пулнӑ май сасси улшӑнса пынине каланӑ. Дима Билан пирӗн ентеше мухтанӑ, ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар районӗн тӗп пульницине ҫамрӑк тухтӑр ӗҫлеме килнӗ. Елена Тимофеева – эндокринолог. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, унтан тухтӑрсене ҫӗнӗ пӗлӳ паракан Институтра ординатурӑра вӗреннӗ. Елена Сергеевна район пульницинче пациентсене амбулатори мелӗпе йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Паян Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Игнатьев 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл — аранжировщик, сасӑ режиссерӗ тата композитор. Валерий Викторович республикӑри чи пултаруллӑ профессионал аранжировщиксенчен пӗри шутланать. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ енлӗ наци музыкине аталантарма нумай тӳпе хывнӑ. Ҫав шутра «Нарспи» чӑвашла пӗрремӗш мюзиклпа, «Авалхи сас» программӑпа ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енре чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. «Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Владислав Николаевӑн «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» пьесине суйласа илнӗ. «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Александр Степановӑн «Юрпике: хӗл юмахӗ» пьесине ҫитекен ӗҫ пулман. Ҫӗнтерӳҫӗ авторсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин гражданла оборона тата инкеклӗ лару-тӑру министрӗн ҫумӗ пулма Александр Кирьянова ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Николай Ытарай (1925-2005) ача-пӑча ҫыравҫи, халӑх фольклорне пухакан, иллюстратор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ. Унта ҫыравҫӑн мӑшӑрӗ Елена Васильева та хутшӑнӗ. Николай Ытарай ачасем ҫинчен тата ачасем валли ҫырнӑ. Пурӑннӑ чухне 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
