Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
aex.ru сайтри сӑн
aex.ru сайтри сӑн

Ҫитес вӑхӑтра «Шупашкар – Новосибирск» авиамаршрут уҫма палӑртнӑ. Авиаперевозчик Чӑваш Ен правительстви патне ку ыйтупа тухнӑ ӗнтӗ. Новосибирск облаҫӗн правительстви вара рейс тӑкакӗсене Чӑваш Ен правительствипе пӗрле ҫурмалла саплаштарма хатӗррине пӗлтернӗ. Хальлӗхе субсидилекен маршрутсен федераци переченьне хутшӑнма авиакомпанисен заявкисене хатӗрлес ӗҫ пырать.

Ҫакна каласа хӑвармалла: Новосибирск аэропортӗнчен Ҫӗпӗрти тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пысӑк хуласене вӗҫме пулать. Ҫавӑн пекех унтан Китая, Вьетнама, Индие, Таиланда тата Азири ытти хулана ҫитме меллӗ. Сӑмах май, Раҫҫей ҫыннисене Китая визӑсӑрах кӗртме пуҫланӑ. Ҫавна май ку маршрут питӗ кирлӗ тата меллӗ пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_456176
 

Пӑтӑрмахсем
sputnikglobe.com сайтри сӑн
sputnikglobe.com сайтри сӑн

Муркаш округӗнчи Исетерккӗ ялӗнче тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра хӗрарӑм сарӑмсӑр вилнӗ.

Ку ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чкалов ячӗллӗ ЯХПКра пулнӑ. Самосвал черетлӗ хут тырӑ тиесе килсен ӑна тӑкма тӑнӑ, каялла чакнӑ чухне унта ҫын пуррипе ҫуккине тӗрӗслемен — хыҫалта пулнӑ хӗрарӑм ҫине тырӑ тӑкнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев вӗсленнӗ. Ку инкек Мигушов харпӑр усламҫӑ айӑпӗпе пулнӑ тесе йышӑннӑ: кооператив ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелемен. Ҫавӑн пекех ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑма ӗҫ сыхлавӗпе инструкцие вӗрентмесӗрех ӗҫлеме ирӗк панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-216412417_1481
 

Ҫутҫанталӑк

Кӗҫӗр республикӑра самая шӑнтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес икӗ каҫ та шӑнтӗ. Уйрӑмах — тунтикун каҫхине.

Синоптиксем паянтан ылтӑн кӗркунне пуҫланнине пӗлтереҫҫӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, анчах ун хыҫҫӑн каҫсерен шӑнтма пӑрахӗ.

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче республикӑна ӑшӑ килме пуҫлӗ, кӑнтӑрласерен 11-16 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ылтӑн кӗркунне вӑраха тӑсӑлма пултарӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫулсерен ирттерекен кӗмӗл волонтёрсен республикӑри конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

Конкурса заявкӑсене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа пӗр уйӑх хушши йышӑннӑ.

«Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире Шупашкарти Людмила Порфирьева ҫӗнтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм салтаксене нумай пулашать иккен.

«Наставник — волонтер» номинацире Патӑрьел районӗнчи Мидхать Шакиров ҫӗнтернӗ. Вӑл ачасене ӳнер урлӑ Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет иккен.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Людмила Осипова — «эко-волонтер». Вӑл «ЭкоЛогики «от А до Я» ятлӑ шкул шухӑшласа кӑларнӑ.

«Социаллӑ экспресс» номинацире ҫӗнтернӗ Улатӑрти Ирина Сидякина хастар пулса ӗмӗре вӑрӑмлатма вӗрентет.

Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл чун» республикӑри тӑваттӑмӗш форумӗнче чыслӗҫ. Мероприяти хальхинче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ.

 

Политика
cap.ru порталтан илнӗ скриншот
cap.ru порталтан илнӗ скриншот

Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ, ятарлӑ процедура — инаугураци — витӗр тухса должноҫе йышӑннӑ Олег Николаев республика Правительствине отставкӑна янӑ.

157-мӗш номерлӗ Хушӑва Элтепер иртнӗ эрнерех, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ.

Тӗрӗссипе каласан, ку документран тӗлӗнме кирлӗ мар. Йӗрки-курки ҫавӑн пек. Асӑннӑ йышӑнӑва Олег Николаев Чӑваш Ен Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статйисемпе килӗшӳллӗн тунӑ.

Ҫӗнӗ Правительствӑна ҫирӗплетиччен унчченхи йышӑн малтанхиллех ӗҫлемелле.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикинчи вӗрентекен ҫӗршыври конкурса хутшӑнса чи маттур 20 педагог йышне кӗме пултарнӑ.

Сӑмах – Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими предмечӗсене вӗрентекен Алевтина Алексеева пирки. Вӑл «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2025» конкурса хутшӑнать. Ҫамрӑк педагог

Санкт-Петербургра иртнӗ тапхӑрта хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса финала лекнӗ.

Вӗрентекен республика чысне малалла хӳтӗлӗ. Финал Мускав облаҫӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пирӗн алӑ ӑстисем Махачкалара иртекен «Уҫӑ Дагестан» Пӗтӗм Раҫҫейри туризм форумне хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫав хушӑрах унта халӑх промыслисен «Йӑла-йӗрке управҫисем» халӑхсен хушшинчи фестиваль иртет. Унпа килӗшӳллӗн Раҫҫейри, Беларуҫри тата Кӑркӑсстанри ӑстасен хӑйсен отраслӗн пуласлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ, Кавказ регионӗсенчи майсемпе паллашаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15544
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олег Николаев инаугураци кунӗнче Федераци Канашне республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫран сенатора палӑртнӑ. Хальхинче те вӑл Николай Федоров пулӗ. Ку унӑн – виҫҫӗмӗш срок.

Николай Васильевич 1993-2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин президенчӗ пулнӑ, 2012-2015 ҫулсенче – РФ ял хуҫалӑх министрӗ. 2015 ҫултанпа – Федераци Канашӗн пайташӗ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫавӑн пек ятлӑ спектакль хатӗрлеме тытӑннӑ.

«Сире каламалли кӑмӑллӑ хыпар тата та пур пирӗн: театрта тепӗр ҫӗнӗ спектакль пиҫсе пырать!» — хыпарланӑ культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи страницинче.

Камит авторӗ — Флорид Буляков иккен.

Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камитне лартма хатӗрлесе ҫитернӗ эскизсемпе театрӑн художество канашне Алексей Ложкин режиссёр тата Валентин Федоров художник паллаштарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Атӑла тасатмалли федераци программипе усӑ курса Ҫӗнӗ хулара тасатмалли сооружение халӗ те хута яманни пирки федераци шайӗнче каллех ыйту хускатнӑ.

Атӑла тата Байкала тасатмалли программӑсене вырӑнсенче епле пурнӑҫланине РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Жанна Рябцева тӗрӗслет.

Чӑваш Ене 400 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ иккен, анчах ӗҫе пурнӑҫламан. Жанна Рябцева укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ryabseva_zhanna/2018
 

Страницӑсем: 1 ... 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, [44], 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, ... 4039
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулӑхпа, психологипе е медицинӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ сире социаллӑ статуса ӳстерме пулӑшӗ. Парӑмсемпе, кредитсемпе, налуксемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем татӑлӗҫ. Эсир укҫапа ҫыхӑннӑ ӗҫсене лайӑх пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫутҫанталӑка тухни, шыв процедурисем, сывлӑха ҫирӗплетмелли массаж курсӗ тата спорт сывлӑха тата нерв тытӑмне лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Чӳк, 25

1950
75
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...