|
Персона
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Петӗр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 75 ҫул тултаратчӗ. Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ – Юрий Исаев, Владимир Степанов тата Олег Кульев – поэтӑн тӑван ялӗнче, Красноармейски тарӑхӗнчм Упаҫырми ялӗнче, пулнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательстви халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ. Калем ӑстисем Петр Яковлевичӑн арӑмӗпе Светлана Зиновьевнӑпа курса калаҫнӑ, унтан ҫӑва ҫине кайса килсе поэта асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти кивӗ Правительство ҫуртне юсаса ҫӗнетме тата тепӗр 4 миллион та 775 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку укҫана юсавпа реставраци ӗҫӗн документацине ҫӗнетме уйӑрма йышӑннӑ. Юсав ӗҫне 2022 ҫулта пуҫӑннӑ. Пӗрремӗш контракта Хусанти «Консорциум Строительных Компаний» предприяти алӑ пуснӑ. Иккӗмӗш контракта та унпах алӑ пуснӑ. Унӑн виҫи 616,06 млн тенкӗпе танлашнӑ. Кайран контрактпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухсан контракта пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи 75-ри арҫын авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче фура айне пулнӑ. Фура пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыман-мӗн, хирӗҫ килекен машинӑсенчен пӗри автомобиле хӑрушлӑх пирки систерме хӑтланнӑ. Анчах пысӑк машина ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ, тӗксӗм ҫипуҫ тӑхӑннӑ ватӑ ҫине пырса кӗнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 20 сехетре М-7 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шар курни кам иккенне унӑн арӑмӗ ирхине ҫеҫ палӑртма май килнӗ. Унӑн арӑмӗ упӑшки киле таврӑнманран йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Ҫеҫпӗл ячӗллӗ вулавӑш пабликӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Агаковӑн «Хӗвел ӑшшиллӗ туйӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Николай Агакова Канаш тӑрӑхӗнче аван пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Ҫеҫпӗл ячӗллӗ вулавӑшра. Унӑн калавӗсем, повеҫӗсем, очеркӗсем «Канаш ен» хаҫатра час-часах пичетленеҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӗнеке редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗсем – Игорь Кугураков тата Наталия Орлова. Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли тесе кӑларнӑ. Николай Михайлович 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шуркассинче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ru.pinterest.com сайтри сӑн Синоптиксем кӗркунне мӗнле пулассине палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗ сывлӑш температури, нӳрӗк тӗлӗшпе нормӑпа килӗшсе тӑрӗ. Пӗрремӗш ҫурринче «карчӑк ӑшши» пулӗ, иккӗмӗш ҫурринче вара кӗрхи нӳрӗ те сивӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Юпа, чӳк уйӑхӗсем те сивӗ килӗҫ, нӳрӗк сахалрах пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче хӗл ларӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра 20 градус таран сивӗтме пултарӗ. Раштава, ахӑртнех, 25 сантиметр ҫӳллӗш юрпа кӗрӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "На связи" форумри сӑн Ҫак самантра Шупашкарта «Нарспи» суту-илӳ ҫурчӗ ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм алхасни виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн ҫӳлти хутӗнче курӑнать. Суту-илӳ ҫурчӗ Кривов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ирина Александрова сӑнӳкерчӗкӗ Музейсемпе тӗрлӗ культура учреждейӗсем пурри, вӗсем уҫӑлни аван-ха. Акӑ, сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти краеведенипе истори музейӗ. Ӑна 2011 ҫулхи рашта уйӑхӗнче уҫнӑ. Вӑл Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ. Музей учредителӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ. Анчах учреждени ятне ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшпа ҫавӑрттарса хунӑ. Васканӑ тес — вӑл сайта е тӗнче тетелӗнчи старницӑпа паблика хӑвӑртрах хыпар ҫырса хурасси мар. Ун пек ӗҫе васкаса пурнӑҫламасан та юрать пек... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Тӑвай салинче 68 ҫулти арҫын 3-мӗш класс ачине мотоблокпа ҫапса кайнӑ. Ку инкек ӗнер 12 сехет ҫурӑра пулнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын Тӑвайра мотоблокпа пынӑ. Сарай еннелле пӑрӑннӑ чухне вӑл ҫулпа утса пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ачан ури суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Ҫакӑ паллӑ: тивӗҫлӗ канури арҫын ӳсӗр пулман. Халӗ тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() «Контактри» сӑн Шупашкарти 38-мӗш шкулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне Иван Дубанова халалласа мурал уҫнӑ. Иван Степанович ҫак шкулта 40 ҫула яхӑн ӗҫленӗ, ачасене географи предметне вӗрентнӗ. Вӑл Горький хулинчи педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ачасене вӗрентнисӗр пуҫне Иван Дубанов экскурсисемпе экспедицисем йӗркеленӗ. Вӑл 15 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, ҫак йышра тавра пӗлӳ тата топонимика словарӗсем пур. Иван Степанович пирӗнтен нумаях пулмасть, 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Контактри» сӑн Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов ял пурнӑҫӗ пирки документлӑ сериалта ӳкерӗннӗ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ ун патне киле, Элӗк округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялне, килнӗ. Юлашки кадрсене Шупашкарта вӗҫленӗ. Хальлӗхе Кирилл Степанов мӗнле проекта тата платформӑна хутшӑнни пирки пӗлтермен – вӑрттӑнлӑхра ку. «Ӳкерӳ кунне тулли кӑмӑлпа аса илетӗп, ҫурӑм тӑрӑх ӑшӑ хум чупса иртет. Командӑна профессионаллӑхшӑн тавах!» - тесе ҫырнӑ ҫамрӑк фермер халӑх тетелӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
